Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕн ятне илес тесен

12 ноября 2011 г.

Ĕç ветеранĕн ятне илес тесен

Чăваш Республикин Президенчĕ 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче «О категориях граждан, имеющих право на присвоение звания «Ветеран труда Чувашской Республики» 90 " Указа алă пусрĕ. Çĕнĕлĕх пирки ăнлантарса пама ыйтса янă çырусем редакци почтинче çук мар. Паян вĕсем çине ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Нина Пантелеевна ПЕТРОВА хуравлать.

ЫЙТУ: – «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парассинче çĕнĕлĕхсем пур теççĕ. Камсене параççĕ ку ята?

ХУРАВ: – ЧР Президенчĕ йышăннă çÿлерех асăннă Указ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме тивĕçлисен категорийĕ ÿсет. Халĕ çапла вара патшалăх наградисене илме тивĕç пулнисемпе пĕр пекех пысăк ĕç стажĕ пуррисем те Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ пулма пултараççĕ. Арçынсен ĕç стажĕ çавна валли 45 çул тата хĕрарăмсен 40 çул кирлĕ.

Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ĕç ветеранĕн ятне пенси пама тытăнсан, ытти йышши пенси илсе тăракансене вара (сăмахран, Раççей Оборона министерстви е Раççей Шалти ĕçсен министерстви енĕпе) – арçынсем 60 çул тата хĕрарăмсем 55 çул тултарсан пама тивĕç.

Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парассин йĕркине тивĕçлĕ улшăнусем кĕртнĕ хыççăн вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ йышăннă хыççăн çак ята илме граждансенчен заявленисем йышăнма тытăнаççĕ. Ку ĕç пуçланасси пирки граждансене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерĕç.

ЫЙТУ: – Эпĕ çамрăклах ĕçлеме пуçăннă. Малтан колхозра, кайран Шупашкара килсен электроаппаратура заводĕнче вăй хунă. Яланах малта пулнă, икĕ хутчен мана «Победитель социалистического соревнования» знак та панă. Çапла вара пенсие тухнă чухне мана «Ĕç ветеранĕ» ят пачĕç. Енчен те эпĕ ĕç стажĕпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илес пулсан манăн хушма çăмăллăхсем пулаççĕ-и?

ХУРАВ: – Эсир «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме тивĕç пулсан сирĕн «Ĕç ветеранĕ» ят пуррипе çуккине пăхмасăрах ку ята сире пама пултараççĕ. Социаллă çăмăллăх мелĕсене эсир хăвăр суйласа илме пултаратăр: е ĕç ветеранĕ, е Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ пулнă май. Хушса çавна кăна каласа хăварма пултаратпăр: çăмăллăх мелĕсем вара ĕç ветеранĕсемшĕн те, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсемшĕн те пĕр пекех.

(Вĕçĕ. Пуçл. 1-мĕш стр.)

ЫЙТУ: – Ĕç стажне кура «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парасси пирки йышăннă Указра çĕнĕ положенисем 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕресси пирки каланăччĕ. Апла пулсан Указ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн пенсие тухакансене кăна пырса тивет-и?

ХУРАВ: – Çук, ун пек мар. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят панă чухне гражданин хăçан пенсие тухнине шута илмеççĕ. Ĕç стажĕ кăна пĕлтерĕшлĕ.

ЫЙТУ: – Эпĕ пенсие тухнă чухне мана ĕç стажне 37 çул шутласа пачĕç. Эпĕ пенсие тухсан та ĕçленĕ. Халĕ манăн ĕç стажĕ 42 çул (хĕрарăм пирки сăмах пырать – ред.). Манăн пĕлес килет: «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме ĕç стажне шутланă чухне пенсие тухсан ĕçлени шута кĕрет-и;

ХУРАВ: – Çапла, пенсие тухнă хыççăн ĕçленĕ тапхăра та ĕç стажне кĕртеççĕ. Çавна валли кирлĕ документсене кăна тăратас пулать.

ЫЙТУ: – Чăваш Ен Президенчĕн çĕнĕ Указĕнче «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят патшалăх наградисем тата пысăк ĕç стажĕ пуррисене параççĕ тесе каланă. Мĕнле ăнланмалла: енчен те хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çул тата арçынсен 45 çул пур пулсан тата патшалăх наградисем пулни те кирлĕ-и?

ХУРАВ: – Çук, кирлĕ мар. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илес тесен е Чăваш Республикин патшалăх награди, е ĕç стажĕ арçынсен 45 çул тата хĕрарăмсен 40 çул пулмалла.

ЫЙТУ: – Енчен те манăн паян ĕç стажĕ 31 çул, кунпа пĕрлех хисеплĕ ятсемпе наградăсем çук пулсан, тепĕр 9 çултан (2020 çулта) эпĕ «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме пултаратăп-и; Е ку вăл хĕрарăмсем тĕлĕшпе 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 40 çул ĕç стажĕ пуррисене кăна пырса тивет?

ХУРАВ: – «Ĕç ветеранĕ» ят илес тесен сирĕн СССР, РСФСР тата Раççей Федерацийĕн Правительствисен наградине е ĕç тăвакан федераллă влаç органĕн наградине илнине çирĕплетмелле. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме вара пенсие тухсан ĕç стажĕ 40 çул пулнине çирĕплетекен документ тăратмалла пулать. Ку стаж сирĕн заявлени çырнă кун тĕлне кирлĕ.

ЫЙТУ: – Çĕнĕ Указпа килĕшÿллĕн манăн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме справкăпа Пенси фондне пымалла-и?

ХУРАВ: – Çук. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме заявлени çырма хамăр районти социаллă хÿтлĕх пайне пырас пулать. Хăвăрăн ĕç стажне çирĕплетекен документсене те пĕрле илсе пымалла (калăпăр, ĕç кĕнекине, архив справкисене т. ыт. те). Ĕç стажне çирĕплетессипе ыйтусем сиксе тухас пулсан социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем Пенси фончĕн управленине запрос ярса параççĕ.

ЫЙТУ: – Манăн ĕç стажĕ пысăк – 47 çул. Вăл шутран 6 çулне эпĕ Белоруссире ĕçленĕ. Çĕнĕ Указпа килĕшÿллĕн мана «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парас пулсан пĕтĕм ĕç стажне е Чăваш Енре ĕçленине кăна шута илеççĕ?

ХУРАВ: – «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят панă чухне пĕтĕм ĕç стажне – Чăваш Енрине те, Белоруссире ĕçленине те шута илеççĕ. Паллă ĕнтĕ, çавна çирĕплетекен документсене тăратас пулать.

ЫЙТУ: – Тархасшăн ăнлантарса парăр-ха: «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят стаж çитекеннисене пурне те тÿрех нимĕнле заявлени çырмасăрах списокпа парĕç-и е заявлени çырас пулать; Заявлени çырмалла пулсан ăна ăçта тата хăçан памалла?

ХУРАВ: – «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме обязательнăй майпа заявлени çырас пулать. Заявленипе пĕрле Чăваш Республикин территорийĕнче ялан пурăннине, ĕç стажне тата пенси шутласа пама тытăннине, арçынсем 60 çул тата хĕрарăмсем 55 çул çитнине çирĕплетекен документсене тăратмалла.

Хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çул, арçынсен 45 çул пулсан вĕсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парасси пирки Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕ çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕнĕ май, тивĕçлисен çакна валли заявлени пама пурин те вăхăт çителĕклех пулĕ.

Тепĕр хут аса илтересшĕн: заявленисене районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче йышăнĕç. Вĕсене йышăнма тытăнасси пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерĕпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика