Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх коммуналлă хуçалăхра йĕрке тума пикенчĕ

09 ноября 2011 г.

Патшалăх коммуналлă хуçалăхра йĕрке тума пикенчĕ

Ертсе пыракан компанисен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем паян пĕрремĕш вырăна тухса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе республика Президенчĕ вĕсене татса парассинчен пăрăнман пур енсем тата çак ĕçсене тĕрĕслесе тăрассишĕн яваплă сăпатсем (лицо) умне çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи монополизма сирес ĕçе тĕплĕ хатĕрленме, халăха информаципе тивĕçтерессине, ăнлантарассине вăйлатма тĕллев лартнă. «Хура ĕç» тăвакансене, «пĕр кунлăх» фирмăсене тата тĕрлĕ йышши ултавçăсене çак тытăмран аяккарах сирес шухăшпа хальхи вăхăтра ертсе пыракан компанисене çирĕп тĕрĕслеме хатĕрленеççĕ. Çăмăл мар çак ĕçе вара çурт-йĕр хуçисене хăйсене явăçтармасăр пурнăçлама май çук. Ăна валли кашнин лайăх пĕлÿпе «хĕç-пăшалланмалла». Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем çинчен Чăваш Енĕн Тариф тата конкурентлă политика патшалăх службинче ăнлантарчĕç.

Коммуналлă пулăшусен хăш тĕсĕсем валли тарифсем çирĕплетеççĕ;

Сивĕ тата вĕри шыв, шыв юхтарасси (канализаци), электричество, газ, хутса ăшăтасси (ăшă энергийĕ) валли.

Тарифсене шутланă чухне мĕнле тăкаксене тĕпе хураççĕ;

Тарифсене йĕркеленĕ чухне коммуналлă пулăшуран пухнă укçан кирлĕ виçинчен çак тăкаксене шута илеççĕ:

– укçа-тенкĕ тăкакĕсем (çав шутра энергоресурссем – газ, çĕр кăмрăкĕ, мазут, электроэнерги – туяннипе çыхăннă тăкаксем);

– рабочисен ĕç укçи тата социаллă тÿлевсем;

– тĕп хатĕрсене юсассипе çыхăннă тăкаксем;

– тĕп укçа-тенкĕ тата унпа çыхăнман активсен амортизацийĕ;

– ытти тăкаксем (налук, аренда, лизинг тата ытти тÿлевсем).

Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне регионра патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем йышлă-и;

Халăхăн пĕтĕм йышĕнчен – 22,5 процент. Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тăкакĕсемшĕн тивекен субсидисен вăтам виçи 2010 çулхипе танлаштарсан 15 процент ÿснĕ, паянхи кун тĕлне пĕр çын пуçне 865 тенкĕпе танлашать.

Коммуналлă пулăшусен тарифĕсем мĕнле тăтăшлăхпа ÿсеççĕ;

Сивĕ тата вĕри шывпа, ăшăпа, электричествăпа, газпа, шыв юхтарассипе çыхăннă коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсене çулталăклăха е унран кая мар вăхăтлăха çирĕплетеççĕ.

2011 çулшăн тарифсене мĕнле майпа йĕркеленĕ;

Коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисемшĕн 2011 çул валли тарифсене Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн 2010 çулхи 42-мĕш номерлĕ хушăвне шута илсе йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн граждансен коммуналлă тÿлевĕсем пĕр пек лару-тăрура 2010 çулхи виçерен 15 процентран пысăкрах пулмалла мар.

Коммуналлă пулăшусен тÿлевĕ кăçал 2010 çулхи шайран 10 процент сахалрах ÿснине палăртса хăвармалла.

Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвне пурнăçласа Служба вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем панă кăтартусем тăрăх пĕтĕм муниципалитет тытăмĕнче – вĕсем вара республикăра 296 – граждансен коммуналлă тÿлевĕсен анализне ирттерет. Ăна 15 процентран хăпартса ÿстернĕ тĕслĕхсем çук.

2011 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, республикăра тарифсем ăшăшăн вăтамран 14,7 процент, шывпа тата шыв юхтарассипе тивĕçтерессишĕн 16,7 процент, йăлари каяша утилизацилессишĕн 12 процент, электроэнергишĕн 9,7 процент, çут çанталăк газĕшĕн 15 процент ÿснĕ.

2011 çул валли йышăннă тарифсем Чăваш Республикинче Федерацин Атăл çи округĕнчи рейтингра пĕчĕк позицие сыхласа хăварчĕç.

2012 çулта пире мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ;

Январĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшусен тарифĕсем 2011 çулхи шайрах юлаççĕ. 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги тарифĕ 6 процент, çулталăк тăршшĕпе 3 процентран ытла мар ÿсет, çут çанталăк газĕ – 15 процент. Ытти пулăшусемшĕн вара – икĕ тапхăрпа: июлĕн 1-мĕшĕнчен 6 процент тата сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 6 процент.

Электроэнерги валли дифференциллĕ тарифа мĕнле йĕркепе çирĕплетеççĕ;

Талăк зонисенчен (сехетсенчен) килекен тариф электричествăшăн тĕрлĕрен пулма пултарать. Ăна усă курнă вăхăт тăрăх çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, 2011 çулхи январьте Вăтам Атăлăн пĕрлештернĕ энерготытăмĕшĕн талăк зонисем çапларах пулнă: тĕркĕш вăхăт – 8–11, 16–19, çурма тĕркĕш вăхăт – 11–16, 19–23, 7–8 сех., çĕр – 23–7 сех. Чи хаклă тариф – тĕркĕш зонăра, йÿнĕреххи – çурма тĕркĕш зонăра, чи йÿнни – çĕрлехи зонăра.

Халăх патне çитекен çут çанталăк газĕн курттăм мар хакĕ шутне мĕн кĕрет;

Ăна çакăн пек шутласа палăртаççĕ: газăн курттăм хакĕ Ç ăна илсе çитерессипе çыхăннă тариф Ç тивĕçтернĕ-вырнаçтарнă чухнехи пулăшу.

Çут çанталăк газĕн хакĕ çине витĕм кÿрекенни – унăн курттăм хакĕ.

Капиталлă строительствăна хывнă укçа-тенкĕне мĕнле майпа тĕрĕслесе тăраççĕ;

Ресурс туяннă чухнехи тăкаксемпе пĕрлех тĕп тата кулленхи юсав ĕçĕсем, инженери инфратытăмне юсавлă тытса тăма хывнă укçа-тенкĕ те тариф шутне кĕреççĕ. Тарифсен 2011 çулхи йышăнăвĕпе инвестицисем 1 миллиард та 800 миллион тенкĕне çитнĕ, çав шутран тĕп юсав ĕçĕсем валли – 946 миллион тенкĕ, тарифри хушма тÿлевсен шучĕпе инвестици программисене пурнăçлама – 808 миллион тенкĕне яхăн.

Кăçал инвестици программисем 33 предприятире пурнăçланаççĕ (йĕркелесе пыракан организацисен пĕтĕм йышĕн 12,4 проценчĕ).

Инвестици ресурсĕсене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе Служба кварталсерен çак укçа-тенкĕпе усă курнин анализне (мониторинг) ирттерет. Унăн пĕтĕмлетĕвне Тарифсен федераци службинче пăхса тухаççĕ.

Вĕри шыв хакĕ мĕнрен килет;

Вĕри шыв тарифĕсен шутне 1 кубла метр сивĕ шыв хакĕ тата ăна ăшăтнă чухнехи тăкаксем кĕреççĕ. Ăна 1 кубла метр шыва нормативсемпе право акчĕсенче ыйтнă температура таран çитерме кирлĕ ăшă энергийĕн тарифĕн произведенийĕпе палăртаççĕ.

Муниципаллă районсенче тарифсен виçи мĕншĕн пĕр пек мар;

Коммуналлă пулăшусен тарифĕсен уйрăмлăхĕ халăха кÿнĕ пулăшу, оборудованисен энерги тăкаклас, вăл тата сеть кивелсе юрăхсăра тухнин виçисенчен килет.

Коммуналлă ресурссем валли шутлав приборĕсем вырнаçтарни мĕн парать;

Çуртра пĕрлехи тата хваттерсенче пурăнакансем хăйсем тĕллĕн уйрăм шутлав приборĕсене вырнаçтарни граждансен коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлекен укçи-тенкине сисĕнмеллех чакарать. Республикăри çуртсенчи пĕрлехи шутлав приборĕсене нумай хваттерлĕ çуртсенче вăтамран 70 процент таран вырнаçтарнă, çав шутран электроэнергие шута илес тĕлĕшпе – 97 процент, ăшă энергине – 53 процент, вĕри шыва – 63 процент, сивĕ шыва – 42 процент.

Çакă граждансен ăшăшăн тивекен тÿлевне 2010 çулта 10–12 процент таран чакарма май панă, датчиксемпе таймерсем вырнаçтарнине кура электроэнергишĕн тÿлеме 10 процент сахалрах укçа-тенкĕ тăкакланă.

Çурт-йĕре пăхса тăракан организацисем информацие халăха пĕлтерессине пирĕн республикăра камсем тĕрĕслесе тăраççĕ;

Асăннă организацисем информацие халăх патне çитерес стандарта мĕнле пăхăннине тĕрĕслес ирĕк кăçалхи июль уйăхĕнчен Службăн та пур. Вăхăтсене пăхăнманнине кура тата информацие уçса паман тĕслĕхсемпе çитменлĕхсене пĕтермелли пирки паянхи кун тĕлне 39 организацие асăрхаттарнă.

Коммуналлă пулăшусемпе усă куракан вĕсемпе тивĕçтерекен организацисене тарифа кĕртнĕ пулăшусен производствин тăкакĕсемпе паллаштармашкăн ыйтма пултарать-и;

Гражданинăн коммуналлă ресурс тарифĕсен шутне кĕртнĕ тăкаксем мĕнле майпа пуçтарăннипе е улшăннипе ресурспа тивĕçтерекен уйрăм организацире кăсăкланма ирĕк пур.

Раççей Правительстви çирĕплетнĕ информацие уçса парассин стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн коммуналлă комплекс тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен – Служба тариф çирĕплетнĕ предприятисен хăйсем сĕнекен пулăшупа, тарифсемпе, финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информаци патне чăрмав пулмалла мар.

Хаксене сăнаса тăракан органсен тĕрĕслевĕсем мĕнле тăтăшлăхпа пулаççĕ;

Планпа пăхнă тĕрĕслевсем республика прокуратурипе çулталăклăх килĕшсе татăлнă график тăрăх иртеççĕ, плана кĕменнисем – тарифсене виçерен ирттерсе хăпартни е пĕчĕклетни çинчен уйрăм çынсем е юридици сăпачĕсем пĕлтерсен. Чăваш Енĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ кăçалхи 9 уйăхра граждансен 2244 çырăвне пăхса тухнă, планпа пăхнă тата плана кĕртмен 428 тĕрĕслев йĕркеленĕ, çакăн пек 150 мероприятие прокуратура органĕсемпе пĕрле ирттернĕ.

2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ «Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу илнĕ чухне республика çыннисен саккунлă интересĕсене хÿтĕлемелли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пусрĕ. Çак документ халăха мĕн парать;

Çак документпа килĕшÿллĕн регионра отрасль порталне туса хума йышăннă. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи пур предприяти пирки те информацие çакăнта тупма май пулĕ. Ертсе пыракан компанисем коммуналлă пулăшусен хакĕсем, пурнăçланă ĕçсем çинчен халăха ун урлă пĕлтерсе тăрĕç. Мĕншĕн тата мĕнле тарифсемпе тÿленине вĕсен пĕлмеллех. Ертсе пыракан компанисен ĕçĕ-хĕлĕн мониторингне йĕркелессине те шута илнĕ Указра. Унпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшса пыракан фонд, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тÿлемелли укçана тарифсемпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ чухне тавлашуллă ыйтусем тухса тăрсан татса пама Правительство комиссийĕ туса хурĕç.

КОММУНАЛЛĂ ПУЛĂШУШĂН ÇИРĔПЛЕТНĔ ТАРИФСЕМ ПИРКИ ĂÇТА ПĔЛМЕ ПУЛАТЬ:

Тарифсен патшалăх службинче, çавăн пекех унăн Интернетри сайтĕнче: http://www.tarif.cap.ru. Патшалăхăн çурт-йĕр инспекцийĕн сайтĕнче: http://www.goszhil.cap.ru. http://www.jkh.cap.ru портал çинче.

Официаллă пичет кăларăмĕнче – «Вести Чувашии» хаçатра.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче.

Коммуналлă пулăшупа тивĕçтерме килĕшÿ тунă управляющи компанисенче, çав шутра вĕсен сайтĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика