09 ноября 2011 г.
«Виналайт» компани сĕнекен продукци пуриншĕн те усăллă
Паянхи пурнăç тăтăшах çĕнĕлĕхсен шыравĕнче пулма хистет. Пысăк хăвăртлăхлă аталану пахалăхлă тĕрлĕ технологисемпе паллашма, тĕнче шайне Интернет урлă тухма май парать. Çавна май вăйлă аталанакан çĕр-шывсенче туса кăларакан пысăк пахалăхлă продукци çинчен пĕлме тата усă курма, çавăн пекех сывлăхшăн усăллă чылай продукципе паллашма пултаратпăр. Аса илер-ха, Китайра кăларакан продукцие маларах хурлама пăхаттăмăрччĕ, халĕ вара кашниех вĕсен продукципе усă курать. Çапла вара вĕсем кăларнă тĕрлĕ йышши компьютер, техника, пĕтĕмĕшле ытти тавар тĕнче шайне тухрĕ.
Çавăн пекех вĕсем халĕ сывлăхшăн усăллă, çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă халăхсем хушшинчи «Виналайт» корпорацийĕн продукцине хатĕрлесе кăларчĕç. Эпĕ, çак компанин представителĕ, тĕрлĕ чире хирĕç кĕрешме пулăшакан тата хăш-пĕр чиртен сыхланма май паракан пысăк пахалăхлă продукципе комплекслă майпа усă курма пуçларăм. Ăна валли вара манăн сăлтавĕ пысăк пулчĕ. Хамăн тата çывăх ытти çынсен сывлăхĕсем тăтăшах хавшанăран кулленхи пурнăç тĕксĕм те кичем туйăнатчĕ. Чир-чĕртен епле майпа хăтăлмалла тата сыхланмалла текен шухăш мана пĕр самантлăха та канăç памарĕ. Эпĕ чылай хушă медицинăн тĕрлĕ специалисчĕсем патĕнче тĕрĕслевре пултăм, больницăра та чылай сиплентĕм, анчах та уссине ытлах сисмерĕм.
Çапла вара ман пекех тĕрлĕ чирпе нушаланакан, «Виналайт» компанийĕн тĕрлĕ продукцийĕпе усă куракан çынсем мана унăн ырă енĕсене каласа кăтартрĕç. Малтанах хам пĕлмен компани продукцийĕнчен шиклентĕм пулин те чир нушалантарни манăн хумханăва сирчĕ. Продукципе комплекслă майпа усă курнипе вара хама аван туятăп, пурнăçа халĕ савăкрах куратăп. Хамăн çывăх çынсем те «Виналайт» продукцине шанаççĕ, унпа куллен усă кураççĕ.
Халĕ эпĕ хисеплĕ хаçат вулакансене пысăк пахалăхлă, сывлăхшăн чăннипех те усăллă, экологи енчен таса продукци çинчен кĕскен кăна каласа парасшăн. Манăн тĕп тĕллев тĕрлĕ чирпе нушаланаканăн йывăрлăхне кăштах та пулин çăмăллатасси, çирĕп сывлăхлисене чир-чĕртен асăрхаттарасси пулса тăрать. Эпĕ улталаса ытларах продукци сутассишĕн пачах та çунмастăп. Эсир вара тĕплĕн кăна шутласа пăхăр.
2007 çулта тĕнче шайне тухнă «Виналайт» компани пире тĕрлĕ продукци сĕнме пуçларĕ. Анион (çын организмĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ) тытăмĕшлĕ респиратор маски, сывлăха сыхлама май паракан Лав Маан маркăллă гигиена тĕлĕшĕнчи хатĕр (ача-пăча подгузникĕ, пур ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем усă курмалли гигиена прокладки), шăл тасатмалли паста; радиацирен хÿтĕлекен карта, радиацирен хăтаракан стикер тата ытти хăш-пĕр продукци. Эпĕ пысăк пахалăхлă продукцисен ырă енĕсем пирки çынсене ăнлантарас тата ăна туянма кăмăл тăвакансем патне продукцие çитерес тĕлĕшпе Чăваш Республикинче, Чул хула облаçĕнче ĕçлетĕп, ĕç калăпăшне ытларах та сарма палăртатăп. Ку енĕпе нумаях тăрăшмастăп пулин те продукципе усă куракансен ырă сăмахĕсене илтме ĕлкĕртĕм.
«Виналайт» компанин пĕр тĕрлĕ продукцинче кăна 5800 единица чухлĕ анион, тинĕс хĕрринчи сывлăшра 5000 единица, лăсăллă вăрмансенче 4000 единица, эпир куллен сывлакан сывлăшра вара 500 единица кăна. Çын организмĕнчи веществосен ылмашăвĕнче анион пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл юнри щелоча тасатма, кальци, кали, натри шайне ÿстерме пулăшать. Çак шайлашу вара мышца тата нерв волокнисен ĕçне хăпартать. Анион çавăн пекех катион («отход» дыхания) шайне йĕркелет. Çавăн пекех организм вăхăтсăр ватăласси те унпа çыхăннă. Эпир халĕ пурте электричествăпа ĕçлекен тĕрлĕ йышши приборпа усă куратпăр. Унсăр пуçне пирĕн тавра мĕн чухлĕ предприяти сиенлĕ хутăш кăларать. Анион кирлĕ шайра пулни вара организмри пĕтĕм ĕç-хĕле йĕркелет.
Пĕтĕмĕшле илсен анион юнри гемоглобин шайне ÿстернипе пирĕн ăс-тăн ĕçĕ йĕркеленет, вăй хурса ĕçлеслĕхе хăпартать, нерв тытăмне çирĕплетет, организма тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç кĕрешме хатĕрлет. Акă мĕншĕн харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем тинĕс хĕрне, лăсăллă вăрмансенчи кану çурчĕсене кайма тăрăшаççĕ. «Виналайт» компани продукцинче вара анион шайĕ татах та ытларах терĕмĕр. Акă чи малтан мĕнпе илĕртет туянакансене анион тытăмĕшлĕ маска, сывлăха сыхлама май паракан гигиена тĕлĕшĕнчи тĕрлĕ хатĕр.
Акă, тĕслĕхрен, маска грипп вăхăтĕнче усă курма питĕ меллĕ тата усăллă. Сунас ернĕ вăхăтра ăна çыхсан кĕске самантрах чир-чĕр çăмăлланать. Çавăн пекех унпа медицина учрежденийĕсенче те питĕ анлă усă кураççĕ.
Хамăр тата ытти çĕр-шывра туса кăларнă, халиччен усă курнă продукцие «Виналайт» продукципе танлаштарсан пысăк уйрăмлăх куçа курăнать. Хĕрарăмсемпе арçынсем усă курмалли гигиена прокладкине çемçе пусмаран, рис крахмалĕнчен, анион лентинчен, пĕтĕмĕшле илсен экологиллĕ таса продукцирен хатĕрленĕ. Ыттисем туса кăлараканни вара полиэтиленран, сиенлĕ хутăшлă çилĕмрен, иккĕмĕш хут усă куракан материалтан (макулатура, кивĕ пусма) хатĕрленĕ. Çакă йăлтах чир-чĕр, вăл шутра рак чирĕ сарма май парать. Халĕ чылайăшĕ ача-пăчана тĕрлĕ подгузникпа ÿстерет. Унпа усă курни мĕн патне илсе пырасси вара кунта каламасăрах паллă ĕнтĕ.
Çавăн пекех ватă çынсен, çулне кура, хăйсен йывăрлăхĕ вĕсен кулленхи пурнăçĕнче хăш-пĕр тĕрлĕ чăрмав кÿрет. Çавна май «Виналайт» компани туса кăларакан гигиена прокладки тата ытти хăш-пĕр продукци вĕсемшĕн те питĕ меллĕ те усăллă.
Çапах та мĕнрен пуçланнă-ха «Виналайт» компанин ĕçĕ-хĕлĕ. Унăн пуçаруçи тĕнчере паллă çын, ăнсăртран унăн амăшĕ рак чирĕпе чирлет, вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ăна çăлса хăварма пултарайманшăн, ыттисене тĕрлĕ чиртен асăрхаттарассишĕн пысăк пахалăхлă продукци хатĕрлесси патне пуçаруçă вунă çул пырать. Çапла вара халĕ продукци пирĕн пата та çитрĕ.
Ача-пăчасăр çемьесем те çук мар пирĕн хушăра. Çак продукципе усă курнă хыççăн ашшĕ-амăш телейне курма пултарнă мăшăра та курма тиврĕ мана. Телейлĕ хĕрарăм хăй савăнăç куççульне пĕр пытармасăр каласа пачĕ.
Тĕрĕссипе компани кăларакан чылай продукци пирки çырма пулать. Тĕплĕнрех пĕлес текенсем пирĕн пата çак адреспа пыма пултараççĕ: Муркаш сали, Гагарин урамĕ, 2 çурт, 2 хут (мунча çурчĕ) е 89278501858, 89603100129 номерпе шăнкăравласа, çавăн пекех Интернет урлă (виналайт) пĕлме пултараççĕ. Хисеплĕ çыннăмăрсем, эпир сире хамăр патра хапăл туса кĕтетпĕр, сире ку тĕлĕшри тĕрлĕ сĕнĕве пама яланах хатĕр.
В. Портнова,
«Виналайт» компани представителĕ.