Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кăтартăвĕсем малашлăха çул уçаççĕ

09 ноября 2011 г.

Ĕç кăтартăвĕсем малашлăха çул уçаççĕ

Ĕçне пĕлекен хресчене кăçал çут çанталăкăн кашни саманчĕ тулăх тыр-пул туса илме, ăна тирпейлĕ те вăхăтра пуçтарса кĕртсе кĕлете упрама хума май пачĕ. Малта пыракан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмипе пахча çимĕçе, тымар çимĕçе тухăçлă туса илнĕ çĕр ĕçченĕ Тыр-пул уявне те чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕр çын пек пуçтарăнчĕ. Çумăрлă кĕркуннехи çак кун та уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетме валлиех хĕвеллĕ те ăшă пулчĕ. Çавна кура ирлесех Муркашра хаваслă юрă-кĕвĕ янăрани те уява пыраканăн кăмăлне çĕклерĕ, район администрацийĕпе «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнчи лапамра йĕркеленĕ куравра ыттисен ĕçĕ çине пăхса çĕнĕ шухăшсем çуратрĕ.

Уяв сюжечĕпе «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче йĕркеленĕ сцена çине район ертÿçисем, республикăран тата кÿршĕ районсенчен килнĕ хăнасем, ĕç паттăрĕсем хăпарчĕç. Пухăннисене Тыр-пул уявĕ уçăлни пирки пĕлтерсе район пуçлăхĕ Ю. Иванов саламларĕ, тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, умри чикĕсене палăртса Муркашсем вĕсене те çĕнессе шанни пирки пĕлтерчĕ.

Чыс та мухтав

– Маттур ĕçлерĕр пулсан сирĕн паян туллин савăнма та ирĕк пур. Савăнăр та хăвăр кÿршĕсен ĕçĕсемпе ăнăçăвне пăхса çĕнĕ тĕллевсем палăртăр. Эсир кирек епле çанталăк условийĕсенче те тухăç илме пултарнине кăçал аванах куртăмăр. Апла пулсан пирĕн сирĕнпе малашлăх пур, – терĕ уява уçса Юрий Александрович.

Уй-хир ĕçĕнчи ăнăçăва тĕслĕхсемпе çирĕплетсе уява пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин доклад туса пачĕ.

– Агропромышленность комплексĕнче хастар та маттур, çĕр ĕçне чунтан парăннă пиншер çын вăй хуни района тивĕçлĕ шайра аталанса пыма пулăшать.

Тыр-пул уявне районти ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Уй-хир ĕçĕнче наука çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă куракан, ял хуçалăх техникине тăтăш çĕнетсе агротехника ыйтăвĕсене пăхăнса ĕçлекен, çĕр пахалăхне çулсерен хăпартса пыракан, пысăк репродукциллĕ çĕнĕ сортсемпе усă куракан хуçалăхсем çанталăкăн кирек епле условийĕсенче те пысăк тухăç илме пултарнине куртăмăр.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал ампар виçипе 36 пин тонна пухса кĕртрĕç. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 25 центнер пулчĕ. Пĕрешкел условисенчех ăна Ильич яч. хис. кооперативра – 32,8 центнера, «Ударникра» - 31,7 центнера, Суворов яч. хис. хуçалăхра 29,1 центнера çитерме пултарчĕç.

Паянхи уява выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Хĕл тапхăрне обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли районĕпе 8505 тонна утă, 18283 тонна силос, 14000 тонна сенаж янтăланă. Хĕл тапхăрĕнче те тăрăшса ĕçлесен выльăх-чĕрлĕхрен çителĕклĕ продукци илесси куç кĕрет.

Уй-хир ĕçченĕсен ăнăçулăхĕпе выльăх пăхакансен тухăçлăхĕ юнашарах пыраççĕ. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне тăхăр уйăхра 47 центнер аш-какай, 237 центнер сĕт туса илтĕмĕр, кашни ĕнерен вăтамран 3302 килограмм сĕт сурăмăр, – терĕ Владимир Аркадьевич.

Район çыннисене Тыр-пул уявĕпе Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В. Димитриев саламларĕ. Владимир Павлович хастар ĕçченсене ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Уявра çак чыса Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп агрономĕ Г. Албутова, «Оринино» хуçалăхăн Патаккассинчи сĕт фермин ертÿçи Р. Блинова, Суворов яч. хис. хуçалăх механизаторĕ В. Яковлев, «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри сысна фермин ертÿçи В. Никитин тивĕçрĕç.

Вырмара палăрнă комбайнерсем, ĕçре ырă тĕслĕх пулса тăнă водительсем, уй-хир ĕçĕнчен пăрăнман механизаторсем, мал туртăмлă бригадирсемпе уй-хир ĕçченĕсем те нумаййăн район администрацийĕн дипломĕсене, «Вырма-2011» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе свидетельствăсене илме пултарчĕç.

Уява килнисем вырма паттăрĕсене алă çупсах чысларĕç. Кунта Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх комбайнерне Радонеж Кузнецова тата Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерне Болеслав Никитина ырăпа палăртмалла. Вĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Торжествăлла пай хыççăн сцена çинчен художество пултарулăх коллективĕсем уява килнисене хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Комисси «Расна», «Шуракăш», «Акуча» ансамбльсемпе «Илем» ушкăн маттуртарах пулнине палăртрĕ.

Продукци куравĕ

Тыр-пул уявне пынисен çак кун пĕр вырăнта ларса-тăма майĕ те пулмарĕ. Сăлтавĕ – ял хуçалăх продукчĕсен курав-ярмăркки. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсенче, шкулсенче, килти хушма хуçалăхсенче кăçал туса илнĕ продукцисенчен йĕркеленĕ. Кашни ял тăрăхĕн хăйĕн вырăнĕ. Акă Москакасси ял тăрăхĕн палаткинче пахча çимĕçрен ăсталанă «Кĕрхи королева», «Солнышко» ача-садĕнче хатĕрленĕ «Саппаслă чĕрĕп» патĕнчен куçа пăрса иртме çук.

– Çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр техĕмне çитекенĕ çук вара, – терĕ тĕрлĕ çăкăр пуянлăхĕпе савăнăçне пытармасăр Лантăшри çăкăр завочĕн технологĕ Л. Звонкова. Хирĕçлеме сăмах çук.

Ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан ретре вара халăх хĕвĕшет кăна. Ăнланмалла, çак уяври йÿнĕрех хакпа хĕл валли продукци туянса юлни никамшăн та ытлашши мар.

«Кĕр парнисем-2011» выставка-ярмăрккăра Ильинка, Йÿçкасси, Оринин ял тăрăхĕсем ăстарах пулни уява пынă кашни çыншăн паллă пулчĕ.

Муркаш «Кулибинĕсем»

Кăçалхи Тыр-пул уявĕ ял çыннисем хăйсен аллипе ăсталанă техникăран уçнă выставкăпа нумайлăха аса юлĕ. Кунта Юнкă тăрăхĕнчен килнĕ Н. Ермаков, В. Пигачев, А. Яндимиров, Тойкилтĕри В. Саватеев, Кораккассинчи А. Николаев, Шаптак Муркашри Ю. Афанасьев, В. Клопов çынсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç, нумай ыйту çине хурав пачĕç.

Çак маçтăрсен ăсталăхĕпе хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр-ха.

Слет

Çак уявран шкул ачисем те пăрăнса юлмарĕç. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче шкул ачисен ĕç пĕрлешĕвĕсен слечĕ иртрĕ. Вĕрентÿ пайĕн методпÿлĕмĕнче вара ачасен пултарулăх ĕçĕсенчен хатĕрленĕ курав ĕçлерĕ. Кунта та кĕр илемĕ кашни утăмрах. Ачасем те аслисенчен кая мар тутлă çимĕç ăсталама пĕлеççĕ иккен.

Уявра тĕрлĕ номинацисемпе конкурссем иртрĕç пулсан та вĕсен тĕллевĕ те пĕтĕмлетĕвĕ те пĕрре: «Ĕç çынна тăрантарать. Тухăç пысăк пулсан çĕр-шыв та тĕрекрех, пуянрах пулать».

Спорт ăмăртăвĕсем

Ĕçлекен çын савăнакан Тыр-пул уявĕ спорт тĕсĕсемпе те пуян пулчĕ. Район центрĕнче çак кун ĕçсем вĕçленнĕ май канăва килнĕ кашни ĕçчен хăйне килĕшекен спорт тĕсĕпе кăсăкланма пултарчĕ.

Спорта юратакансем уявра район центрĕнчи Спорт çурчĕ патне йышлă пуçтарăнчĕç. Кунта мини-футболла выляссипе тата кире пуканĕ çĕклессипе район чемпионачĕ иртрĕ. Мини-футболла выляссипе курма пынисене «Юнга», Муркаш районĕпе ĕçлекен шалти ĕçсен пайĕн, Çатракассинчи вăтам шкул командисем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.

Кире пуканĕ çĕклессипе Муркашсемпе Юнкăсем тата Москакассисем маттуртарах пулнине никам та хирĕçлеймĕ.

«Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнчи спорт залĕнче те çак кун халăх йышлă пулчĕ. Кунта ĕç коллективĕсем хушшинче Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Кубокĕшĕн спартакиада вăййисем иртрĕç.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика