Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çынсемпе çывăхрах пулма тăрăшатпăр»

09 ноября 2011 г.

«Çынсемпе çывăхрах пулма тăрăшатпăр»

Кăçалччен Милици кунĕ пулнă уявăн ячĕ пăрахăçланни çĕр-шыври Шалти ĕçсен министерствинче пулса иртекен реформăпа çыхăннă. Çак реформăпах акă республикăри районсенче пулнă шалти ĕçсен пайĕсенчен хăшĕсене пĕрлештерчĕç те. Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕ вара Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ пулса тăчĕ.

Ятсем улшăннипе сотрудниксен тĕп тĕллевĕсемпе куллен татса памалли ыйтусем улшăнман. Хăйсен професси уявне вĕсем мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ; Кун пирки Муркаш районĕнчи пай пуçлăхне Евгений Иванович ПЛЕЧОВ полици подполковникне каласа пама ыйтрăмăр:

– Пирĕн кулленхи ĕçре профилактика енне вăйлатасси пысăк вырăн йышăнать. Район территорине экономикăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, организациленĕ преступленисене хирĕç кĕрешесси те вăй хурса ĕçлеме хистет. Юлашки çулсенче терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешмелли мелсемпе формăсене çĕнетсе, вăйлатса пырассипе те тăрăшатпăр.

Çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси тата шалти ĕçсен пайĕн ĕç-хĕлне тĕрĕс те уççăн кăтартса парасси – çак задачăсем те пирĕн умра тăраççĕ. Вĕсене пурнăçлассипе тимлетпĕр, çынсемпе çывăхрах пулма тăрăшатпăр эпир.

Кунсăр пуçне коррупцие хирĕç кĕрешмелли мероприятисене ирттересси, урамсенчи тата обществăлла ытти вырăнсенчи лару-тăрăва пĕр пек çирĕп тытса тăрасси, кашни преступлениех шута илесси, следстви вăхăтĕнче граждансен прависене пăсмалла марри, рассăллă е тĕн çинче никĕсленнĕ преступленисене тăвассине асăрхаттарасси те пирĕн кун йĕркинчен тухмасть.

Реформăпа килĕшÿллĕн пирĕн пай штачĕ чакрĕ, паянхи куна 87 сотрудник вăй хурать. Апла пулин те преступленисене уçса парас шая пĕлтĕрхинчен чакармарăмăр. Иртнĕ вунă уйăхра пурĕ 329 преступлени тунине палăртрăмăр. Ытларахăшне пĕрре преступлени тунă çынсем тата ÿсĕр çынсем туни паллă. Шел пулин те, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсен хисепĕ ÿсрĕ – пиллĕке çитрĕ, обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхе пăснă тĕслĕх те вунă уйăхра çирĕм тăххăрпа танлашрĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хăйсен тăрăшулăхне ÿстернипе пĕрлех профилактика ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Профилактика ĕçне вăйлатасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, унти активпа тачă çыхăнса ĕçленинчен те нумай килет. Çапла вара уявпа хамăрăн пайра ĕçлекенсене, ветерансене саламланипе пĕрлех пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлекенсене, пире пулăшса пыракансене пурне те тав сăмахĕ калатăп. Йĕркелĕх пултăр тесе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесен ÿсĕмсем пулмаллах.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика