Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансене социаллă пулăшу пама

09 ноября 2011 г.

Граждансене социаллă пулăшу пама

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче граждансен хăш-пĕр категорийĕсем валли пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн уйăхсерен укçан тÿлеме республикăна федераллă бюджетран хушма укçа-тенкĕ килсе çитнĕ. Пĕтĕмĕшле сумма – 105,2 миллион тенкĕ.

2011 çулта малтан ку тĕллевпе республикăна федераллă бюджетран 529,2 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă пулнă. Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Финанс министерствипе калаçса татăлнă май Чăваш Республики валли хушма укçа татах 166,5 миллион тенкĕ уйăрма май килнĕ. Кунсăр пуçне çак кунсенче асăннă суммăсемсĕр пуçне граждансен хăш-пĕр категорийĕсем валли пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă усугăсемшĕн тÿлеме татах 105,2 миллион тенкĕ килсе çитнĕ. Ку тĕллевпе çапла вара кăçал пĕтĕмпе 800,9 миллион тенкĕ уйăрнă ĕнтĕ.

Асăннă укçа-тенкĕ республикăри 114 пин ытла çынна, вăл шутра Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, тĕрлĕ çапăçусене хутшăннисене, «Жителю блокадного Ленинграда» паллăпа наградăланисене, инвалидсене, инвалид ача пур çемьесене, Чернобыльти атом электростанцийĕнчи катастрофăна пула радиаципе сиенленнĕ çынсене тата ыттисене хăй вăхăтĕнче тата туллин адреслă пулăшу пама май туса парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика