Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ – Шупашкар районĕнче

09 ноября 2011 г.

Республика кунĕ – Шупашкар районĕнче

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче 97-мĕш номерлĕ Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тухăçлă витĕм кÿме, вĕсен инвестици сăн-сăпатне пуянлатма «Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн Республика кунне 2012 çулта Шупашкар хулинче тата муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен уяв мероприятийĕсене ирттерме ирĕк илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсĕнче çĕнтернĕ Шупашкар районĕнче уявлама палăртнă.

Республика пуçлăхĕ Министрсен Кабинетне уяв мероприятийĕсен планне хатĕрлеме, Шупашкар район администрацине конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн ялсен обществăлла инфратытăмне аталантармашкăн укçа-тенкĕ уйăрма майсем тупма, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çирĕпленнĕ йĕркепе çитес çул Республика кунне халалласа «Акатуй» уявĕсене, культура тата спорт мероприятийĕсене йĕркелеме сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика