02 ноября 2011 г.
Малти вырăнсем – Атапайсен
Атапайри тĕп шкулта вĕренекен Снежанна Музыкова, Диана Кулькова тата Лия Блинова. Октябрĕн 20-мĕшĕнче вĕсем велоспорт енĕпе Раççей кубокĕн 9-мĕш тапхăрĕнче ăмăртрĕç. Пирĕн маттур вĕренекенсем кĕçĕннисен ÿсĕмĕнче лайăхпа палăрма пултарчĕç.
Мускав, Ижевск тата ытти нумай хула спортсменĕсене вĕсем хăйсенчен ирттермен: И. Воробьев тренер патĕнче ăсталăха туптакан, Снежанна – 1-мĕш, Диана – 2-мĕш, Лия 3-мĕш вырăна тухнă. Иван Васильевич Воробьевăн тепĕр воспитанникĕ – Анастасия Смелова – вăтам ушкăнри велосипедистсен чупăвĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
А. Иванова.