Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсемччен инçе мар

02 ноября 2011 г.

Уявсемччен инçе мар

Раççейре пурăнакансем ноябрь уйăхĕн малтанхи канмалли кунĕсенче икĕ кун мар, харăсах виçĕ кун канĕç. Ку вăл ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявланипе çыхăннă.

Уяв эрне куна килет. Хыççăн – кану кунĕсем. Çапла вара виçĕ кун канăпăр.

Хыççăнхи вăрăм кану кунĕсем – çитес çул пуçламăшĕнче. Ун чухне декабрĕн 31-мĕшĕнчен тытăнса январĕн 9-мĕшĕччен канăпăр. Январĕн 10-мĕшĕнче, ытлари кун, ĕçе тухмалла пулĕ.

Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн январĕн 1, 2, 3, 4 тата 5-мĕшĕсем уяв – Çĕнĕ çулхи каникул кунĕсем. Январĕн 7-мĕшĕ – Христос çуралнă кун.

Январĕн 1-мĕшĕ вырсарни куна, январĕн 7-мĕшĕ вара шăмат куна тивнĕ май эрне кун, январĕн 6-мĕшĕнче тата тунти кун, январĕн 9-мĕшĕнче, канмалла пулать.

2012 çулхи февраль уйăхĕнче хушма кану кунĕ февралĕн 23-мĕшĕнче кăна пулать. Кану кунĕсене куçарма тивмест, мĕншĕн тесен вăл кĕçнерни куна тивет.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне вара урăхларах уявлăпăр. Мартăн 8-мĕшĕ те кĕçнерни куна тивет. Анчах та правительство постановленийĕпе мартăн 11-мĕшĕнчи вырсарни куна мартăн 9-мĕшĕнчи эрне куна куçарнă. Çапла вара граждансем виçĕ кун пĕр харăс канĕç те хыççăн кайран ултă кун ĕçлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика