Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текен майсем шырать

02 ноября 2011 г.

Ĕçлес текен майсем шырать

Район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн утăмĕсем РФ тата ЧР Президенчĕсем, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Ен Правительствисем çĕр ĕçченне вăхăтлă пулăшнипе, район администрацийĕ депутатсен корпусĕпе тата предприяти-организацисен ертÿçисемпе, обществăлла йĕркелÿсемпе килĕшÿллĕ ĕçленипе çеç курăмлă. Нумай ыйтăва паян ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен вăйĕпе татса параççĕ. Çавăнпа та Тыр-пул уявĕ умĕн хăш-пĕр ертÿçĕсене кĕске калаçăва чĕнтĕмĕр.

В. АНАНЬЕВ («Свобода» хуçалăх): Ĕçе юратса килес те киле кăмăллă каяс. Çак тĕллевпе ĕçе тухаççĕ пирĕн ĕçченсем. Уй-хирте те, обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенче те тирпейлĕхе малти вырăна хуратпăр. Ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» хуçалăх-заводри çĕр ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕпе тăрăшулăхĕ çине кăна шанса ĕçлесси – ăруран ăрăва пыракан ырă йăла. Вуншар çул пырать вăл, çĕр-шыври политикăпа экономикăн нихăш хумĕ айне те пулман.

В. СЕМЕНОВ (Е. Андреев яч. хис): Ял хуçалăх предприятийĕсем тăтăш çĕнĕ техника туянма вăй-хал çитерейменнине шута илсе кăçал эпир хамăр кооперативра техникăна хĕллехи управа тĕплĕн лартасси çине тимлĕрех пăхрăмăр. Пирĕн ĕçе районти комисси те лайăх хак пани эпир тĕрĕс çул суйланине çирĕплетет.

В. КОНДРАТЬЕВ («ВаСем» ООО): Çĕнĕ техникăсăр майĕ çук. Çакна ăнланса кăçал кăна эпир МТЗ-1221 икĕ трактор, МТЗ-82, çĕр улми кăлармалли икĕ комбайн, пахча çимĕçе тумламăн шăвармалли оборудовани, тырă вырмалли «Полесье» комбайн туянтăмăр. Çĕнĕ техника илме 20 миллион тенкĕне яхăн тăкакларăмăр. Паян вĕсене тирпейлĕ управа лартрăмăр.

А. БЕЛОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика