02 ноября 2011 г.
Кăтартусем ыранхи кунпа пурăнтараççĕ
Ĕçне пĕлекен хресчен кăçалхи çанталăк условийĕсенче пит хĕретмелле мар тухăç туса илчĕ, унăн ытларах пайне вăхăтра пуçтарса кĕртсе кĕлетсене упрама хучĕ. Малта пыракан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмипе пахча çимĕçе, тымар çимĕçе тухăçлă туса илнĕ хресчен Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ирттерекен Тыр-пул уявне те хатĕр. Вăл Муркашра чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртмелле. Уява хатĕрленнĕ самантра район хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ А. Белов район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, ял хуçалăх пайĕн ертÿçипе В.А. КАЛИНИНПА тĕл пулса калаçнă.
– Владимир Аркадьевич, районти агропромышленность комплексĕнче хастар та маттур, çĕр ĕçне чунтан парăннă пиншер çын вăй хуни Муркаш ене тивĕçлĕ шайра аталанса пыма пулăшать. Çавăнпа та уяв умĕн çĕр ĕçченĕн кăçалхи утăмĕсем пирки эсир мĕн шутланине пĕлес килет.
– Калаçăва чĕннĕшĕн тавах. Пĕтĕмĕшле илсен районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç. Паян-ыран «Свобода», «Ударник», «ВаСем» хуçалăхсенче юлашки гектарсем çинче çĕр улми кăларасси тата купăста касасси вĕçленмелле. Чăнлăхран иртме çук, кунта юлашки икĕ уйăхра тăтăш тăнă çумăрсем уй-хир ĕçĕсене тăсса ячĕç. Апла пулин те районти çĕр ĕçченĕ куç шăрçине сыхланă пек упраса ÿстернĕ тырă-пулăна, çĕр улмине, пахча çимĕçе хирте хăвармарех. Тухăçĕ те пит хĕретмелле мар. Вĕсене тишкерни паян пире умри чикĕсене те палăртма пулăшать, Муркашсем вĕсене те çĕнессине шантарать.
Çитес эрне кун Муркашсем ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен професси уявĕ ячĕпе район центрĕнче Тыр-пул уявне пухăнаççĕ. Пирĕн районшăн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнăран пурне те хастар ĕçĕрсемшĕн уяв ячĕпе саламлатăп, малашне те тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунатăп.
Агропромышленность комплексĕнче хастар та маттур, çĕр ĕçне чунтан парăннă пиншер çын вăй хуни района тивĕçлĕ шайра аталанса пыма пулăшать.
Хăйсен професси уявне ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Уй-хир ĕçĕсенче эпир наука çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă куракан, ял хуçалăх техникине тăтăш çĕнетсе агротехника ыйтăвĕсене пăхăнса ĕçлекен, çĕр пахалăхне çулсерен хăпартса пыракан, пысăк репродукциллĕ çĕнĕ сортсемпе усă куракан хуçалăхсем çанталăкăн кирек епле условийĕсенче те пысăк тухăç илме пултарнине куртăмăр. Ку вăл çапла пулмалла та.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал 15371 гектар çинче тырă-пулă пăхса ÿстерчĕç. Кĕр çитсен 896 гектарне пĕр çул ÿсекен курăксем çине куçарса пуçтарса кĕртрĕç. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал бункер виçипе 36 пин тонна пухса кĕртрĕмĕр. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 25 центнер пулчĕ. Пĕрешкел условисенчех ăнăçлăрах ĕçлекенсем те пур. Акă Ильич яч. хис. хуçалăхра – 32,8 центнер, «Ударникра» - 31,7, Суворов яч. хис. хуçалăхра – 29,1 центнер.
«Иккĕмĕш çăкăр» Муркаш еншĕн яланах тухăçлă культура пулнă. Çакна шута илсе районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çĕр улмине 1289 гектар çинче пăхса ÿстерчĕç. Унăн вăтам тухăçĕ хальлĕхе 121 центнерпа танлашать. Çакă, паллах, сахалтарах. Ун çине çумăрлă кĕр кунĕсем витĕм кÿнине пытармалли çук.
– Кăçалхи уй-хир ĕçсем историе юлчĕç темелле ĕнтĕ. Районти çĕр ĕçченĕсем малашлăха епле пăхаççĕ; Уяв умĕн çакăн пирки калани те вырăнлă пулмалла.
– Хирĕçлеместĕп. Кирек епле ĕçре вăй хуракан та ыранхи кун пирки шутлать. Малашлăх планĕсем пулмасан паянхи ĕçĕн те пĕлтерĕшĕ çук. Çакна районти çĕр ĕçченĕ самантлăха та манăçа кăлармасть. Вăл хăйĕн кăçалхи ĕçĕсемпе çитес çулхи ÿсĕмĕсене тачă çыхăнтарса пырать. Сирĕн ыйтăвăр çине хуравласа çакна калатăп: çĕр ĕçченĕн тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхĕсем кĕрхи вырма ĕçĕсене пурнăçланă хушăрах çитес çул валли 4115 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварчĕç. Кунта мĕн палăртнине 100 процент е ытларах та пурнăçлакансене палăртас килет. Вĕсем: Суворов яч. хис. хуçалăх (460 гектар), А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ (350 гектар), А. Пихтеровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ (222 гектар), «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество (200 гектар).
Уй-хирти кĕрхи ĕçсен тепĕр пайĕ вăл – çĕртме сухаласси. Çумăрлă кĕр кунĕсене пăхмасăрах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем паянхи куна 4200 гектар çинче кĕрхи çĕртме турĕç. Çак лаптăксем çитес çулхи пысăк тухăç çăл куçĕсем пуласси пирки паян манăн иккĕленÿ çук.
Тыр-пул уявĕ умĕн хуçалăхсем çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе епле ĕçленине те каласа хăварас килет. Кăçал районта 506 гектар çинче йÿçеклĕхе пĕтерме извеç çăнăхĕ сапрăмăр, 828 гектар çине кали тăварĕ хыврăмăр. Çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе 9 хуçалăх ĕçлерĕ. Вĕсен тăкакĕсене 80 процент республика бюджечĕ саплаштарчĕ. Эффективлăхĕ куç умĕнчех. Суворов яч. хис., «Ударник» хуçалăхсенче çулленех 200-шер гектар ытла çĕр пулăхлăхне ÿстереççĕ. Кайран вара минераллă удобренипе ĕçлемесĕрех гектар пуçне 29-31 центнер тухăç илеççĕ. Çакă чылай çĕр ĕçченĕшĕн тĕслĕх пулмалла.
– Уй-хир ĕçĕпе тачă çыхăннă отрасль вăл – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Уй-хирте ÿсĕмсем пурри обществăлла выльăх патĕнче те курăнатех ĕнтĕ. Çапла мар-и?
– Паянхи уява ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Муркаш тăрăхĕ выльăх ĕрчетессипе республикăра ыттисемшĕн яланах хăйне евĕр ориентир пулнă. Çакна упраса хăварса малашне те хамăр ята çÿлте тытасси – пирĕн пĕрлехи тĕллев. Кăçалхи тăхăр уйăхра районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем аш-какай пĕтĕмпе 3441,8 тонна туса илнĕ (иртнĕ çулхин 99,6 проценчĕ). Çав шутра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен кăтартăвĕ – 1263,8 тонна (112,1 процент). Çак тапхăрта çăмарта туса илесси 57,663 миллион штука çитнĕ (121,7 процент). Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче район 32298,8 тонна сĕт сунă. Ку вăл иртнĕ çулхи шайрах. Тăхăр уйăх хушшинче «Передовик» хуçалăх сăвăма 134 процент ÿстернĕ. Мал утăмлисен шутĕнче Чкалов яч. хис. (108 процент), Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Свобода» (101 процент) хуçалăхсем. Ĕнесен продуктивлăхне ÿстерес тĕллевпе районта Чул хула облаçĕнчен килнĕ «Империал-НН» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн мобиллĕ цехĕ ĕçлеме пуçланине палăртмалла. Унăн пулăшăвĕпе «Свобода» тата «Герой» хуçалăхсем усă курма пуçларĕç те ĕнтĕ. Асăннă общество тĕрлĕ ÿсĕмри выльăхсем валли комбикорм хатĕрлесе парать.
– Уй-хир ĕçченĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем хушшинчи çыхăну хĕл каçма мĕн чухлĕ выльăх апачĕ янтăланинчен аван курăнать. Хĕл кунĕсем кăçал выçă килмĕç-и?
– Ял хуçалăхĕнче ĕçлекене тăтăш шухăшлаттаракан ыйтăва хускататăр эсир. Иртнĕ çу кунĕсемпе кĕрхи вырма ĕçĕсене пăхсан пирĕн кунта пăшăрханмаллиех çук. Хĕл тапхăрне обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли ял хуçалăх предприятийĕсем районĕпе 8505 тонна утă хатĕрленĕ. Янтăланă утăн 54 проценчĕ 1 класлă, 38 проценчĕ 2 класлă, 8 проценчĕ 3 класлă. Иртнĕ çу кунĕсенче районĕпе 14000 тонна сенаж (пĕтĕмпех 1-мĕш класа тивĕçет), 18283 тонна силос янтăланă. Пахалăх тĕрĕслевĕ силосăн 91 проценчĕ пĕрремĕш клас-лă, 9 проценчĕ иккĕмĕш класлă пулнине çирĕплетрĕç. Хĕл тапхăрĕнче пурте тăрăшса ĕçлесен выльăх-чĕрлĕхрен çите-лĕклĕ продукци илесси куç кĕрет. Тăрăшуллă ĕçлесен аталанăвăн малашлăх çулĕсем те тухăçлă пуласса шанатăп.
Вырмара палăрнă комбайнерсем, ĕçре ырă тĕслĕх пулса тăнă водительсем, уй-хир ĕçĕнчен пăрăнман механизаторсем, мал туртăмлă бригадирсемпе уй-хир ĕçченĕсем, обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем паян кашниех ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсене Тыр-пул уявĕнче тăрăшуллă ĕçшĕн тĕрлĕ парнесемпе пĕрлех район, республика, Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисемпе наградăлани район та, республика та, Раççей те хăйĕн ĕçченĕсем пирки манманнине кăтартĕ.
Çитес эрне кун пурне те район центрне Тыр-пул уявне чĕнетĕп.