02 ноября 2011 г.
Тĕрĕсленме ан ÿркенĕр
Юлашки çулсенче хăрушă шыçă (злокачественная опухоль) чирĕсем уйрăмах анлă сарăлни палăрать. Вăл шутра – апата ирĕлтерекен тытăмăн (желудочно-кишечный тракт) ракĕ те. Ăна аталанма пуçланă хыççăнах сиплеме майсем пур, кая юлсан вара чире пĕтермелли мелсем çук. Çавăнпа та шыçă чирĕсене малтанхи тапхăрта, вĕсем ытти органсем çине куçса кайиччен, асăрхани питĕ пĕлте-рĕшлĕ. Шыçă аталанма пуçланине эндоскопи тĕрĕслевĕпе пĕлме пулать. Пĕлме кăна мар, ăна пĕтерме те. Е тата эндоскоп аппарачĕпе рак чирне куçма пултаракан ытти чирсене тупса палăртса вĕсене вăхăтра сиплеме пулать. Çакăн пек чирсен шутне, сăмахран, хырăмлăхри язвăсем, полипсем тата ыттисем те кĕреççĕ.
Апата ирĕлтерекен тытăмăн рак чирне асăрхаттарас тĕллевпе 2010 çулта Муркашри тĕп больница хальхи вăхăта тивĕçтерекен эндоскопи аппарачĕсем туянчĕ. Çав çулах больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов республикăри онкодиспансерăн эндоскопи уйрăмĕн ертÿçине Д.Н. Трофимов доцента, медицина наукисен кандидатне (сăн ÿкерчĕкре сулахайра эндоскопи пÿлĕмĕн ĕçченĕсемпе) Муркаша ĕçлеме чĕнчĕ. Вăл халĕ шăмат кунсерен Муркашри тĕп больницăра ракпа чирлеме пултаракансен ушкăнне кĕрекен пациентсене тĕрĕслет, тÿлевсĕр консультацисем ирттерет, методика пулăшăвĕпе те тивĕçтерет. Ракпа чирлеме пултаракансен ушкăнне кĕнине ятарлă ыйтăм мелĕпе пĕлеççĕ. Ку ĕçе участок фельдшерĕсемпе врачĕсем те ирттереççĕ. Çавăн пекех больницăра çĕнĕ мелпе те ĕçлетпĕр: рак чирĕн паллисем пуррипе çуккине юн илсе тĕрĕслессипе. Тĕрĕслев пĕтĕм-летĕвĕ рак чирне майлă пулсан пациентăн эндоскопи тĕрĕслевне ирттермелле.
Çапла ĕçленин лайăх енĕ палăрăмлă та. Апата ирĕлтерекен тытăмра хăрушă шыçă чирĕсем аталанма пуçланине чылай пациентăнне тупса палăртма май пулчĕ. Рак чирне пуçарма пултаракан чирсене те эндоскопи тĕрĕслевĕпех палăртрăмăр. Нумайăшĕ тĕрлĕ шыçăсене çийĕнчех онкодиспансерта сипленĕ (вĕсене пĕтернĕ). Халĕ çак пациентсем лăпкă пурăнма пултараççĕ, паллах, вăхăтран вăхăта эндоскопист патĕнче тата участокри терапевт патĕнче тĕрĕсленсе тăрсан. Икĕ пациентăн 2-мĕш тата 3-мĕш тапхăр аталанăвне кĕнĕ хăрушă шыçăсене хирурги мелĕпе пĕтернĕ. Вĕсем онкодиспансерта учетра тăраççĕ. Хальхи вăхăтра çак пациентсен хăрушă шыçă малалла аталанмасть. Шел пулин те, пĕр çынна çăлса хăварма май пулмарĕ. Эндоскоп аппарачĕпе ирттернĕ тĕрĕслев унăн рак чирĕ чылай малтан пуçланса организм тăрăх сарăлнине палăртрĕ. Çавăнпа та чирлĕ çынна сыватма нимĕнле май килмерĕ. Рака куçма пултаракан чирсем пур çынсене терапи сиплевĕ ирттерме хушнă.
Муркаш больницинчи эндоскопи служби хăрушă шыçăсене асăрхаттарассипе районта пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Анчах та çынсен хăйсен те врач патне кайма нихăçан та тăхтаса тăмалла мар.
С. Овчинников, Муркашри тĕп больницăри эндоскопист врач.