Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Орининти вăтам шкул: 1941–1991 çулсем

02 ноября 2011 г.

Орининти вăтам шкул: 1941–1991 çулсем

1941–1945 çулсенче Орининта вăтам шкул пулнă. Ун чухне шкулта сакăр учитель ĕçленĕ. Пилĕк çул хушшинче шкултан 41 çамрăк кăна вĕренсе тухнă. Вăрçă хыççăн шкул каллех çичĕ çул вĕренмелли пулса тăнă. 1956–1957 вĕренÿ çулĕнче вĕренсе тухакансенчен пуçласа вара çамрăксем вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илме пултарнă.

Çирĕм çул ларнă икĕ хутлă шкул çуртĕнчен 1955 çулта пĕр хутлă икĕ çурт туса лартнă. Тепĕр пилĕк çултан шкул лаптăкĕнче 5 класс вырнаçмалăх кирпĕч çурт хăпартнă. Садпа пахчаран шкул çулсерен 4–5 пин тенкĕ тупăш илме пултарнă. Çапла майпа пурлăх базине те пуянлатнă.

1961 çулта Оринин шкулĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне палăртнă. Шкулта учительсен коллективĕ те пысăкланнă, ачасен йышĕ те хушăнсах пынă. Ахманерен, Хачăкран, Ярапайкассинчен, Эхветрен, Итакачкассинчен тата ытти ялсенчен те Орининти шкула вĕренме çÿренĕ. Каярахпа шкул ачисен йышĕ чакнă: Москакассинче тата Калайкассинче шкулсем уçăлнă.

Патриотла воспитани парасси шкул пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă: часах Совет Çарĕн Мухтав пÿлĕмне йĕркеленĕ. Шкулти тата ялти комсомолецсем, Николаева-Терешкова ячĕллĕ дружина пионерĕсем çулсерен ял варринчи палăка пăхса тирпейлесе тăнă.

Оринин шкулĕн музей пур. Историпе этнографи музейĕ хаклă экспонатсемпе пуян. Ку музея уçма Е.Г. Павленко пуçарнипе истори кружокне çÿрекенсем нумай вăй хунă. Вĕсем хăйсен аслă юлташĕпе этнографи тата истори япалисене те чавса тупнă: мамонт шăлĕсем, неолит тапхăрĕнчи пуртă, авалхи укçасем... Хальхи вăхăтра та музей экспонатсемпе пуян, унта питĕ интереслĕ.

Ветеран учительсем çинчен кĕскен те пулин асăнмасăр иртме çук. Вĕсем – шкул историне калăплакансем. Г.Т. Трофимов шкулта 30 çул ытла ĕçленĕ, шкул садне лартса ÿстернĕ. М.В. Троицкий Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн 25 çул ытла шкул директорĕнче вăй хунă. Т.А. Андреевăпа П.И. Морозова шкула вăрçăчченех ĕçлеме килнĕ. Икĕ çамрăк хĕр пуçламăш классене вĕрентнĕ. Вĕренекенĕсем вĕсене çав тери ăшшăн аса илеççĕ. Пуçламăш классене вĕрентнĕ П.И. Троицкая, вырăс чĕлхи учителĕ Н.С. Моисеева, шкул завучĕнче тăрăшнă Л.Е. Егоров, Г.И. Иванова, С.Ф. Романова, Е.Г. Павленко, В.И. Павленко учительсем вăрçă хыççăнхи çулсенче шкулта ырми-канми тăрăшнă. Нумайăшĕ хисеплĕ наградăсене тивĕçнĕ.

1960 çулсен пуçламăшĕнче шкула çĕнĕ учительсем ĕçлеме килеççĕ. Каярахпа, 10–20 çултан шкулта аслă пĕлÿ илнĕ учительсем хушăнма пуçлаççĕ. Пенси çине тухнисем çамрăк специалистсене çул параççĕ. Аякри шкулсенчен вĕренсе тухнисем те Орининти шкулта ĕçлеме пуçласан кунтах тĕпленеççĕ.

Шкулта вĕренекенсен йышĕ хушăнсах пырать. Çапла, сăмахран, 1986 çулта 255 ача, 1993 çулта 312 ача вĕреннĕ. Учительсен коллективĕ 29 çынтан тăнă.

Шкул ĕçне тимлесе пурнăçланипе пĕрлех вĕренекенсем кунти колхоза нумай пулăшса тăнă. Çулсерен вуншар гектар выльăх кăшманĕ ÿстернĕ, çумласа тăнă, кăларса фермăсене ăсатнă. 5–10 классенче вĕренекенсем пурнăçланă çак ĕçсене.

Маттур вĕренекенсем Украина Республикинче, Ленинградра, Мускавра, Ульяновскра тата ытти нумай хулара экскурсисенче пулса курнă.

1959 çулта шкулта акăлчан чĕлхин учителĕ Л.М. Васильева ĕçлеме тытăнать. Вăл пĕтĕмĕшле 40 çул шкулта вăй хунă: 10 çулне директорта тăрăшнă, 13 çул – директор çумĕ. Вăл коллектива ертсе пынă вăхăтра учительсем валли 4 çĕнĕ хваттер хута янă.

1989 çултанпа паян кунчченех (2–3 çул тăхтавсăр пуçне) шкул ертÿçинче В.Г. Иванов тăрăшать. Орининти шкултан вĕренсе тухсан Чулхулари педагогика институчĕн географи факультетне пĕтернĕ хыççăн тăван шкула ĕçлеме килет.

Шкул çурчĕсем кивелсе çитнĕрен 1990 çулта çĕнĕ шкул тума шутланă. Тепĕр икĕ çултан çĕнĕ шкул ачасене йышăннă.

Р. Иванова,

тавра пĕлÿçĕ учитель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика