Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнтăр хурсем – хуçалăх илемĕ

29 октября 2011 г.

Мăнтăр хурсем – хуçалăх илемĕ

Хурсем – интереслĕ те ăслă кайăксем. Вĕсене пăхакансем сиснех ĕнтĕ çакна. Ăна пĕлни – хурсене ĕрчетес ĕçри пулăшу. Хурсене ĕрчетме çывăхра улăх-çаран тата пĕве-кÿлĕ пулсан аван. Хăйсене килте апатлантарнипе пĕрлех улăх-çаранти курăка çисех хурсем хăвăрт ÿт хушаççĕ. Пĕр мăшăр хуртан çу каçа йÿнĕ хăйхаклăхпа 60 килограмм таран паха та тутлă аш илме пулать.

Хурсен аш продуктивлăхĕ 9 эрне тĕлне йĕркеленсе çитет. Ку вăхăтра вăл уйрăмах тутлă та техĕмлĕ. 12 эрне иртсен хурсен çу пухăнма тытăнать. Хур çăвĕ те паха продукт. Пахалăхне кура ăна çын организмĕ чăх, кăркка, кăвакал çăвĕнчен лайăхрах йышăнать.

Умра хĕл сиввисем. Мĕн пĕлмелле-хе хур усраканăн; Хурсем сивве чăтăмлă пулин те çакă вĕсене пĕчĕк хÿтлĕхрех хĕл каçарма пулать тенине пĕлтермест. Вĕсене сарайсенче нÿрĕк сахал, сывлăш выляман йĕркеллĕ пÿлĕм кирлĕ. Урайне хăма сарни тата унта ытлă-çитлĕ улăм пулни пĕлтерĕшлĕ. Хурсем сарайĕнче тăвăр пулнине те япăх тÿссе ирттереççĕ. Çакна шута илсе хурсем ан хĕвĕшчĕр тесе апат памалли савăт та пысăк пулмалла. Хурсен ун патне черетпе мар, харăссăн пыма май пултăр.

Кăнтăрла хурсем уçăлса çÿрени лайăх. Шыв кайăкĕсен шутĕнче пулнăран хурсем умĕнче яланах шыв пулмалла.

В. ИЛЬИН,

выльăх тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика