Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев – пăхса ÿстересси

29 октября 2011 г.

Тĕллев – пăхса ÿстересси

«Мĕн-ха вăл культура;» – тесе ыйтсан, çынсенчен чылайăшĕ хуравне ял клубĕпе тата ташă-юрăпа çыхăнтарать. Ку вăл пирĕн çак таранчченхи шухăшлав. Юлашки çулсенче вара пурнăçăмăр тĕпрен улшăннине шута илсе культура пĕлтерĕшĕ те самай анлăланчĕ. Паян час-часах ял культури, апат-çимĕç культури, çĕр ĕç культури пирки калаçни мала тухса пырать. Ку енсем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ. Вĕсем çĕнĕ технологисене çул уçаççĕ. Апла пулсан пирĕн пурнăçăмăрăн никĕсĕнчен тухса тăраççĕ. Ун пек шутласан культура пĕлтерĕшĕ пирĕн пурнăçра тарăнрах та тарăнрах тымар ярса пырать.

Тăван тавралăха илемлĕрех тăвасси те пысăк культура. Çак ĕçре çуркуннепе кĕркунне çырма-çатрасене, ялсем çывăхне йывăçсем, пахчасене улмуççисемпе çырла тĕммисем, уйсемпе çулсем хĕррисене вăрман тăрăхĕсем лартасси пысăк пĕлтерĕшлине пирĕн общество туллин ăнланса илчĕ. Ачасем те, аслисем те çак пархатарлă ĕçе активлăрах хутшăнма пуçлани сисĕнет. Ку савăнтарать, ыранхи куна шанчăклăрах пăхтарать.

Чăваш Республикин Президенчĕн 2005 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Йывăç кунне ирттерме йышăннине пурнăçласа районта çулленех анлă ĕçсем иртеççĕ. Кăçал та район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 901 номерлĕ йышăнупа Муркаш енре авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа йывăç лартассипе уйăхлăх ирттерме палăртрĕ. Пĕтĕмлетсе çакна каламалла: районта пурăнакан пĕр çын та çак ĕçрен пăрăнса юлмарĕ. Расна вырăна тĕрлĕ тĕслĕ йывăç лартассипе пурте пĕр çын пек пулса вăй хучĕç. Кăçал пурнăçланă ĕçсем çывăх çулсенчех тăван тавралăха илемлĕрех тăвасси пирки паян никамăн та иккĕленÿ çук.

Уйăхлăхра эрозипе кĕрешес ыйту тĕп вырăнта пулчĕ. Шыв-шур çурса кайнă, çĕрсем ишĕлнĕ вырăнсенче çитес çулсенчех çамрăк вăрмансем ешересси, çĕнĕ садсем чечек çурасси паян куç кĕрет. Çĕнĕ садсем тенĕрен ялсенчи килти хушма хуçалăхсем улма-çырла йывăççисем лартассипе нумай ĕçленине палăртмалла. Çак илем пирĕн пуласлăхшăн пулни никама та иккĕлентермест. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси – умри тĕллев.

Йывăç лартас уйăхлăх вĕçленчĕ. Çак тапхăрта районĕпе 10200 йывăç лартнă. Вĕсен шутĕнче чăрăшсем, хырсем, хурăнсемпе çăкасем, тĕрлĕрен улма-çырла йывăççисемпе тĕмĕсем. Çак уйăхлăхра хăйсене лайăх енчен нумайрах кăтартнисем – Оринин тата Юнкă ял тăрăхĕсем. Çак территорисенче уйăхлăх хушшинче 3000 тата 2500 штук йывăçсемпе тĕмсем лартма хевте çитерчĕç. Кăçалхи кĕр кунĕсенче йывăç лартса тăван тавралăха илемлĕрех тăвассипе çителĕксĕртерех ĕçленĕ Хорнуй тата Турай ял тăрăхĕсем çитес çуркунне хастартарах пуласса шанатпăр.

Г. СИМАКОВ,

район администрацийĕн çут çанталăка хÿтĕлессипе ĕçлекен эксперт

специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика