29 октября 2011 г.
Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ кун йĕркинчех
Республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби йĕркеленĕренпе тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ чылай предприятипе тата организаципе партнерла çирĕп çыхăнусем йĕркеленнĕ. Çавна май çуллен ĕçсĕр юлнă пиншер çын ĕç вырăнĕллĕ пулать, ĕç паракансем вара кирлĕ çынсене тупаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерес енĕпе программăсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни пирки республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçине Сергей ДИМИТРИЕВА кĕскен каласа пама ыйтрăмăр:
– Юлашки виçĕ çул хушшинче республика Правительстви ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пынипе çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе пысăк пĕлтерĕшлĕ задачăсене татса пама пултартăмăр. Кризис пуçланиччен темиçе уйăх маларах кăна 7 пин çынна ытла ĕçрен хăтарнă пулнă. Производствăсем чарăнса ларнă пирки татах 27 пин çын ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх тухса тăнă.
Республика Правительстви оперативлă майпа антикризис программине йышăнчĕ. Программăпа пăхнă мероприятисене республикăра пурăнакан 424 пин çын ытла хутшăнчĕ. Кашни виççĕмĕш çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕ.
Патшалăх пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Обществăлла ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, квалификацисене ÿстерессипе, тĕрлĕ специалистсем хатĕрлессипе, ĕçсĕррисене предпринимательство ĕçне явăçтарассипе çине тăрса ĕçлеме тиврĕ. Çавна валли пĕтĕмпе 3 миллиард та 300 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Территорисене тирпей-илем кĕртнĕшĕн тÿлеме укçа-тенкĕне бюджетран уйăрнă, çынсене тÿлевсĕр вĕрентессине йĕркеленĕ. Хăйсен ĕçне йĕркелес шухăшлисене 58 пин те 800-шер тенкĕ каялла тавăрса памалла мар уйăрса панă. Ку мелпе 5608 çын усă курнă.
Программа мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме 2009 çулта 1 миллиард та 230 пин тенкĕ, пĕлтĕр 1 миллиард та 280 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал вара кризисран тухса пынă май ку тĕллевпе 800 миллион тенкĕ ытла уйăрма пăхса хăварнă.
Çĕнĕ ен – хăйсен ачисене 3 çула çитиччен пăхса пурăнакан хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтересси. 1000 ытла хĕрарăм хăйсен квалификацине ÿстерме пултарчĕ. Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре 5-мĕш вырăн йышăнать.
Тепĕр ен – инвалидсене, инвалид ача пăхса пурăнакан ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă çемьесенчи ашшĕ-амăшне ĕç тупса парасси. Республика Президенчĕ те ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать. Республикăри 400 ытла çынна ĕçе вырнаçма пулăшрăмăр ĕнтĕ. Çулталăк вĕçлениччен вĕсен шучĕ 500-е яхăн пулмалла. Ĕç паракансене инвалида ĕçе вырнаçтарнăшăн ĕç вырăнне йĕркелеме 50 пин тенкĕ уйăрса паратпăр.
Çине тăрса ĕçленин усси çук мар. Кăçал январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисем 14478 çын шутланнă пулсан, октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕсем 9570 çын юлчĕç. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,1 процентран 1,4 процента çити чакрĕ. Ĕçсĕрлĕх чакса пырасси Раççейри вăтам кăтартуран 2 хут пысăкрах.
Вакансисем çук мар
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта тĕрлĕ профессисемпе 66 ваканси пулнă. Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче 128 предприятипе организацирен тата предпринимательсенчен 1042 ваканси пурри пирки пĕлтернĕ. Вăл шутран 965 пушă ĕç вырăнĕ (должноçĕ) – рабочи профессийĕсем енĕпе, ĕç укçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк шайран ытларах тÿлекеннисем – 95 ваканси. 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 974 вакансие каялла илнĕ.
Кăçалхи октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн даннăйсен базинче 128 предприятирен, организацирен, уйрăм предпринимательсенчен 139 ваканси пур. Вăл шутран 111-шĕ ĕç профессийĕсем енĕпе, ĕç укçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк шайран ытларах тÿлекеннисем – 33 вакантлă ĕç вырăнĕ.
Паянхи куна илес пулсан чи малтанах врачсем, агрономсем, зоотехниксем, выльăх тухтăрĕсем çитмеççĕ. Ĕç профессийĕсем тĕлĕшпе водительсем, ĕне сăвакансем, экскаватор машинисчĕсем, трактористсем, поварсем, кухньăра ĕçлекен рабочисем, сутуçăсем, санитарсем, парикмахерсем, хушма ĕç çыннисем кирлĕ.
Хамăр инф.