29 октября 2011 г.
Ялти Культура çурчĕн пĕлтерĕшĕ питĕ анлă
2007 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсене аталантарасси çинчен» Указ вăя кĕнĕччĕ. Çавăнпа килĕ-шÿллĕн ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсене модернизацилес ĕç малти вырăна тухрĕ. Çавна май çак учрежденисен сăн-сăпачĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ырă еннелле туртăннине, ял çыннин культура шайне ÿстерес ĕç мала тухнине туйма ĕлкĕртĕмĕр. Ку таранччен мĕн туни, малашне пурнăçлама палăртни тавра калаçрĕç республикăра октябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви ирттернĕ анлă канашлура. Канашлăва çĕре яхăн çын хутшăнчĕ. Вĕсем шутĕнче район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, районсенчи культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçисем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем тата ответлă ытти ĕçченсем.
Культурăпа кану учрежденийĕсен тивĕçĕ пысăк – вăл пурнăçланни тата пурнăçласси йăлт çынсемшĕн. Вĕсем несĕлсен йăли-йĕркине сыхлакан, çынсен канăвне тĕрĕс йĕркелекен, тĕрлĕ ăрăвăн туслăхне çывăхлатакан, халăх пултарулăхне туптакан тата ытти мероприятие ирттерекен вырăн пулса тăраççĕ. Çавна тĕпе хурса правительство ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Правительство шайĕнчи программа çитес тапхăрта хулапа ял хушшинчи чикке пĕтерессипе те тачă çыхăннă.
Республикăра 2007 – 2010 çулсенче çÿлерех асăннă Указа пурнăçланă май пĕтĕмĕшле 46 клуб учрежденине модернизациленĕ, ăна валли 199 миллион тенкĕ уйăрнă, ку ĕç халĕ те пурнăçланать, малашне те вăйра тăрать. Учрежденисен ĕç-хĕлне çĕнетнĕ май унта ирттерекен мероприятисен, мероприятисене хутшăнакансен районти тата республикăри хисепĕ те, пахалăхĕ те палăрмаллах ÿснĕ, çавăнпа пĕрлех çак ĕçрен тупăш илесси те хăпарнă. Юлашки тапхăрта тĕрлĕ программăпа гастроле тухасси ÿссех пырать. 2008 çулта республикăра 632 гастроль ирттернĕ пулсан, иртнĕ çул 910 çитнĕ.
Пирĕн районта модернизациленĕ культурăпа кану учрежденийĕ тăваттă. Çак программа витĕмĕпе учрежденисене юсаса çĕнетнĕ, хальхи йышши çĕнĕ техника, компьютер оборудованийĕсемпе тата ытти çĕнĕлĕхпе пуянлатнă. Президент Указне вăя кĕртессинче Муркаш районĕнчи ответлă çынсен ĕçĕ курăмлă. Çав хушăрах паянхи кун тĕлне Улатăрта модернизациленĕ культурăпа кану учрежденийĕсем пачах та çук. Апла пулсан канашлу тапхăрĕнче Муркаш районĕн юлашки вăхăтри курăмлă ĕç-хĕлне пĕрре кăна мар ырăпа палăртни пушă сăмах мар.
Хальлĕхе район тата республика культурăпа кану учрежденийĕсенчи специалистсен пĕлÿ шайĕ çителĕксĕртерех-ха.
– Учрежденисенчи ĕçе кирлĕ пек йĕркелесси вара вĕсен пĕлÿ, пултарулăх шайĕнчен чылай килет. Çавăнпа та çитес вăхăтра специалистсен ăсталăхне ÿстерессипе ытларах та тимлеме тивет, – терĕ культура министрĕн çумĕ Т.В. Казакова.
2012 – 2020 çулсенче пурнăçлама «Чăваш Ен культури» программа йышăннă, вăл икĕ тапхăрпа пурнăçланма тивĕç.
– Çак проект тĕллевĕ – халăха информаци ресурсĕсемпе пĕр тан усă курма майсем туса парасси, культура тата истори пуянлăхне упраса хăварасси. Программа сирĕн, культура ĕçченĕсен, шалăвне ÿстерессине те шута илет, – терĕ культура министрĕ Р.М. Лизакова.
Çамрăксемшĕн культурăпа кану учрежденийĕсем ытларах ташă каçĕпе илĕртÿллĕ. Анчах та кирек епле мероприятишĕн те ăна ирттерекен ответлă. Хăш чухне ташă каçĕнче çамрăксем эрехпе иртĕхнипе, хăйсене тытма пĕлменнипе харкашу, çапăçу пулса иртет. Çавна май культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçне тăтăшах полици ĕçченĕсем тĕрĕслеççĕ. 2010 çулта çав учрежденисен 41 ертÿçине административлă майпа явап тыттарнă пулсан, кăçалхи тăхăр уйăхра кăна çак хисеп 40 çитрĕ.
Культура ĕçĕпе Муркашсене канашлура ырларĕç тата хăш-пĕр ĕçсемшĕн тĕслĕхе лартрĕç пулсан, çамрăксем хутшăннипе пулнă массăллă преступленишĕн хурларĕç, республика шайĕнче тишкерчĕç. Малашне вара пирĕн района ку тĕлĕшпе тĕрĕслесе тăмаллине палăртрĕç.
– Юлашки тапхăрта преступлени шайĕ хăпарни, вăл уйрăмах çамрăксем хушшинче ÿсни пурне те пăшăрхантарма тата çирĕп йышăну тума хистеме тивĕç. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксене пусмăрлани, вĕсене тĕрлĕ преступлени тума хĕтĕртни тата явăçтарни те палăрмаллах ÿсет. Çавăнпа та ача-пăчашăн чи малтан ашшĕ-амăшĕ ответлă, паллах ытти ĕçченсен те кунта аякра пулмалла мар, – терĕ шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕ Т.Н. Сергеева.
Вăл е ку пăтăрмах сиксе тухсан кăна пăлханни вырăнлă мар. Апла пулсан уйрăмах çул çитмен çамрăкăн миçе сехетчен урамра çÿреме юранине (çуллахи каникул вăхăтĕнче, ытти чухне), çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсĕр е аслисемсĕр ăçта пулма юраманнине пурин те асра тытмалла.
Культурăпа кану учрежденийсенче халăх йышлă пухăннине шута илсе хăрушсăрлăх пирки пĕр самантлăха та манма юрамасть. Уйрăмах массăллă мероприятисем вăхăтĕнче эвакуаци алăкĕсене тĕрĕслеме, çăрасене уçма манмалла мар. Нумаях пулмасть Вăрнар районĕнчи клуб кĕллени вара пурне те шутлаттарма тивĕç.
– Çитменлĕхсене пĕтересси, саккун ыйтнине пурнăçласси ответлă ĕçченсен тивĕçĕ пулса тăрать. Эсир çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă, – терĕ Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикин Тĕп управленийĕн тĕп специалисчĕ К.Н. Яковлев.
Çавăн пекех ытти ыйтăва та хускатрĕç канашлура.
Р. Илларионова.