29 октября 2011 г.
Социаллă карттă. Ăна камсем тивĕçеççĕ?
Республикăри пур социаллă хÿтлĕх пайĕсенче те социаллă карттăсем илме заявленисем йышăнма пуçларĕç.
Çĕнĕлĕх пирки тĕплĕнрех пĕлме районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕпе Н.П. ПЕТРОВĂПА курса калаçрăмăр.
– Нина Пантелеевна, ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн, мĕн вăл социаллă карттă?
– Социаллă карттă вăл электронлă карттă. Унти счет çине пенси укçи, пособисем тата ытти тĕрлĕ социаллă тÿлевсем куçараççĕ. Обществăлла транспорт çинче çăмăллăхсемпе усă куракансем çак карттăпа троллейбуссемпе автобуссем çинче тата хулаçум автобусĕсемпе (çакăн йышши транспорта терминалсем вырнаçтараççĕ) çÿренĕ чух электронлă проездной вырăнне усă курма пултараççĕ.
– Социаллă карттăна чи малтанах камсем тивĕçеççĕ?
– Малтанхи тапхăрта Чăваш Республикинче социаллă карттăна çăмăллăхсемпе усă куракан, социаллă пулăшăва тивĕçекен граждансене параççĕ.
Карттăна регионти тата федераллă шайри çăмăллăхсемпе усă куракансем тивĕçеççĕ: ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, реабилитациленнĕ çынсем, политика репрессийĕсенче сиен тÿснисем, «Хисеплĕ донорсем», ялти специалистсем, ача-пăча пособине тивĕçекенсем.
– Пирĕн районта вĕсем миçе çын?
– Ĕç ветеранĕсем районта пурĕ 4499 çын, тыл ĕçченĕсем – 1557 çын, реабилитациленнисем – 49-ăн, донорсем – 75-ĕн, ялти специалистсем 1351 çын, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем 3100 çын. Политика репрессийĕсенче сиен тÿснисем çук. Çапла вара пирĕн районта пурăнакан 13028 çын социаллă карттă илме заявлени çырса пама пултарать.
– Çак электронлă карттă унпа усă куракана мĕнле майсем туса парать?
– Карттă счечĕ çине пенси укçи, пособи укçи куçнине маларах асăнтăмăр ĕнтĕ. Карттăпа усă куракан çын Перекет банкĕн офисĕсенче счет çине укçа хума та пултарать. Çак карттăпа усă курсах банкоматсенчен комисси тÿлевĕсĕрех укçа илме, тавара укçасăр расчетпа туянма пулать. Çавăн пекех банкоматсемпе терминалсем урлă коммуналлă услугăсемшĕн, телефонпа усă курнăшăн тÿлеме, кĕсье телефонĕн номерĕ çине укçа куçарма та май пулĕ. Кунсăр пуçне тĕрлĕ налук, штраф тÿлеме, пĕр карттă çинчен тепĕр карттă çине укçа куçарма та, кредит тÿлеме те (Перекет банкĕн уйрăмĕнче илнĕ пулсан) пултараççĕ. Социаллă карттăпа усă курса пенсин страхлакан тата пухăнакан пайĕсем пирки пĕлме те, врач патне çырăнма та май пур. Çын карттăна çухатрĕ пулсан çийĕнчех «Мобильлĕ банк» услугăпа ăна хупса хума пултарать.
Пĕр сăмахпа каласан хăвăрпа пĕрле «çĕр» документ илсе çÿремелле пулмасть, вăхăт та перекетленет.
– Социаллă карттăна илме ăçта пымалла?
– Малтанах районти хÿтлĕх пайне пырса çакăн пирки ыйтса заявлени çырмалла. Ăна çырма паспорт, медицина полисĕ, пенси страхланин свидетельстви тата гражданин социаллă пулăшусене тивĕçнине çирĕплетекен документ кирлĕ. Çак заявление эпир Перекет банкĕн уйрăмне çитеретпĕр. Перекет банкĕнче информацие персонализацилеççĕ, çакăн хыççăн заявлени çырса панă кашни çын валли уйрăм карттă хатĕрлесе ăна хуçине параççĕ.
Социаллă карттă 2014 çулччен вăйра пулать. 2014 çултан пуçласа универсаллă электронлă карттăсем пама тытăнаççĕ. Универсаллă электронлă карттăпа усă курасси те çынран килет: унпа усă курас тесе заявлени çырса парсан çеç ăна карттă параççĕ.
– Вулакансене çĕнĕлĕхе уçăмлатса пама пулăшнăшăн тавах.
Н. Николаева.