29 октября 2011 г.
Техникăна хĕллехи управа лартнине пăхма-тĕрĕслеме çирĕплетнĕ комисси членĕсем «Оринино», «Восток», «Герой», «Свобода», Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирмăра пулса курчĕç. Асăннă хуçалăхсенче кашнинчех çĕннине иличчен мĕн пуррине упрасси çине çанă тавăрсах пăхни курăнчĕ. Орининсен тирпейлесе лартнă «хир карапĕсем», «Востокри» пĕр ретре ларакан сеялкăсем, «Геройпа» «Свобода» хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине ытларах ангарсене вырнаçтарни – техникăна упрасси пур çĕрте те паян малти ретре тăни ырă шухăш çуратать.
– Хирти ĕçсем вĕçленсе пынă май мехпаркăн пĕтĕм вăйне уй-хир ĕçĕсене явăçтарнă техникăна хĕллехи управа лартма явăçтаратпăр. Çĕннине туяннипе пĕрлех кивви çине тимлĕх уйăрни те укçа-тенкĕ упрама пĕлниех, – терĕ Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерĕ А. Скворцов. Унăн сăмахне паркра çуса шуратса лартнă комбайнсемпе кăкарса ĕçлемелли техника хатĕрĕсем çирĕплетеççĕ. Каламалла, асăннă кооператив техникăна хĕллехи управа лартассипе кăçал ытти çулхисенчен самай тăрăшарах ĕçленĕ. Хальлĕхе çак хуçалăх çеç техникăна управа лартассипе пĕтĕмĕшле ĕçсене вĕçленĕ теме пулать.
Çак кун ыррине «Путь Ильича» агрофирмăра та тĕл пултăмăр. Çĕнĕ техника туянакан хуçалăх вĕсене пĕрремĕш кунранах типтерлĕ упрасси çине тимлĕх уйăрать. Хуçалăх паркĕнче çакна валли бетон плитасем сарса техника вырнаçтарас ĕçе кÿлĕннĕччĕ.
РЕЙД БРИГАДИ:
А. ПАВЛОВ, ял хуçалăх управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ;
С. НИКОЛАЕВ, районти патшалăх техника надзорĕн инспекторĕ;
А. ПОПОВ, «Россельхозцентр» филиалăн районти пайĕн пуçлăхĕ;
А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи.