29 октября 2011 г.
Çул-йĕр тимлĕх ыйтать
Паянхи пурнăçа автотранспортсăр курмастпăр та. Машина – кашни утăмра тĕл пулакан япала. Çавăнпах пулĕ профессионаллă водительсен, вăл шутра пассажирсене турттаракан транспорт водителĕсен ĕçĕ те, мĕнле йывăр пулни пирки эпир шутламастпăр та. Вĕсен яваплăхлă ĕçĕсĕр вара кулленхи пурнăç пач чарăнса ларĕччĕ. Пирĕн çĕр-шывра пурăнакансен 75 проценчĕ акă кунсерен пассажир автопредприятийĕсен услугипе усă курать.
Пирĕн районта октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 6375 единица транспорт хатĕрĕ шутланса тăнă. Вăл йышра 118 мототранспорт, уйрăм çынсен 5757 транспорт хатĕрĕ тата юридици сăпачĕллĕ çынсен 500 единица транспорчĕ. Вĕсем пурте çула тухаççĕ. Çавăнпа та транспорта техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесси тата водительсене тĕрĕслесе çул çинчи тимлĕх пирки асăрхаттарасси – кунсерен пулса пыракан, анчах та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Транспорта тĕрĕс-тĕкел пăхса тăни тата водительсем ăста пулни нумай чух çул çинчи инкексенчен хăтарма пултарать. Çакă уйрăмах пассажирсене турттаракан автотранспорта пырса тивет.
Акă Муркашри «Никита» автовокзалтан районăн тĕрлĕ енне тата Шупашкар хулине нумай транспорт çула тухать. Паллах, водительсем çине питĕ пысăк ответлăх тиенет. Çакна вĕсем аван чухлаççĕ. Транспорта çула тухас умĕн тĕрĕслесси тата çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнасси – ĕç никĕсĕнче.
– Район территорийĕнчи çулсем çинчи лару-тăрупа паллашас тĕллевпе, апла пулсан инкексене асăрхаттарассипе те, пирĕн водительсем ГИБДД ĕçченĕсем ирттерекен тĕл пулусене хутшăнаççĕ. Водительсем хăйсен ĕçне ответлăхпа пурнăçланине пирĕн вокзалтан кунсерен çула тухакан çынсем те курсах тăраççĕ, – тет вокзал администраторĕ Альбина Александровна Никитина.
Н. АНДРЕЕВА.