Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн çинчен калаççĕ цифрăсем?

29 октября 2011 г.

Мĕн çинчен калаççĕ цифрăсем?

Выльăх-чрĕлĕх ĕрчетесси

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе 3488,8 тонна (101 процент) аш-какай туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ку кăтарту 1259,8 тоннăпа (111,7 процент), уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 2097,9 тоннăпа (93,6 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 131,1 тоннăпа (152,8 процент) танлашать.

Сĕт сăвасси чакнă. Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 31990,9 тонна е унчченхи шайран 1418,9 тонна сахалрах (95,8 процент) сĕт сунă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕ 89,8 процента, уйрăм çынсен хуçалăхĕсен – 96,8 процента юлнă.

Кашни ĕнерен вăтамран 3323 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхин 94 проценчĕ пулать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ку кăтарту 3030 килогрампа (88,1 процент) танлашнă.

Самăртмалли ушкăнри мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 539 грамм (99,6 процент), сыснасем 389 грамм (125,9 процент) ÿт хушнă. Çулталăк пуçланнăранпа 1367 пуç (86,8 процент) пăру, 9412 пуç (93,9 процент) çура илнĕ.

Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 55,4 центнер (101 процент) аш-какай, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче – 42 центнер (118,3 процент), 507,8 центнер (95,8 процент) сĕт, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 217,7 центнер (95 процент) туса илнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх 15880 пуç (101,3 процент), вăл шутран ĕнесем 9628 пуç (101,8 процент), сысна 12437 пуç (78,5 процент), сурăхсемпе качакасем 9697 пуç (87,8 процент), чăх-чĕп 371,6 пин пуç (99,6 процент), лашасем 121 пуç (75,2 процент) шутланаççĕ.

Э. СИМАКОВА,

район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика