Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи техникăпа ыран та усă курмалла

26 октября 2011 г.

Паянхи техникăпа ыран та усă курмалла

Хăвăрт аталанакан пурнăçра пурăнатпăр. Ĕлĕкех те мар ял хуçалăхне механизацилесси пирки хытă калаçатчĕç, «çывăракансене» çÿллĕ трибунăсем çинчен питлетчĕç. Кайран çерем çĕрсем уçрăмăр, пусă çаврăнăшне тата агротехникăна пăхăнса тыр-пул тухăçне 30-40 центнера, çĕр улми тухăçне 200-300 центнера е ытларах та, ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăма 5 пин килограма çитертĕмĕр т. ыт. те. Мĕн тунипе лăпланни каялла утăм туниех. Çакна пурте пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра кахал çын çеç çĕнĕ технологисемпе тата энерги перекетлекен техникăпа ĕçлемест, вĕсене пурнăçа кĕртсе çĕнĕ ÿсĕм картлашкисем тумасть. Анчах хура кĕркуннепе хĕл чиккине çитнĕ май ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартнине тĕрĕсленĕ чух час-часах çăкăр тума пулăшакан техника çине алă сулнисем куç умне пулаççĕ. Çак киревсĕр енсем ан пулччăр тесе ЧР Ял хуçалăх министерствипе республикăри хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тĕлĕшпе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет. Вĕсенчен пĕри – техникăна хĕллехи управа лартассипе смотр-конкурс ирттерни. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче республика ирттернĕ семинар-канашлăвăн теми те çавнах калать: «Ял хуçалăх техникине хĕллехи вăхăтра упрасси тата юсасси».

Кăçал çак канашлăва пухăннисем Пăрачкав районĕнчи «Простор» сăнавлă производство хуçалăхĕнче ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе мĕнле ĕçленипе, çак ĕçе кăçал епле йĕркеленипе тата кунта ĕç хăрушсăрлăхĕ çине пăхнипе паллашрĕç.

– Техникăна кĕр çитсен ГОСТ-па килĕшÿллĕн нумай вăхăтлăха упрама лартни хресчене çурхи тата кĕрхи, выльăх апачĕ хатĕрлес тапхăрти ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама пулăшнине кашниех пĕлетпĕр. Кунпа пĕрлех энерги перекетлекен техникăпа çĕнĕ технологисем çине куçасси те кун йĕркинче тăтăш тăракан ыйту. Çакăнта техникăна упрас ыйту çине алă сулни малалла пăхма пулăшмастех, – терĕ патшалăх техника надзор инспекцийĕн районсенчен килнĕ инспекторĕсем умĕнче ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи В. Димитриев.

Семинар-канашлу вăхăтĕнче ЧР патшалăх техника надзор инспекцийĕн пирĕн районти инспекторĕ С. Николаев Владимир Павловичпа Муркаш тăрăхĕнчи хуçалăхсенче конкретлă ĕçсем пирки калаçу та ирттерме ĕлкĕрчĕ (сăн ÿкерчĕкре). В. Димитриев Муркашсем ытти çулсенчи пекех кăçал та техникăна управа лартассипе лайăх ĕçлекеннисен шутĕнче пуласса палăртрĕ.

– Паян ял хуçалăхĕнчи техникăн пысăк пайĕ хăйĕн тупăшлă ĕçлес вăхăтĕнчен тухнă. Çавăнпа та хуçалăхсенче техника единицисем сахалланни çине те пĕр енлĕ пăхмалла мар. Техники сахалланнине пăхмасăр пирĕн паян энерги перекетлекен хăватлă техника тĕлĕшпе тимлĕх уйăрмалла. Вĕсемпе перекетлĕ ĕçлекенсене вĕрентсе хатĕрлемелле, – терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л. Николаев.

Техникăна ГОСТ-па килĕшÿллĕн хĕллехи управа лартни çур акине тĕплĕнрех хатĕрленме май парать, ĕçри инкексенчен пăрăнтарать, техника çинче пушар тухасран сыхлать, ĕçсене вăхăтра пурнăçлама çул уçать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика