26 октября 2011 г.
«Хамăр çар хăвачĕпе мухтанатăп»
Раççей историйĕ унăн çар пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Вăл вара – Раççей халăхĕн мухтавлă енĕ. Эпир хамăрăн паттăр хÿтĕлевçĕсене юрататпăр, хисеплетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Çар ăсталăхĕпе çар çыннисен уйрăм паттăрлăхĕ – вырăс салтакĕсемпе офицерĕсен йăлари пахалăхĕ. Пирĕн çар малашне те çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕн, Раççей аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пулĕ.
Кашни килте асаттесемпе аттесен паттăрлăхне упраççĕ, паян çĕр-шыв хуралĕнче тăракансемпе мухтанаççĕ. Раççейре пурăнакан кашни çын – çар постĕнче тăрать-и вăл е мирлĕ ĕçе чунне парса пурнăçлать – чăн малтанах Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи. Пирĕн паянхи парăм вара – вырăс çарĕн мухтавлă енĕсене упраса хăварасси.
«Мĕн акатăн – çавă шăтать», – тет халăх сăмахлăхĕ. Çак чăнлăха никĕсе хурса вуншар çул маларах Шурчари Нина Михайловнăпа Владимир Константинович Тюринсем те виçĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсене ачаран ĕçе юратма вĕрентсе çĕр-шыва юрăхлă çынсем тунă.
Ман умра куçĕпе чăр-чăр вылякан, çирĕп кĕлеткеллĕ те хăйне шанчăклă тытакан çамрăк арçын ларать. Ку вăл – Шурчара çуралса ÿснĕ Константин Владимирович Тюрин. Декабрĕн 1-мĕшĕнче 25 çул тултарĕ вăл. Çĕр-шыв умĕнче пурнăçлакан ĕçне пăхсан тăруках çапла калаймăн та.
Ачалăхра та пуç усса ларманскер, шкул çулĕсенчех спортпа туслашса сывлăхне çирĕплетнĕ, çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ретне тăрас ĕмĕте аталантарнă. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче автомеханик специальноçне алла илнĕскер вăхăт çитсен çар ретĕнчен пăрăнас çул çине тăмасть.
Кĕлеткере çĕр-шыв хÿтĕлевçин юнĕ вылякан каччă 2007 çулхи кĕрхи призывпа çара каять. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усма вĕренмен Костя çур çултанах çар службине контракт йĕркипе малалла тăсма килĕшÿ тăвать.
– Тăван çĕр-шыв вăл маншăн – пуш сăмах мар. Служба мана килĕшет. Раççей çар хăвачĕпе мухтанатăп. Хам пурнăçа çак вăхăтра урăхла курмастăп та. Çĕр-шыва хÿтĕлесси чăн-чăн арçын тивĕçĕ пулнине ăнланакансем, ман шутпа, чи телейлĕ çынсем. Асаттепе атте, пиччепе шăллăм та контракт йĕркипе службăра пулни мана та Тюринсен ятне тивĕçлĕ шайра тытма хистет, – терĕ Полина мăшăрĕпе ывăлĕ çине ăшшăн пăхса Костя.
Сăн ÿкерчĕкре сылтăм енчисем Костьăн Володья пиччĕшĕн çемйи (Шуркассинчи пуçламăш шкулта вĕрентекен Надежда тата Евгений). Вова та контракт йĕркипе пĕр хушă Чечен Республикинче службăра тăнă. Çамрăк Тюринсен аслашшĕпе асламăшĕ иккĕшĕ те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнăран çар ретĕнче тăрасси – Тюринсен çемье династийĕ.
Б. ПЕРОВ.