26 октября 2011 г.
Чÿк уйăхне кĕретпĕр
Чÿк уйăхĕ – хĕл хапхи, авăн уйăхĕн мăнукĕ, юпа уйăхĕн ывăлĕ, хĕлĕн тăван ашшĕ. Чÿк – уçă янравлă пăр уйăхĕ. Чÿкре юр нумай çусан тыр-пула аван, шыв ейĕве кайсан – утă хушăнать. Кĕрхи каçсем юр çукран тĕттĕм. Вăхăт кĕртен çу еннелле çаврăнмасть. Чÿкре кĕрпе хĕл кĕрешеççĕ. Чÿк уйăхĕнче шурăмпуçпе каç пултти кун варринчех тĕл пулаççĕ.
Чÿк – йĕпе-сапапа кăпăш юр уйăхĕ, хĕл валли çул-йĕр хатĕрлет. Чÿк – çулсăр уйăх: кустăрмана та, çуна тупанне те çул çук. Чÿкре ăшă сивве хирĕçлеймест. Чÿк кĕперсем тăвать, шывсене пăрпа хуплать. Чÿкре çут çанталăк хĕл еннелле çаврăнать.
Сăлпăран умĕн ĕнтрĕк вăхăчĕ вăрăма каять, кĕске пулсан – лайăх çанталăка. Кăнтăрлахи юр вăрах выртмасть, хĕл тĕпне выртмалли юр çĕрле çăвать. Юманпа ăвăс çулçисене чи юлашкинчен тăкса пĕтереççĕ. Йывăç çулçи пĕр харăс ним юлмасăр тăкăнсан хĕл сивĕ пулмалла. Малтанхи юр çуни тепĕр уйăхран хулăн юр çинче палăрать. Пĕлĕтсем çиле хирĕç шăваççĕ – çăвакан тухасса. Йывăç çулçи вăрăм хĕл умĕн вăхăтсăрах тăкăнать. Малтанхи юр – çуна çулĕ мар. Юр шăннă çĕр çине выртсан ял хуçалăхĕнчи пулăхлăха кĕт. Кĕркунне кăмпа сахал пулсан хĕлле юр хулăн пулмалла. Кăмпа кая юлса тухсан юр часах çумасть.
Сивĕ, вăрăм хĕл умĕн шăшисем апат-çимĕç ытлăн-çитлĕн хатĕрлеççĕ.
Чÿк уйăхĕнче çу кайăкĕсем вĕçсе кайса пĕтеççĕ, хĕл кайăкĕсем çурçĕртен килеççĕ. Уйăп хĕл пуçланас умĕн шăхăрса юрлать. Хур урине çумне пăчăртасан – çанталăк сивĕтессе, сăмсине çунатти айне пытарсан – хĕл ир пуçланасса, шывра çунат çапса шăмпăлтатсан – часах сивĕтмест.
Чăваш календарĕнчен.