26 октября 2011 г.
Ĕçлени куç умĕнче, татса памалли те самай
ХĔЛЕ КĔРЕТПĔР
Фермăсене хĕле хатĕрлесси çинчен калаçма пуçласан çак ыйту малтанах выльăх-чĕрлĕхе пырса тивни пирки час-часах манатпăр. Анчах вырăнсенче кăçал ку тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче чи ответли шутланать. Çак вăхăт тĕлне ыранхи кунпа пурăнакансем фермăсене те, выльăхсене те тухăçлă хĕл каçарма хатĕрлесе çитереççĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенчен тăратнă статистика пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал хĕл каçма выльăхсем пĕлтĕрхинчен сахалрах кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ çулталăк хушшинче 5291 пуçран 4877 пуçа юлнă. Çак çухатура куллен укçа паракан ĕнесен йышĕ (2152 пуç) сыхланса юлни ырă шанчăк çуратать. Çав вăхăтрах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи сыснасен кĕтĕвĕ уйăх пуçланнă тĕле çулталăк каяллахинчен 1587 пуç сахалрах пулни (7103 пуç) выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче татса паман ыйтусем нумаййи пирки калать. Сыснасен йышĕ çулталăк хушшинче ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» кооператив-заводра çеç 203 пуç малалла утăмланă.
Выльăх-чĕрлĕх пăхас технологие пăхăнакансем чăнах та кĕтÿри ĕнесене витесене тăратрĕç. Ĕнесемпе тынашкасене витене тăратнă май вĕсене тăрантарасси те хĕллехи рацион çине куçрĕ. Çак вăхăтра чылай хуçалăхсем выльăхсене сенаж-силос пама пуçларĕç. Сăмах май районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çитес хĕл кунĕсене хатĕрленсе кăçал условнăй пĕр выльăх пуçне вăтамран 34,5 центнер апат единици выльăх апачĕ янтăланă. Çакна шутласан çитес хĕл кунĕсенче выльăхсем выçăпа аптăрас çук.
Çук тенипе пур пулмасть
Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче районти выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен пĕрлехи кунĕ иртрĕ. Çак кун район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçипе Э. Симаковăпа тата ял хуçалăх пайĕн выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен зоотехникĕпе И. Михайловăпа Чкалов ячĕпе хисепленекен тата Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕсене çитсе куртăмăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç вырăнсенче епле пынипе, хĕл кунĕсене хатĕрленессипе мĕнле ĕçленипе паллашрăмăр. Кун йĕркинче рынок хутшăнăвĕсенче хуçалăхсен аталанăвне тивĕçлĕ шайра тытса хăварма алă айĕнчи мелсемпе тухăçлăрах усă курасси, çакна валли ĕç тата производство дисциплинине çирĕп пăхăнасси, кашни специалистăн хăйĕн ĕçне критикăлла хак пама вĕренесси пулчĕ.
Çу кунĕсем йĕпе-сапапа нушалантарманран икĕ хуçалăхăн ĕçченĕсем те çитес хĕл валли выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăланă. Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал вырмана та, çĕр улми кăларас ĕçе те вăхăтра вĕçленĕ пулсан, кÿршĕсен кунта «хÿре» юлни пур-ха. Апла пулин те Отарккăсем малалла шанчăклă пăхни выльăхсене сарайсене тăратиччен кунти сарайсене дезинфекцилесе шуратнинченех курăнчĕ. Исетерккĕсем кăçалхи тулăх лару-тăрура выльăхсен кĕтĕвне пысăклатасси пирки шутлани те ырă пулăм. Вĕсен ĕнисемпе тынашкисем эпир хуçалăхра пулнă кун та козлятник ани çинче çÿретчĕç. Хуçалăхра вĕсене паян та кĕтÿре çÿретессине йĕркелеме пултарнине ырламалла кăна.
– Апат-çимĕç çителĕклĕхĕ 100 процент. Ĕçлекенсем çитеççĕ. Сарайсенчен тислĕк тухсах тăрать. Санитари кунĕсем иртеççĕ. Нÿрĕк тата ăшă пуррине кура шит çÿллĕш ÿссе кайнă козлятник çинче паян ĕнесем те, пăрусем те кунĕпех çÿреççĕ. Вĕсем сарайсене тутă таврăнни пире савăнтарать çеç, – терĕ вырăнти ĕçсемпе паллаштарнă май хуçалăх ертÿçи П. Ефимов.
Иртнĕ çу кунĕсенче Отарккăсем пирки пĕрре мар çивĕччĕн калаçма тивнĕччĕ. Паян вара кунта урăхла лару-тăру. Фермăра тирпейлĕ. Выльăх апачĕ те кил хушшинчех. Анчах ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 3 килограмм ытларах çеç пулни пăшăрхантарать. Тĕплĕнрех танлаштарма. Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра тăхăр уйăх хушшинче кашни ĕне пуçне вăтамран 3265 килограмм (пĕлтĕрхи кăтартуран кăшт иртнĕ) сунă пулсан, кÿршĕсем ĕне пуçне 1525 килограмм çеç сунă, пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвне татах 445 килограмм пĕчĕклетнĕ.
Ырана пăхар!
– Сирĕн пăшăрханăва ăнланатпăр. Фермăра ĕнесем йышлăн пăруланă тапхăр. Вăл иртнĕ май сăвăм ÿсесси пирки те иккĕленÿ çук. Паян ĕнесен рационĕнче утă-улăм та, 4 кг çăнăх та, ытти хутăшсем те пур. Çывăх кунсенчех кукурузăран хатĕрленĕ силос траншейине уçатпăр. Пирĕн те сĕт пулатех, – терĕ хăйсемпе ирттернĕ тĕл пулура район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Э. Симакова районти лару-тăрупа паллаштарнă хыççăн Р. Смирнова доярка. Вăл каланине пĕрле ĕçлекен Л. Борисовăпа Р. Яковлева, ферма пуçлăхĕ Г. Аркадьева та çирĕплетрĕç. Ырă ăнтăлăва шанас килет.
Тăхăр уйăх хушшинче икĕ хуçалăхĕнче те мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ пысăк пулнă тесе калас килмест. Отарккăра вăл 394 грамм пулнă пулсан, Исетерккĕсен выльăхĕсем те талăксерен 475 грамм çеç ÿт хушнă-ха. Çав вăхăтрах районăн вăтам кăтартăвĕ – 539 грамм. Пăрусем илессипе те икĕ хуçалăхĕнче те кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем чылай.
Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăхра паян зоотехник, ветеринар, тепĕр 1–2 доярка çитмеççĕ пулсан та ферма ĕçченĕсем алă усса лармаççĕ. Çакна курса вĕсем хальтерех çĕнĕ технологисемпе паллашса вĕсене алла илессе шанас килет. Урăхла çул çуккине кашниех ăнланатпăр.
А. БЕЛОВ.