26 октября 2011 г.
Транспортшăн налук тÿлемелле
Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕ транспорт хуçисене çавна пĕлтерет. 2011 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче транспорт тата çĕр налукĕсене тÿлемелли вăхăт тухать.
Мĕн чухлĕ налук тÿлемелли пирки уведомленисене почтăпа пурин патне те кăçалхи август уйăхĕнчех ярса панă пулнă. Енчен те кам та пулин кирек епле сăлтавпа налук тÿлемелли пирки уведомлени илмен пулсан, вĕсен пĕр тăхтаса тăмасăр налук инспекцине çак адреспа пырас пулать: Муркаш ялĕ, Гагарин урамĕ, 4-мĕш çурт. 8(83541)62-4-52 номерлĕ телефонпа та шăнкăравлама пулать.
Налуксене Перекет банкĕн кирек хăш уйрăмĕнче те йышăнаççĕ. Кунпа пĕрлех Перекет банкĕн тÿлев терминалĕсемпе банкомачĕсем урлă та тÿлеме пулать. Енчен те сирĕн налук тÿлессипе çăмăллăхсем (льготăсем) валли право пур пулсан, çак правăна çирĕплетекен документсене налук инспекцине илсе пымалла. Налук тÿлессипе, парăмсем енĕпе ыйтусем пулсан налук инспекцийĕнчех консультаци те илме пулать.
Граждансене меллĕрех пултăр тесе эпир хамăрăн ĕç графикне те улăштартăмăр. Кашни эрнерех ытлари кунпа кĕçнерни кун халĕ налук инспекцийĕ ирхи 8 сехетрен тытăнса каçхи 8 сехетчен, кашни уйăхрах иккĕмĕш тата тăваттăмĕш шăмат кунсенче 10 сехетрен тытăнса 15 сехетчен ĕçлет.
Çавна та аса илтересшĕн. Науксене тÿлемесен тата вăхăтра тÿлемесен иртсе кайнă кашни куншăн пени шутлса параççĕ. Унăн виçи Раççей Тĕп Банкĕн рефинансировани ставкин 1Ÿ300 виçипе танлашать. Ан манăр, налуксене тÿлеменни пенисем хушса панипе кăна çыхăнман. Кунпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн парăма суд урлă та шыраса илме пăхнă.
Иртсе кайнă çулшăн парăмсем пур пулсан та вĕсене кая юлмасăр парса татас пулать. Хăвăрăн налук тÿлевĕн парăмĕ пирки пĕлес тата тÿлев документне пичетлес тесен Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн сайчĕ çине (www.r21.nalog.ru) «Личный кабинет налогоплательщика» интернет-сервис урлă кĕмелле кăна. Кунпа пĕрлех асăннă сервис Газпромбанк, КИВИ Банк, Перекет банкĕн клиенчĕсене Интернет урлă пурлăх налукĕ тÿлессипе парăмсене парса татма та майсем уçса парать.
Е. АРСЕНТЬЕВА,
налук тÿлекенсемпе, вĕсене регистрацилессипе тата учета илессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.