Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадет тени яваплăха та ÿстерет

26 октября 2011 г.

Кадет тени яваплăха та ÿстерет

Тăван çĕр-шыва хÿтĕ-лесси – кашни гражданин тивĕçĕ. Чыс, тивĕç мĕнне ачасем шкулта вĕреннĕ чухнех ăша хывса ÿсеççĕ. Муркашри кадетсен класĕнче вĕренекенсем вара хăйсене паянах çĕр-шыв хÿтĕлевçисем пек туяççĕ. Хăйсене кадетсен ушкăнне кĕртнине халалланă уявра вĕсем анлă тавра курăмлă пулма, чăн-чăн çын пулма, ялав чуп тусах Тăван çĕр-шывăн паттăр хÿтĕлевçи пулма сăмах пачĕç.

Лицей директорĕ Н.Е. Смирнов каланă пек «кадет» тени хитре янăранипе пĕрлех хăйсем çине пысăк яваплăх хунине те ăнланаççĕ ачасем. Вĕсен пурнăçĕнчи çак паллă кунпа кадетсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ.

–Эсир паян чăн-чăн тупа турăр. Çакна нихăçан та ан манăр. Эпир вара эсир Тăван çĕр-шывăн шанчăклă хÿтлевçисем пуласса шанатпăр, – терĕ Юрий Александрович.

Ытти хăнасемпе пĕрле Юрий Александрович кадетсене пакунсем парнелерĕ.

Çак кун ачасен савăнăçĕпе яваплăхне пайлакансем йышлăн пулчĕç. Шалти ĕçсен ветеранĕ В.Ф. Киселев, Чăваш Республикинчи наркотиксем сарăлассинчен контроллекен федераллă управленин ертÿçин çумĕ И.В. Кузовчиков, Шупашкарти «Патриот» клуб ертÿçи Ю.Н. Спиридонов, наркоконтроль управленийĕн ведомствăсем хушшинчи çыхăнупа ĕçлекен подразделенийĕн ертÿçи Е.В. Романова, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп эксперт специалисчĕ О.Н. Малова, Чăваш Респаубликин Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пай пуçлăхĕ В.Е. Андреев, шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ В.М. Максимов, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, С.В. Андреев воин-афганец тата ытттисем саламларĕç, кадетсене вĕсем ыттисенчен ырă енсемпе палăрса тăма, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулма ырă сунчĕç.

Салтак, çĕр-шыв хÿтĕлевçин пурнăçне вĕсем халех тĕплĕн хăнăхса ÿсĕç. Вара чăннипех те, районти вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З.Ю. Дипломатова каланă пек, кадетсен класĕнче вĕренни вĕсене ĕмĕр тăршшĕпех пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентĕ.

Салтак пурнăçĕ мĕнле пулассине вара çак уявра Шупашкарти ачасен полицейски уйрăмĕнче вĕренекенсем кăтартса пачĕç. Анчах та вĕсем кăтартнă çапăçу тата хÿтĕлев меслечĕсем вĕсене вĕренÿре çеç кирлĕ пулччăр, вĕсене пурнăçра усă курмалли сăлтав ан пултăр. Муркашри Хусанти Турă Амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте каланă пек, Турă кадетсене те, ытти пулас салтаксене те – пирĕн ывăлсене ырă ĕç тума тата телейлĕ кун-çул пиллетĕр.

Ырă ĕç тума вара кадетсем те, ытти шкул ачисем те мĕн пĕчĕкренех хăнăхса ÿсеççĕ. Уявра кадетсем –лицеистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Умра вĕсене яваплă мероприятисем кĕтеççĕ: декабрĕн 9-мĕшĕнче республикăра кадетсен балĕ иртет, декабрĕн 29-мĕшĕнче республикăри кадетсен класĕсем хушшинче стройпа утассин конкурсĕ пулать. Муркаш лицейĕнчи кадетсем халĕ унта хатĕрленеççĕ. Çав конкурссенче пирĕн районти кадетсем ытти çулсенче малти вырăнсене йышăннă. «Çар ĕçĕн никĕсĕсене» вĕрентекен А.И. Федоров учитель кăçал та кадетсем вĕсен пиччĕшĕсемпе аппăшсем çĕнсе илнĕ чикĕрен чакмасса шанать. Пурте çакна шанатпăр, вĕсене ырă сунатпăр.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика