26 октября 2011 г.
Ырă улшăнусем курăмлă
Чăваш Енре экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ тĕлĕшпе лару-тăру тăнăç темелле. Промышленноç продукцийĕ туса кăларасси ÿсет, строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă, ваккăн тавар сутасси, çынсене тÿлевлĕ пулăшу парасси, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, çынсен ĕç укçи шайĕ ÿссе пыраççĕ.
Муркаш районĕнче те экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче ÿсĕмсем çук мар. 2011 çулхи январь–август уйăхĕсенче продукци туса кăларасси 74,7 процент (республикипе 10,9 процент), ваккăн тавар сутасси 6,5 процент (республикипе 6,8 процент), тÿлевлĕ пулăшу парасси 7,9 процент (республикипе 3,9 процент), çурт-йĕр хута ярасси 5,4 процент ÿснĕ.
Промышленность продукцийĕн калăпăшĕнче «Сеспель» предприяти тÿпи 96 процентпа танлашать. Кунта кăçал 380 миллион тенкĕ тăракан «Алюмини хутăшĕнчен çурма прицепсемпе чукун çул вакунĕсен сериллĕ инноваци производствине йĕркелесси» проекта ĕçе кĕртнĕ. Заказсемпе уйрăм модельсене хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ. Кунсăр пуçне 31 миллион тенкĕлĕх татах 3 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă.
Ял хуçалăхĕнче те ырă еннелле улшăнусем пур. Район территорийĕнче темиçе пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Акă «Путь Ильича» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 1000 пуç вырнаçмалăх сĕт-çу фермине тума пуçăннă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ – 268 миллион тенкĕ. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх комплексĕпе çĕр улмин хăйне евĕр сорчĕсене туса илекен «Паха улма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн проекчĕсем 218 миллион тенкĕлĕх ытла. Вĕсем хушма 50 ĕç вырăнĕ ытла йĕркелеме, бюджета укçа-тенкĕ ытларах пухăнма май памалла.
Потребительсен рынокĕ ÿсĕмлĕ аталанать. 2011 çулта çĕнĕ строительство тата реконструкци мелĕсемпе 2 магазин, 2 парикмахерски уçнă. Çулталăк вĕçлениччен татах 5 объект хута яма пăхнă.
Республика экономикине пĕчĕк тата вăтам предпринимательство хывакан тÿпе ÿсет. Кунпа пĕрлех пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен шучĕпе вĕсенче вăй хуракансен шучĕ те пысăкланать. Вĕсене ăнăçлă аталантарма патшалăх енчен пулăшу витĕмлĕ. 2008 çултан тытăнса республикăра пĕчĕк бизнеса пулăшма 726,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Сăмах май вĕсене паракан патшалăх пулăшăвĕн виçи кăçал 2008 çулхинчен 8,7 хут пысăкрах пулнă. Пĕтĕмĕшле пулăшу калăпăшĕнче федераллă бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕ виçи 566,5 миллион тенкĕпе танлашать.
Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассипе йышăннă муниципаллă программа пурнăçа кĕрет. Предпринимательство ĕçне тытăнакансене хăйсен бизнесне йĕркелеме Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса парса та пулăшаççĕ. Кăвакал тата хур чĕпписем çитĕнтерессипе, цигейски ăратлă сурăхсем ĕрчетессипе, пĕве ĕç-хĕлне йĕркелессипе, химчистка уçассипе, автомашинăсене диагностика тата техобслуживани тăвассипе кун пек проектсене пăхса тухса ырланă. Ку проектсене пурнăçа кĕртме 600 пин тенкĕне яхăн уйăрса панă. Кунсăр пуçне 5 предпринимателе хăйсен бизнес-проекчĕсене пурнăçа кĕртме 1500 пин тенкĕлĕх грантсем панă.
Январь–сентябрь уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан 50 ытла çын хăйсен ĕçне йĕркелеме кашни 58,8 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Унччен ĕçсĕррисем шутланакансем хăйсен ĕçне йĕркелесе ытти ĕçсĕррисем валли те ĕç вырăнĕсем туса панă.
Районта пĕчĕк бизнеса пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿрес тĕллевпе федераллă центр пулăшнипе Муркаш ялĕнче бизнес-инкубатор тăвас ĕçсем пуçăннă. Çавна валли бюджетран 14,2 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Проектпа пăхнă тăрăх бизнес-инкубаторта пĕчĕк предпринимательствăн 20-е яхăн субъекчĕ вырнаçмалла, 76 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле.
Хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелени, ĕç укçине вăхăтра тÿлесе тăни, экономика тĕлĕшĕнчи тăнăçлăх ĕç укçи шайне ÿстерме май панă. 2011 çулхи январь–август уйăхĕсенче вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 11,1 процент ÿснĕ (республикипе – 11,9 процент).
Социаллă пурнăçпа коммуналлă хуçалăх инфраструктурин объекчĕсене тума тата реконструкцилеме 2011 çулта федераллă бюджетпа республика бюджетĕнчен бюджет инвестицийĕсене 121,9 миллион тенкĕ е республикăри пĕтĕм инвестици бюджечĕн 1,1 проценчĕ чухлĕ уйăрма пăхнă.
Аслă Отечественнăй вăрçăн 39 ветеранĕ хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Федераллă тата республика бюджечĕсенчен финансланипе Хорнуй ялĕ патĕнчи Суратка юхан шывĕ çинчи гидротехника сооруженине тĕпрен юсанă, Муркашра бизнес-инкубатор валли çурта реконструкцилеме пуçăннă.
2011 çулта нумай ачаллă 4 çемьене тÿлевсĕр çĕр участокĕсем илме сертификатсемпе тивĕçтернĕ.
Муркаш район администрацийĕ умĕнче пысăк та пĕлтерĕшлĕ задачăсем тăраççĕ. Район территорийĕнчи ваккăн тавар сутассипе пасарсем тума инвесторсене явăçтарассипе ĕçсене хăвăртлатмалла. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ тунă килĕшÿпе пăхнă пек ял хуçалăх аталанăвĕн тĕллевлĕ задачисене пурнăçламалла, мăйракаллă шултра выльăхсен, вăл шутра ĕнесен шутне сыхласа хăвармалла. Хамăр инф.