26 октября 2011 г.
Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатакансем ытларах
2007 çултан тытăнса 2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 256-ФЗ " «О дополнительных мерах государственной поддержки семей, имеющих детей» Федераллă саккун вăйра. Унтанпа Чăваш Республикинче иккĕмĕш ача çуратакан е усрава илекен 31 пин ытла хĕрарăм ача амăшĕн (çемье) капиталĕн патшалăх сертификатне илнĕ.
Ача амăшĕн капиталĕпе виçĕ тĕрлĕ усă курма пулать: пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, çемьери кирек хăш ачине те пулин вĕрентме тата ача амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнакан пайне пысăклатма.
Ача амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки заявленисене ача 3 çул тултарнă хыççăн йышăнма тытăннă пулнă. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçăнса ку йĕркене улшăну кĕртнĕ. Халĕ ача амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр валли илнĕ кредитсене е заемсене саплаштарма усă курнă чухне ача миçе çулта пулнине пăхмаççĕ. Çакă çамрăк çемьесенчен чылайăшне хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май панă.
Пирĕн районта 2007 çултан тытăнса ача амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне 1004 хĕрарăм илнĕ. 2009 çултан тытăнса 211 çемье ача амăшĕн капиталĕн укçине хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тата ачасене вĕрентме пĕтĕмпе 93 миллион тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран çемьесенчен 98 проценчĕ ку укçа-тенкĕпе тĕп парăма татма тата кредитсемпе заемсен проценчĕсене тÿлеме, пурăнмалли çурт-йĕр тума тата туянма усă курнă.
О. АЛЕКСЕЕВА,
Пенси фончĕн районти
управленийĕн пай пуçлăхĕ.