26 октября 2011 г.
Мĕн çинчен калаççĕ цифрăсем?
Промышленность
Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче районĕпе пĕтĕмпе 1427726,5 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ирнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ку 135,1 процент пулать. Промышленность тата продукци тирпейлекен предприятисен ÿсĕмĕ курăмлă – 1142591,3 пин тенкĕлĕх (142,4 процент) продукци туса кăларнă. «Сундырь-Хлеб», «Моргаушавтотехсервис», «Сеспель», «Моргауши-Хлеб» обществăсем, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ тата «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ кăçалхи тăхăр уйăхра иртнĕ çулхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ пулсан, Муркашри кирпĕч заводĕнче (97,8 процент), Муркашри сĕт заводĕнче (77,6 процент), «Моргаушкорм» обществăра (98,6 процент), Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче (99,6 процент), хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕнче (82,6 процент), Муркаш почтамтĕнче (81,2 процент) кăтартусем чакнă.
Тÿлевлĕ услугăсем парасси
Иртнĕ тăхăр уйăхра çынсене пĕтĕмпе 54545,1 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ усугăсем панă. Ку вăл иртнĕ çулхи кăтартуран 5,3 процент нумайрах. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ертсе пыракан компанийĕ тÿлевлĕ услуга ĕçĕсем 16677,1 пин тенкĕлĕх (106,9 процент), «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ 12135 пин тенкĕлĕх (108,4 процент), «Моргаушрайбыт» общество вара 889,6 пин тенкĕлĕх (88,9 процент) пурнăçланă.
Ваккăн тавар сутасси
Январь–сентябрь уйăхĕсенче ваккăн тавар сутассин калăпăшĕ районĕпе 581056 пин тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан – 117,1 процент. Мăн Сĕнтĕр райповĕ ку кăтартăва иртнĕ çулхинчен 16,4 процент, Муркаш райповĕ 17,6 процент, ытти суту-илÿ предприятийĕсем 17,1 процент ÿстерме пултарнă.
Обществăлла апатлану
Икĕ райпо коллективĕн обществăлла апатлану предприятийĕсем те ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕн предприятийĕсем 33946 пин тенкĕлĕх, Муркаш райповĕн – 24102 пин тенкĕлĕх продукци реализациленĕ, кăтартусене пĕлтĕрхи шайран 18,3 тата 19,2 процент ÿстернĕ.
Строительство
Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче 382098,02 пин тенкĕлĕх инвестицисемпе усă курнă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ку вăл 127,2 процент пулать. Харпăр хăйсен çурт-йĕрне тăвассипе ку виçе 311377,2 пин тенкĕпе (122,3 процент) танлашать. «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртессипе усă курнă инвестицисен виçи – 66632,2 пин тенкĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр пĕтĕмпе 20004,1 тăваткал метр (120,2 процент), вăл шутран харпăр хăйсен çурт-йĕрне 17493,1 тăваткал метр (105,1 процент) хута янă.
Ĕç рынокĕ
Иртнĕ çул çак вăхăтра районĕпе шута илнĕ ĕçсĕррисем 97 çын пулнă пулсан, кăçал вĕсем 70 çын. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,32 процентпа (пĕлтĕр 0,44 процент) танлашать.
Э. СИМАКОВА,
район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.