Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят – ĕмĕрлĕх е..?

26 октября 2011 г.

Ят – ĕмĕрлĕх е..?

Тĕрлĕ сăлтава пула çын хăйĕн ятне улăштарма пултарать. Çак ĕçе туса ирттерме саккун хирĕçлемест.

Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçине Е.Л. Ивановăна каласа пама ыйтрăмăр.

– Елена Львовна, ытларах мĕнле сăлтавсене пула çынсем хăйсен ятне улăштараççĕ?

– Ачасене ят парассинче, уйрăмах юлашки вăхăтра, «мода» хыççăн кайни сисĕнет. Ачана унăн пулас ячĕ хушаматпа е ашшĕ ячĕпе килĕшсе тăманнине пăхмасăрах тĕрлĕ ят параççĕ. Пепкене мĕнле ят хурассине унран ыйтмаççĕ-çке-ха. Ÿссен вара ача хăйĕн ятне килĕштерменнине е тата ăна хăйĕн тантăшĕсем умĕнче ку ятшăн намăс пулнине пĕлтерет. Çапла вара ЗАГС пайне ят улăштарма çул тытаççĕ.

Тепĕр сăлтав. Мăшăрланнă чухне хĕрарăм хăйĕн малтанхи хушаматне хăварать. Ача çуралнă хыççăн (ачин хушамачĕ ашшĕн хушамачĕпе пĕр килет) хĕрарăм хăйне та упăшкин хушаматне илесшĕн пулать.

Е тата вырăс хĕрĕсем ют çĕр-шыв арçынĕсенчен ача çуратаççĕ. Пурăна киле ачана тĕне кĕртес тесе чиркĕве каяççĕ. Анчах та вĕсене тĕне кĕртме православи чиркĕвĕнче килĕшсе тăракан ят çук. Çавăнпах ачана тĕне кĕртейменни пирки пĕлтереççĕ те чиркÿре. Çак сăлтава пула та ачасен ятне улăштараççĕ. Пĕтĕмĕшле – сăлтавсем тĕрлĕрен.

– Ят улăштарас право пирки кăшт тĕплĕнрех каласа парăр-ха, тархасшăн.

– Вун тăватă çул тултарнă хыççăн çыннăн хăйĕн ятне, хушаматне е ашшĕ ятне улăштарма ирĕк пур. 18 çул тултарман çамрăкăн кун пек чухне саккун тăрăх ашшĕпе амăшĕнчен иккĕшĕнчен те, е усрава илнисенчен, е попечительсенчен килĕшÿ илмелле. Килĕшÿ пулмасан ĕçе суд урлă татса параççĕ. 14 çул тултарманнисен ку ĕç ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те ыйтнипе тата опека органĕ ирĕк панипе пулать.

– Ят улăштарнăшăн патшалăх пошлини тÿлемелле-и?

– Çапла. Пошлина пĕр пин тенкĕ чухлĕ. Ят, хушамат е ашшĕ ятне улăштарнине кура ятарлă свидетельство параççĕ. Çын кам пулнине çирĕплетекен свидетельствăпа вара пирĕн пурнăçра ытти нумай документ çыхăнса тăрать. Апла пулсан çак свидетельство тăрăх тата ытти документсене те улăштарма тивет. Сăмахран, ашшĕ е амăшĕ ят-хушамат улăштарни вĕсен ачисен докуменчĕсем çине те витĕм кÿрет. Вĕсем çинчен те ятарлă свидетельствăсем илмелле. Кашниех тÿлевлĕ – 200 тенкĕ.

– Пирĕн районта пурăнакансем кăçал ят, хушамат е ашшĕ ятне улăштарнисем пур-и;

– Кун пирки ыйтса çырнисем кăçал çак вăхăта çитиччен пурĕ пиллĕкĕн пулчĕç. Вĕсенчен пĕр çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме саккунпа килĕшÿллĕн право пулмарĕ. Суд та çакнах çирĕплетрĕ. Пĕлтĕр вара пурĕ тăхăр çын ят улăштарас правăпа усă курнăччĕ.

Анчах та пысăк пĕлтерĕшлĕ сăлтав çук пулсан «модăна» пăхăнас тенипе çеç çуралнă чух панă ята улăштарма васкамалла-ши?

Н. Николаева калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика