22 октября 2011 г.
Е.В. Богданова: «Содружество» кредит кооперативĕ сĕнекен пулăшу пуриншĕн те меллĕ»
Чăваш Республикинче 2003 çултанпа «Содружество» кредит кооперативĕ ăнăçлă ĕçлет, çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерет. Кооператив пулăшăвне республикăра пурăнакансем кăна мар, унăн тулашĕнчисем те аван туяççĕ. Халĕ Мари Эл Республикинче те пĕр уйрăм ĕçлет, унсăр пуçне Красноармейскинче тата Çĕрпÿре. «Содружество» кредит кооперативĕн пулăшăвĕ чылайăшне пулăшнине, малашне те йывăрлăхра çынсемпех пулассине тĕпе хурса хăйĕн ĕç-хĕлне татах та анлăлатрĕ. Çавна май кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнче Муркаш салинче хушма уйрăм йĕркелерĕç, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашма эпĕ унăн директорĕпе Е.В. Богдановăпа тĕл пулса калаçрăм.
лĕ ĕнтĕ малашне Муркашра пурăнакансен те сирĕн пулăшупа усă курма май пур.
– Пирĕн тĕп тĕллев – çынсене кĕске вăхăтра курăмлă пулăшу сĕнесси, çапла майпа вĕсене йывăрлăхра алă тăсса парасси пулса тăрать. Эпир хамăр кооператив членĕсене меллĕ заем илме майсем туса паратпăр, ытти пулăшăва сĕнетпĕр. Пирĕн заем пенсионерсемшĕн, çавăн пекех ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн питĕ вырăнлă. Эпир заема пĕр уйăхран пуçласа икĕ çулччен, автомашина туянас текенсене виçĕ çулччен паратпăр. Пирĕн процент ставкисем ытти кооперативрисемпе танлаштарсан пĕчĕк пулни халăха ытларах та илĕртет. Уйрăм çын тÿлеслĕхне, тупăшне кура кĕске вăхăтлăхлă çăмăллăхлă условисем сĕнетпĕр. Тĕплĕнрех вара специалист патне пырсан калаçма пулать.
– Пĕтĕмĕшле илсен çынсем заема мĕнле тĕллевпе илеççĕ;
– Эпир уйрăм çынсемпе кăна мар, юридически лицосемпе те ĕçлетпĕр. Апла пулсан пирĕн çинче пысăк ответлăх, çакăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çынсем пирĕн кредит кооперативĕн пулăшăвĕпе кулленхи мĕн пур йывăрлăха татса параççĕ. Хăшĕ ĕне туянасшăн, теприн хуçалăхне «кăвак çулăм» кĕртмелле, виççĕмĕшĕ автомашина шинине улăштарасшăн, тархасшăн, вăхăта ан тăсăр, пирĕн пата килĕр – эпир пулăшăпăр. Çавăн пекех çурт-йĕр çĕклемелли материал илме, сывлăха çирĕплетме е тата илемлĕ тум туянма тата ытти валли те. Пирĕн патра вăтăр пин тенкĕ таран илес текенсене поручитель кирлĕ мар. Банка вара ытларах пысăк укçаллă çынсем каяççĕ, кредит кооперативĕсен ĕçне пĕчĕк тупăшлă çынсем валли йĕркелеççĕ.
– Амăш капиталĕн сертификачĕн хуçисем тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр эсир;
– Паллах эпир вĕсене те яланах хапăл тăватпăр. Чи пĕлтерĕшли вара çамрăк çемье патшалăх докуменчĕпе вăхăтра туллин те вырăнлă усă курма, пирĕн пулăшупа çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пултартăр. Çапла майпа укçа-тенкĕне çурт-йĕр туяннă е çĕнĕрен çĕкленĕ çĕре хывма май пур. Çак ĕçе йĕркеленĕ чухне пирĕн пысăк квалификациллĕ юрист укçа илекенпе пĕрле регистраци службинче, Пенси фондĕнче тĕрлĕ документ тума пулăшать. Мĕншĕн тесен суту-илÿ ĕçĕ – кăткăс ĕç. Пирĕнтен пулăшу ыйтни сирĕн ыйтăва кĕске вăхăтра татса пама пулăшать. Опытлă юрист çурт-йĕр тума кирлĕ документсене пухас ĕçе хутшăнать. Çавăн пекех заем килĕшĕвĕ тунă çĕрте тата ыттинче пулăшать.
– Сирĕн пата укçа хума килекенсем та сахаллăнах мар, мĕнле условипе илĕртетĕр-ха ун йышшисене;
– Харпăр хăй укçа калăпăшне татах та ÿстерес текенсене эпир тупăшлă условисемпе йыхравлатпăр. Инвалидсемпе пенсионерсем валли тĕп ставка çумне 1 процентран пуçласа 1,5 процент чухлĕ хушма ставка пама палăртнă. Пирĕн ĕçре чи пĕлтерĕшли – çынсемшĕн усăллă та тупăшлă ĕç тăвасси. Çавна тĕпе хурса малтан хунă тĕп сумма çумне хушма, пĕр пайне илме е тĕрлĕ сăлтава пула хăвăр счет çинчи укçана йăлтах илме май пур. Вăл е ку ĕçе пурнăçласан та процент ставки сыхланса юлать, пурпĕрех укçа хуракан тăкакра юлмасть, эпир çынсен мелĕшĕн тăрăшатпăр вĕт. Процент ставкин калăпăшĕ хăвăр хуракан укçа калăпăшĕнчен килет, вăл çулталăкра 14,5 процента çити пулать.
– Сирĕнпе çыхăну тытакансен хăйсен укçишĕн пăлханма сăлтав çук-и-ха;
– Пачах та çук, эпир 190 номерлĕ-ФЗ «О кредитной кооперации» Федераллă Саккуна, патшалăх регистрацийĕн свидетельствине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Пире çирĕп тĕрĕслеççĕ. «Содружество» кредит кооперативĕ СРО (Саморегулируемая организация-Некоммерческого партнерства «Национальное объединение кредитных кооперативов») членĕ шутланать. Хунă укçа калăпăшне «Содружество» резерв фончĕ тата пурлăхĕ гарантилет. Уставпа килĕшÿллĕн кооператив членĕсен укçи-тенки пайщиксене заем парас ĕçе кăна каять, вăл укçа-тенкĕне эпир ытти çĕре хывмастпăр. Çавăнпа та пайщиксен пăлханма сăлтав пачах та çук.
Ку таранччен заем илсе курнă тата процент мелĕпе укçа хывнă çынсем сисрĕç пулĕ ĕнтĕ пирĕн уйрăмлăхсене, вĕсене йăлтах пулăшу кирлĕ çынсемшĕн йĕркеленĕ. Муркашри пирĕн уйрăм Октябре 50 çул урамри 23 çуртăн 2-мĕш хутĕнче («Сельхозтехникăра») вырнаçнă, тĕп-лĕнрех 62-6-86 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
– Елена Васильевна, паянхи сăлтавпа усă курса Муркаш районĕн пайщикĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр;
– «Содружество» кредит кооперативĕ çак йышри мĕн пур клиента, çавăн пекех çав шута кĕрес кăмăллисене Кредит кооперацийĕн кунĕ ячĕпе саламлать. Пире шаннăшăн, пирĕнпе пĕрле тăрăшнăшăн тав тăвать. Эпир шанатпăр, кооператив малашлăхĕ пысăк, пурнăçламалли вара татах та чылай. Çирĕп сывлăх та телей, çемьере килĕшÿ пултăр сирĕн.
Р. Илларионова калаçнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Немцевсен телейлĕ çемйине куратăр. «Содружество» кооперативăн пулăшăвĕпе вĕсем тин кăна çурт-йĕр ыйтăвне татса пачĕç. Кирек камшăн та çурт-йĕр ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăрать, уйрăмах çамрăк çемьешĕн.
– Эпир питĕ савăнтăмăр, пире çак кооператив ĕçченĕсем тăрăшнипе кĕске вăхăтра пире çурт-йĕрлĕ турĕç. Эпĕ уйрăмах «Содружество» директорне Елена Васильевнăна тав тăватăп. Вăл кирек кама та пулăшма хатĕр, – терĕ Ирина Александровна Немцева савăнăçне пытараймасăр.