Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнене килтех пĕтĕлентеретпĕр

22 октября 2011 г.

Ĕнене килтех пĕтĕлентеретпĕр

Çĕр-шыв аталанăвĕнчи çĕнĕ технологисемпе сервислă пулăшу мелĕсенчен ял çынни те сиксе юлмасть. Çĕнĕлĕхсене алла илессипе ĕне усракансем те катара тăмаççĕ. «Хамăр ĕçлемесен пирĕн килти хушма хуçалăха кам аталантарĕ;» – хăйĕн çине кăна шанса куçран тинкерет ялта пурăнакан. Хресчене хăй туса илнĕ уй-хир е пахча продукцийĕ выльăх витĕр кăларсан кăна ытларах тупăш парать. Шăпах çакна ăнланакан ял çынни çĕр-шыв экономикинчи йывăрлăхсемпе кĕрешсе килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илекенсем хресчене вăхăтра пулăшу парас тĕллевпе кăçал киле тухсах ĕнесем пĕтĕлентерес ĕçе çул пачĕç. Епле пурнăçа кĕрсе пырать вăл; Ял çыннисем тивĕçлипе йышăнчĕç-и ăна; Çак ыйтусем çине хурав шыраса ĕнесене килсене тухса искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе ĕçе пуçăннă операторпа Светлана Юрьевна ГАВРИЛОВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.

– Хăвăрт улшăнакан пурнăçра çĕр ĕçченĕн пур çĕре те ĕлкĕрсе пыма вăхăт хĕсĕкрех. Кунсăр пуçне хăш-пĕр вырăнсенче пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсем панкрута тухнăран ял çыннишĕн килти хушма хуçалăхри ĕнесене искусствăлла пĕтĕлентересси пысăк ыйту пулса тăчĕ. Эсир кÿлĕннĕ ĕç çакна татса пама пулăшать мар-и;

– Çапла. Ялта пурăнакансем те пирĕн ĕçе ăнланчĕç. Ку савăнтарать. Ятарлă специалист киле тухса ĕнесене пĕтĕлентересси – паянхи кун ыйтăвĕ. Пирĕн пулăшупа усă курас çула суйланисем вăхăт перекетленине те палăртмалла. Ку вара паянхи пурнăçра чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăхăт перекетленипе пĕрлех выльăхсен сывлăхĕ те малти вырăна тухать.

– Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерни вăкăрсемпе пĕтĕлентернинчен;

– Тĕрĕс ыйту хускататăр. Шăпах çакăнти уйрăмлăхсене пĕлменрен ĕнесене вăкăрсемпе пĕтĕлентерни ар çыхăнăвĕ урлă сарăлакан чирсене çул парать те. Вăл килти хушма хуçалăх тытакансене чирленĕ ĕнесене сыватас ĕçре укçа-тенкĕ енчен те, вăхăт тĕлĕшпе те пысăк тăкак кÿрет. Çакă вара пулас пăрăвăн сывлăхĕпе аталанăвĕ çине те витĕм кÿрет. Çав вăхăтрах ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентернин тĕллевĕ – кашни ĕнене пăруланă хыççăнхи пĕрремĕш уйăхрах тухăçлă пĕтĕлентерсе хăварасси, ĕнесем хĕсĕр юласран сыхланасси. Практика кăтартнă тăрăх ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсен обществăлла секторта та, килти хушма хуçалăхра та пăру илессипе кăтартусем чылай пысăкрах. Кун пек чух селекципе ăратлăх ĕçĕ те çÿллĕ шайра пулса пырать. Апла пулсан выльăхсен паха енĕсене малалла аталантарма çул уçăлать.

– Эсир ял çыннисем патне килсене тухса хушма хуçалăхсенчи ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме мĕнле вăрлăхпа усă куратăр; Выльăхăн ăратлăх пахалăхĕ пирки калаçма пулать-и кунашкал чух;

– Ял çыннисен ĕнисене киле тухса искусствăлла майпа пĕтĕлентерме эпир хура-шурă ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе усă куратпăр. Тĕрĕсленĕ çак вăрлăха эпир ăратлăх ĕçĕпе тимлекен «Чувашское» уçă акционерлă обществăран туянатпăр. Паянхи кун ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме çак вăкăрсен вăрлăхĕпе усă куратпăр: а) хура-шурă, ăратлă, амăшĕ çулталăкне 9165 килограмм сĕт панă тата сĕтри çу хисепĕ 3,62 процентлă пулнă вăкăр; ă) амăшĕ çулталăкне 10538 килограмм сĕт панă тата сĕтри çу хисепĕ 3,83 процентлă пулнă вăкăр.

– Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессин хакĕпе паллаштараймăр-ши;

– Ял çыннишĕн чи кăсăклă ыйту çакă пуласса ăнлантăм. Анчах манăн хурава та кашниех тĕрĕс ăнланасса шанатăп. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине ирпе тата каçпа пурнăçлатпăр. Çакна пĕрре пурнăçлама 1000 тенкĕ. Енчен те пĕрремĕш пĕтĕлентерÿ тухăçлă пулмасан иккĕмĕш хут оператора чĕнни – 400 тенкĕ.

– Питĕ кăмăллă, анчах сирĕнпе епле çыхăнмалла тата сире ăçта тупмалла;

– Хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче ĕне е тынашка тытакансен вĕсене пĕтĕлентерме вăхăт çитсен тата çак ыйтăва татса пама йывăрлăхсем тухса тăрсан пирĕн патăмăра пĕр тăхтаса тăмасăр çак телефонпа шăнкăравлама пултаратăр: 8-960-300-47-60. Эпир хамăр машинăпах палăртнă вăхăта сирĕн патăра çитĕпĕр.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика