Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăши евĕр чĕрчунсемпе кĕрешетпĕр

22 октября 2011 г.

Шăши евĕр чĕрчунсемпе кĕрешетпĕр

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче уй-хирсемпе сад-пахчасенче шăши евĕр чĕрчунсем йышланса кайнине асăрхама пулать. Каламалла, сивĕ кунсем çывхарнă май вĕсем уй-хиртен çынсем пурăнакан вырăнсене куçаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе кĕрешес ыйту паян килти хушма хуçалăх тытаканăн кун йĕркинче тăрать.

Шăши евĕр чĕрчунсенчен чи пысăк сăтăр тăваканнисем – уй-хир шăшисем. Вĕсем çулталăкĕпех пысăк активлăхпа палăраççĕ: шăрăх вăхăтра – каçпа, сивĕ кунсенче – кăнтăрла. Вĕсен ĕрчеслĕхĕ уйрăмах пысăк пулни – ял çыннишĕн чи çивĕч ыйту.

Кĕр кунĕсенче шăшисем хăйсене хĕл каçма меллĕрех вырăн хатĕрлеççĕ. Вĕсем кăмăллакан вырăнсем: дача çурчĕсен путвалĕсем, сарайсем, ампарсем, утă-улăм упранакан вырăнсем. Хĕл кунĕсенче çак вырăнсенчен шăшисем пур еннелле те çăмăллăнах çÿрейреççĕ. Юр сийĕ вĕсене кушаксемпе тăманасенчен хÿтĕлет. Шăшисем уйрăмах çамрăк улмуççисен çĕр çумĕнчи пайне лайăх кăмăллаççĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан вĕсем ăна вулă тавраллах кăшласа çаврăнаççĕ.

Сад-пахчари шăшисемпе кĕрешессине кĕркуннех пуçăнмалла. Çак тĕллевпе малтанах кил хуçин пахчари тĕрлĕ каяшсен куписене пĕтермелле. Çум курăкĕсемпе пахча çимĕç çеçкисене ним пăхмасăр çунтарса ямалла. Картасем çумĕнче çулăнмасăр юлнă курăксене пĕтерессипе ĕçлемелле.

Шăшисем çамрăк йывăçсене кăшласа сиен кÿреççĕ терĕмĕр те вăл йывăçсен вуллисене рубероидпа е тольпе чĕркемелле. Çак материалсен аялти пайне çĕр айне 5–10 см ярсан та ытлашши пулмасть. Йывăçсем таврашĕнчи çĕре хытă таптаса лартни те шăшисем пырас çула хуплать. Рубероида тул енчен шурă краскăпа сăрлани нарăс-пуш уйăхĕсенчех улмуççисене вĕри çапасран сыхлĕ.

Улмуççи вуллисене полиэтилен хутпа чĕркени питĕ тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен шăшисем ăна кăшлама юратаççĕ кăна.

Паян-ыран сад-пахчара шăшисем валли наркăмăш хурса парассипе ĕçлемелле. Çакна çерем хулăн çĕрте тума ан манăр. Çамрăк йывăçсем нумай вырăнсенче те вăл паянах пурнăçламалли ĕç. Ăна валли çÿхе хăмасенчен тăватă енне те картланă 30–40 см тăршшĕ ансăр «кормушкăсем» хатĕрлемелле. Çак туннельсене шăшисене пĕтермелли «апат» хурса памалла. Çак çуртсенчи шăши «апачĕ» кăвакармасть, пăнтăхмасть. Вĕсене хĕлле юр витсе лартсан та шăшисем вĕсене шăршăпа чиперех шыраса тупаççĕ. Çакнашкал трубкăсемпе усă курни наркăмăша килти чăх-чĕп çиесрен сыхлать. Çуркунне вĕсене силлесе тăкса вилнĕ шăшисене çĕре чавса чикме пулать. Çапах та çак хатĕрсем патне пĕчĕк ачасем пырса вĕсене силлесрен тата вилнĕ шăшисене алла илесрен сыхланмалла.

Уй-хирте тырă нумай юлнăран кăçал шăшисен хисепĕ те пысăкки куç кĕрет. Вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан шăши шăтăкĕсем гектар пуçне 500 штука çитме пултараççĕ. Кунашкал лару-тăру шăшисем кĕрхи культурăсене пысăк сиен кÿресси пирки систерет.

Шăшисен çиме пултараслăхĕ питĕ пысăк. Вĕсем хăйсен кĕлетке йывăрăшĕнчен 3,5 хут ытларах апат çиеççĕ. Хĕлле вĕсем кĕрхи культурăсен çулçисемпе тунисене çисе пурăнаççĕ. Им-çама уй-хире хунипе пĕрлех хуçалăхсен фермисене, складсемпе хранилищĕсене хуни те пысăк усă пулĕ.

Пĕр гектар çинче 100 шăши шăтăкĕ пулни çак чĕрчунсен сиенлĕхĕн экономика чикки шутланать. Çакна ан манăр:

– пĕр шăши çулталăкра 2 килограма яхăн тырă çиет;

– гектар çинче 100 шăши шăтăкĕ пулни çак чĕрчунсен хисепĕ 500 экземпляра çывхарни çинчен пĕлтерет;

– 500 шăши пĕр тонна тырă çисе ярать;

– тырă-пулă пуссисене наркăмăшлă им-çам хурса гектар пуçне вăтамран 270 тенкĕ тăкакланать пулсан çак ĕçĕн усси 18 хут пысăкрах. Им-çам пирĕн филиалта пур.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи агрономи служби шăшисен ĕрчевлĕхне сăнасах тăрасса шанатпăр. Пирĕн тел.: 62-2-77.

А. ПОПОВ,

«Россельхозцентр» филиалăн районти пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика