24 октября 2011 г.
Пурнăçлани курăмлă, тĕллевсем татах та пысăк
Октябрĕн 18-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ĕç-хĕлне çутатакан пресс-конференци иртрĕ. Пресс-конференцие районсенчи тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, ытти ответлă ĕçченсем хутшăнчĕç. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕн канашлуçи Н.И. Володина ертсе пычĕ, тĕрлĕ ыйту хускатрĕ. Пресс-конференцие хутшăннисене республикăри пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх тĕп инспекторĕ И.Г. Никитин ку тĕлĕшри пĕтĕ-мĕшле лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2002 çулта республикăра Чăваш Республикин çурт-йĕр патшалăх инспекцине йĕркеленĕ. Инспекци çине пысăк тивĕç тиеннĕ: пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн ĕç-хĕлне тĕрĕслесси, коммуналлă пулăшупа тивĕçтерессинче граждансен саккунлă интересĕсене туллин хÿтĕлесси. Çынсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе инспекци планпа пăхнă, прокуратура тата республика ертÿçи сĕннĕ тĕрĕслевсене ирттерет, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнать.
Паянхи кун тĕлне республикăра 10233 нумай хваттерлĕ çурт, вĕсенчи пĕтĕмĕшле калăпăш 15 миллиона яхăн тăваткал метр, уйрăм çынсен çурчĕсенчи калăпăш 14 миллиона яхăн тăваткал метр. Пĕтĕмĕшле илсен нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрассипе ертсе пыракан компанисем (паянхи кун тĕлне республикăра 130), юлташлăхсем (498), çурт-йĕр кооперативĕсем (60) ĕçлеççĕ. Хваттере ăшăпа тивĕçтересси, çурт-йĕр çивиттине юсасси, çĕнĕрен тăвасси, пăрăхсене улăштарасси, юсасси тата ку тĕлĕшри хăш-пĕр ĕç вĕсем çине тиеннĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхра инспекци граждансем çырнă 2244 ыйтăва пăхса тухнă. Çынсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе планпа пăхнă 428, прокуратура ĕçченĕсемпе 159 тĕрĕслев ирттернĕ. Çавна май çитменлĕхсене тупса палăртнă, çурт-йĕр организацийĕсем тĕлĕшпе 839 предписани, административлă майпа (933, 2 пин тенкĕлĕх ) йĕркене пăснăшăн 133 протокол çырнă. Хăш-пĕр ертсе пыракан компанисен, юлташлăхсен ертÿçисене явап тыттарма тивнĕ.
Çакăн пек ултавлăх ан пултăр тата вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашмалла. Кунта вара интернетпа усă курасси анлă сарăлнине тĕпе хурса хамăра кирлĕ информацие сайт урлă пĕлме пултаратпăр.
– Кашни юлташлăх, ертсе пыракан компани е кооператив хăй ĕçĕ пирки сайтра кăтартма тивĕç. Енчен те вĕсем халиччен çакна пурнăçламан пулсан ыйтăр, ан именĕр хăвăра хÿтĕлеме, – терĕ Чăваш Республикин Президенчĕн канашлуçи Н.И. Володина кашни организаци ĕçĕнче уçăмлăх пулмаллине палăртса.
Хваттерсенчи ăшă нормăпа пăхнинчен пĕчĕк, вĕри шыв температури тивĕçтермест е сивĕ шыв юхăмĕ начар пулсан тата ытти те граждансем инспекцирен пулăшу ыйтаççĕ. Çитменлĕхсем пур пулсан та коммуналлă пулăшушăн вара çынсем туллин тÿлеççĕ. Кун пек чухне инспекци çынсен ыйтăвне аякра хăвармасть. 2010 çулта граждансен çăхавĕсене тĕпе хурса 14797 пин тенкĕ (перерасчет), кăçал 5600 пин тенкĕ çĕнĕрен шутласа панă.
Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн республикăра тăваттăмĕш çул ĕнтĕ нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Çавна май çак ĕçе валли пĕтĕмĕшле 2,5 миллиард тенкĕ уйăрнă, 1141 çурт «çĕнĕ тум» тăхăнĕ. Юлашки виçĕ çулта нумай хваттерлĕ 1030 çурт тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
– Çурт-йĕрте çутă, газ, шыв счетчикĕсем лартасси çирĕп йăлана кĕнĕ, ăшă счетчикĕпе усă курасси вара хальлĕхе туллин пурнăçланаймасть-ха. Унпа усă курни вара харпăр хăйшĕн питĕ меллĕ, тăкакĕ те пĕчĕкрех, температурăна та кирлĕ пек тытса тăма май парать. Çавна май унăн усси пысăк пулнине тĕпе хурса çитес вăхăтра пур çĕрте те ăшă счетчикĕсем лартмалла, – терĕ çурт-йĕр тĕп инспекторĕ И.Г. Никитин пурне те çак ĕçе пурнăçлама ыйтса.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче монополи ан хуçалантăр, ертсе пыракан компанисен ĕçĕ яр уççăн курăнтăр, пĕр кунлăх фирмăсем халăха ан улталаччăр, пĕчĕк тупăшлă çемьесем пирĕн тимлĕхсĕр ан юлччăр, ответлă ĕçченсен вара пур енлĕ ответлă пулмалла, шаннă тивĕçе туллин пурнăçламалла – çапла тĕллев лартать Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев пирĕн ума.
Р. Илларионова.