22 октября 2011 г.
«Тĕп ыйту – вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси»
2011 çулта вĕрентÿ системине аталантарма патшалăх 20 миллиард тенкĕ уйăрнă. Кун пекки темиçе вунă çулах пулман-ха. Апла пулсан патшалăх вĕрентÿ сфери çине пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Хальхи вăхăтри инфраструктурăна туса хурасси, экономикăн вăйлă механизмĕсене ĕçлеттересси, пултаруллă педагогсене, вĕренекенсене хавхалантарасси тата пулăшасси – çаксем пĕтĕмпех çĕр-шыв экономикине инновациллĕ пĕр тăнăç аталану çулĕ çине илсе тухма пултаракан çĕнĕ ăрăва ÿстерме пулăшаççĕ.
Çакăн пек условисенче пирĕн республикăри вĕрентÿ сфери мĕнле аталанĕ; Шăпах çакăн пирки калаçăпăр та паян Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕпе В.Н. ИВАНОВПА.
– Владимир Николаевич, Чăваш Ен çĕр-шывра вĕрентÿ енĕпе яланах малтисен ретĕнче пулнă. Пирĕн республика ыттисенчен маларах вĕрентÿ системин модернизаци ыйтăвĕсене комплекслă татса парассипе ĕçлеме пуçларĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене, вĕрентÿ учрежденийĕсене оптимизацилессипе, профильлĕ вĕрентĕве тата аслă классенчи ун умĕнхи вĕрентĕве, пуçламăш сыпăкра тĕн культурин никĕсĕсемпе чиркÿпе çыхăнман этикăна пурнăçа кĕртессипе тата ыттипе те пилотлă регион пулчĕ. Паян мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ?
– Вĕрентÿ системине малалла аталанма паян лару-тăру лайăхланса пырать. Республикăри пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системин малашнехи модернизацийĕпе Чăваш Енре комплекслă мерăсем йышăннă. Вĕсем учительсен ĕç укçине ÿстерме, çамрăк специалистсене шкула явăçтарма, ачасене пахалăхлă вĕрентÿпе тивĕçтерме, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пурлăх базине çĕнетсе çирĕплетме тата учительсемпе шкул директорĕсен квалификацине ÿстерме май параççĕ. Çапла вара 2011 çулта çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 408 миллион тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 134 миллион тенкĕ – ĕç укçине ÿстерме. 2011 çулта вăл пĕтĕмĕшле илсен 30 процента яхăн ÿсмелле.
Çапла вара Чăваш Ен историйĕнче пĕрремĕш хут учительсен ĕç укçи экономикăри ĕç укçин вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах пулĕ – 13900 тенкĕне яхăн (2011 çулхи экономикăри ĕç укçин вăтам кăтартăвĕн 106 проценчĕпе танлашать). Уйрăммăн тата акă мĕн палăртмалла: республика ертÿçисем учительсен ĕç укçине кăна мар, психолог педагогсен, социаллă педагогсен ĕç укçине те, питĕ пĕлтерĕшлĕ – воспитательсемпе ача сачĕсенче вăй хуракан педагогсен ĕç укçине ÿстерме те майсем тупрĕç.
Республикăра пултаруллă та хастар педагогсене яланах активлă пулăшса пынă. «Вĕрентÿ» нацпроект пурнăçа кĕнипе пирĕн 700 педагог ытла тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем, Раççей тата Чăваш Ен Президенчĕсен премийĕсен лауреачĕсем пулса тăчĕç. Нумай пулмасть пирĕн президент М. Игнатьев ятарлă указа алă пусса çирĕплетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăри «Чи лайăх учитель», «Чи лайăх воспитатель» тата «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссен çĕнтерÿçисем Чăваш Республикин пуçлăхĕн хавхалантару укçине тивĕçеççĕ: 150 пин тенкĕ, 100 пин тенкĕ тата 50 пин тенкĕ.
Шкулсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерессин активлă тапхăрĕ пырать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнипе пĕрлех шкул автобусĕсен паркĕ те пуянланчĕ. Учитель кунĕнче республика президенчĕ 34 шкула çĕнĕ автобус уççине пачĕ. 2011 çулта вара пĕтĕмĕшле 64 автобус туянма палăртса хунă. Пуçламăш классене вĕрентекенсен ĕç вырăнне автоматизацилеме Чăваш Ене пурĕ 700 комплект оборудовани килсе çитмелле. Тĕп шкулсем компьютер техникипе, шкул библиотекисем художество литературипе пуянланĕç.
– Вĕрентÿ процесĕн условийĕсемпе результачĕсем çине, пирĕн ачасен пĕлÿ пахăлăхĕ çине çакă мĕнле витĕм кÿрĕ?
– Улшăнусем паянах курăмлă. Юлашки çулсенче федераллă тата республика программисем ăнăçлă ĕçленĕрен, вĕрентÿ системине инноваци проекчĕсене кĕртнĕрен шкулсен инфраструктури лайăхланчĕ. Паян вара шкул ачисен 92,3 процентне яхăн хальхи условисенче вĕренет. Вĕсем пахалăхлă пĕлÿ илеççĕ. Çакна шкултан вĕренсе тухакансен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенчи лайăх кăтартăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан Раççей шайĕнчи олимпиадăсен призерĕсем те нумайланчĕç: 16-ран 31-не çитрĕç.
Аслă классенче вĕренекенсен 90 процентне яхăн профильлĕ е уйрăм предметсене тарăннăн вĕренмелли классенче вĕренет. Профильлĕ вĕрентÿ вара ачасене професси тĕрĕс суйлама тата хăйсен тĕллевне пурнăçлама пулăшать. Хальхи вăхăтра шкулти апатланăва лайăхрах йĕркелессипе, сывлăх енчен майсем хĕсĕк ачасене дистанциллĕ майпа вĕрентессипе ĕçсем пыраççĕ. Паянхи тĕп задача вăл – пĕтĕм потенциала усă курса вĕрентÿ пахалăхне çÿллĕрех шая ÿстересси.
Шкулчченхи вĕрентÿ – уйрăм ыйту. Хальхи вăхăтра 1–6 çулхи ачасем республикăра пурĕ 80,5 пин. Вĕсенчен 55 пин ача (68 процент) шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿрет.
– Республикăри сахал тупăшлă çемьесене 1,5 – 3 çулхи садика çÿремен ачасем пуррине кура компенсаци тÿлеме пуçлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çапах та шкулчченхи вĕрентÿ пур ачашăн та уçă пултăр тесе Чăваш Енре тата мĕнле ĕçсем тума палăртнă?
– Президент хушнипе ку ыйтăва тĕрлĕ енлĕн татса парассипе ĕçлетпĕр.
Пĕрремĕшĕ – çĕнĕ ача сачĕсем тăвасси. 2011–2014 çулсенче республикăра 24 çĕнĕ ача сачĕ тата паян ĕçлекен ача сачĕсем çумне 4 пристрой тума палăртнă. Çакă ачасем валли 4570 вырăн йĕркелеме май парĕ.
Иккĕмĕшĕ – малтан ача сачĕн çурчĕ пулнă, анчах та халĕ урăх профильпе усă куракан çуртсене каялла тавăрасси. Ку вăл 20 çурта реконструкцилессипе çыхăннă. Çапла вара – татах та хушма 2890 вырăн.
Республика правительстви тăрăшнипе çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă.
Виççĕмĕшĕ – шкулсенче шкулчченхи ушкăнсем уçасси, уйрăмах ялти шкулсенче. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсенче ачасем сахалрах. Пирĕн кун пек опыт пур: шкулсен 40 процентĕнче паян шкулчченхи ушкăнсем ĕçлеççĕ.
Шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсен структурисене те – килти тата çемье ача сачĕсене – уçма планлатпăр. Хальлĕхе республикăра (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Етĕрне районĕнче) çемье ача сачĕ 11, килти ача сачĕ 2.
– Республикăри вĕрентÿ системин модернизаци тапхăрĕнче Муркаш районĕнчи вĕрентÿ системи мĕнле курăнать?
– Вĕрентÿ системине модернизацилеме Муркаш районне федераллă бюджетран 4 миллион та 387 пин те 800 тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран – 230 пин те 900 тенкĕ. Çак укçа-тенкĕне вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пурлăх базине тата вĕрентÿ условийĕсене лайăхлатма усă курнă.
Шкул библиотекисенче пуçламăш классенче вĕренекенсене валли илемлĕ литература кĕнекисем 7700 экземпляр (1 миллион та 241 пин тенкĕ ытларах) чухлĕ хушăнчĕç. Районти 981 ачана кунсерен шкула 17 автобус турттарать. Шкул автобусĕсем ытларах 2002–2003 çулсенче панисем. Çак уйăхра акă кивелсе юрăхсăра тухнă икĕ автобус вырăнне çĕннисене панă (2 миллион та 195 пин тенкĕ ытларах). Районти пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те энергие перекетлеме май паракан учет приборĕсене пĕтĕмĕшле 337 пин те 500 тенкĕлĕх лартнă. Энергоаудит ирттерме 1 миллион та 172 пин ытла тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă. Çитес вăхăтрах Муркаш районĕнчи шкулсене те пуçламăш класс учителĕсем валли автоматизациленĕ ĕç вырăн комплекчĕсем çитмелле.
Вĕрентÿ пахалăхĕ пирки калас пулсан кăçал Орининти вăтам шкулта ĕçлекен В.И. Алексеева учитель Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçнине, Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене «Малыш» ача садĕнчи В.В. Гусева воспитатель тата Муркашри «Солнышко» ача сачĕ тивĕçнине асăнмасăр иртме çук. Районти шкулсенче вĕренекенсем те акă Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче хăйсене лайăхрах кăтартма пуçларĕç: республика шайĕнчи олимпиадăсенче 45 вĕренекен, Раççей шайĕнче 4 вĕренекен призерсен шутне кĕнĕ. Çапла вара вĕрентÿ пахалăхĕ ÿсни те палăрать.
Районта шкулчченхи вĕрентÿ тытăмĕнче татса памалли ыйтусем пур. Пысăкрах ялсенчи ача сачĕсене кайма – Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте, Москакассинче – черетсем пур. Çулталăк çурăран аслăраххисем кăна 140 ача. Паян кунччен уçнă çĕнĕ ушкăнсемсĕр пуçне çак ĕçе малалла та тăсатпăр. Çитес вăхăтрах Москакассинчи ача садĕнче тепĕр ушкăн уçмалла. Федераллă бюджетран уйăрса панă 418 пин тенкĕне çĕнĕрен уçăлакан ушкăнсене йĕркелеме тăкаклаççĕ. Çитес çулта Муркашра 60 ача вырнаçмалăх малтан садик пулнă çурта реконструкцилемелле. Малаллахи çулсенче тулли калăпăшпа ĕçлемен шкулсем пуррипе усă курса шкулсем çумĕнче ушкăнсем уçмаллине палăртнă.
Учительсен ĕç укçи кăçал виçĕ тапхăрпа ÿсрĕ: июнь уйăхĕнче – оклад 6,5 процент, сентябрьте – хавхалантару пайĕ 14,7 процент, октябрьте – оклад 6,5 процент чухлĕ.
– Юлашки вăхăтра обществăра «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккун проектне активлă сÿтсе яврĕç. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шухăшсем пĕлтерчĕç, тепĕр чух пачах хирĕçлисене те. Ăна йышăннипе мĕн улшăнать?
– Тĕрĕсех, саккун проекчĕпе активлă интересленчĕç, анчах та пулас улшăнусене ăнланманни палăрать. Çынсен чи малтанах акă мĕн ăнланмалла: вĕрентÿ тÿлевсĕр тата уçă пулать. Саккун проектне йышăнсан вара ачасене вĕрентмелли çĕнĕ майсем тупăнĕç, вĕрентÿ учрежденийĕсем харпăр хăй тĕллĕн ытларах ĕçлеме пултарĕç.