22 октября 2011 г.
«Ачасем те ответлăх пирки пĕлччĕр»
Çапла пĕлтерет полици майорĕ И. Петров участковăй (сăн ÿкерчĕкре) Катькасри пуçламăш шкул-ача садĕнчи шăпăрлансемпе тĕл пулнă май.
Октябрĕн 25-мĕшĕнче пирĕн республикăра пĕр уйăха тăсăлнă «Полици тата ачасем» профилактика акцийĕ вĕçленет. Паянхи кунччен акă полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен сотрудникĕсем, участковăйсем тата çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем районти 22 вĕрентÿ учрежденийĕнчи чылай тĕл пулăва хутшăнма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Ачасене йĕркене пăсассинчен асăрхаттарасси вĕсен тĕп задачи пулса тăрать. Çапла вара ашшĕ-амăшĕсемпе тата педагогсемпе пĕрлех ачасен ответлăх туйăмĕ хăйсем тăвакан ĕçсемшĕн яваплăх пулмаллине полицейскисем те вĕрентеççĕ. Вĕсем вырăнсенчи профилактика канашĕсен ларăвĕсене те тăтăшах хутшăнаççĕ.
«Акци вăхăтĕнче паянхи кунччен 1 ачана учета илме тиврĕ, 3 ашшĕ-амăшĕ çине хăйсен тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламанран протокол çыртăмăр, – пĕлтерет В.В. Алексеев, Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçи. – Ку районта ирттернĕ профилактика операцийĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ мар, паллах».
Ачасем хăйсене хăрушсăрлăхра туясси пирĕнтен, аслисенчен, нумай килет. Уйрăмах çул-йĕр çинче. Çавăнпа та ачасене пĕчĕкренех йĕркене пăхăнма, çапла майпа хăрушлăха асăрхаттарма вĕрентесчĕ.
Н. Николаева.