22 октября 2011 г.
Лайăхрах ĕçлеме кăмăл пур
Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больници – районти чи ватă сиплев учрежденийĕсенчен пĕри. Ăна 1878 çулта хута янă пулнă. Пирĕн больницăра чирлисене талăкĕпех сиплемелли 40 койка-вырăн. Кунсăр пуçне пациентсене кăнтăрлахи уйрăмра йышăнма 22 вырăн туса панă. Больницăра 16 тухтăр вăй хурать. Пĕтĕмпе 10 пин çынна пăхса тăратпăр, вĕсене сиплев услугисемпе тивĕçтеретпĕр.
Çавна каласа хăварасшăн. Больница çурчĕ çĕнĕ мар. Çавна май кунта йĕркеллĕ ĕçлеме условисем те пулман темелле. Çулленех çурт çийĕнчен шыв аннипе аптăраттăмăр. Çурт çивиттине лапам тунă пирки ăна вăхăтран вăхăта юсаса тăнинчен те усси нумаях пулман темелле. Тепĕр пĕр-ик çултанах каллех шыв кайма тытăнатчĕ. Кунсăр пуçне ытти юсав ĕçĕсене те туса ирттерес пулать. Ку ыйтăва республика Президенчĕ умĕнче те хускатма тиврĕ.
Юлашки вăхăтра ытти отрасльти пекех сывлăха сыхлассине палăрăмлă çĕнĕ пусăма çĕклессипе тĕрлĕрен программăсем пурнăçа кĕрсе пыни малашлăха çшанăç çуратать. Акă эпир те кăçал сывлăха сыхлассине 2011–2012 çулсенче модернизацилемелли Федераллă программăна хутшăнма пултартăмăр. Каласа хăвармалла, ку программа вăл сывлăх сиплевĕн учрежденийĕсен çурчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе, вĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерессипе тата информатизацилессипе, стандартсем пурнăçа кĕртессипе çыхăннă.
Асăннă программăпа килĕшÿллĕн пирĕн больница çурчĕн çивиттине тĕпрен юсама 3 миллион тенкĕ уйăрса пачĕç. Лапам çивиттине тÿпеллĕ тума палăртрăмăр. Строительство ĕçĕсене тендр выляса илсе Шупашкарти «Арман С» чикĕллĕ яваплăхлă общество строителĕсем пурнăçларĕç.
Строительство ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕк темелле мар. Пĕтĕмпе 1100 тăваткал метр çивиттине çĕнĕрен тумалла пулчĕ. Строительсем июлĕн 18-мĕшĕнче ĕçе пикенчĕç. Юлашки вăхăтра çумăрлă çанталăк вĕсене тухăçлă ĕçлеме чылай чăрмав кăларса тăратрĕ пулин те, çак вăхăта çурт çивиттине туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ больницăра тухтăрсемпе ытти специалистсене тухăçлă ĕçлеме, кунпа пĕрлех чирлисене йĕркеллĕ сипленме те майсем ытларах.
Леонид САМУШКОВ,
Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницин тĕп тухтăрĕ.