Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Организма çирĕплетмелле, врачпа та канашламалла

22 октября 2011 г.

Организма çирĕплетмелле, врачпа та канашламалла

Кĕрхи кунсем çанталăк улшăнăвĕпе пĕрлех вируслă инфекци чирĕсемпе чирлессине те илсе килчĕç. Шăнса пăсăласран, гриппа чирлесрен асăрхансах тăмалла. Организма çак инфекцисенчен сыхланма мĕн пулăшать; Çак ыйтăва эпир Муркашри тĕп больницăн эпидемиолог врачне Г.Г. Соколовăна хуравлама ыйтрăмăр:

– Шăнса пăсăлнинчен, апла пулсан çак вăхăтра тĕрлĕ инфекци ерессинчен организма иммунитет – чир-чĕрпе кĕрешекен вăй – пулăшать. Аслисен иммунитет çирĕпленсе çитнĕ пулсан ачасен вара иммунитечĕ те аталанса çитеймест-ха. Ача сачĕсенче, шкулта, урамра ача организмĕ тĕрлĕ вируссемпе тĕл пулать, вĕсене нумай чух çĕнтереймест те.

Апла пулсан организма ачаранпах пиçĕхтермелле, иммунитета вăйлатмалла. Çакă вăл кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачишĕн, унăн сывлăхĕшĕн яваплă пулнине тепĕр хут аса илтерет. Акă ачана грипп чирне хирĕç кĕрешме прививка тăвас умĕн те медицина ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илеççĕ.

– Прививка пирки тĕп-лĕнрех калас пулсан?

– Паян вакцинаци грипп чирне асăрхаттармалли вăйлă та витĕмлĕ мел шутланать. Вăл грипран кăна мар, шăнса пăсăлнин ытти чирĕсенчен те асăрхаттарать. Грипп вирусне ытларах ачасем сараççĕ. Апла вĕсене прививка туни аслисене те чирлесрен сыхлать. Прививка тунă хыççăн тепĕр 8-10 кунран организмра грипп чирĕнчен хÿтĕлекен вăй аталанса çитет, 12 уйăха яхăн пырать. Прививкăна кашни çул тумалла. Çавăнпа та прививка туни организма чирлесрен сыхлать. Вакцина организмшăн хăрушлăх кăларса тăратмасть.

– Прививка тунă пулсан та пур пĕр хамăра шăнса пăсăласран, грипран асăрхаттарас тесен вара...

– Вăй хурса ĕçлемелле (физическая работа), тĕрĕс те лайăх апатланмалла, витаминсем тата иммунитета пĕр пек лайăх шайра тытса тăма пулăшакан препаратсем йышăнмалла. Çавăнпа та поливитаминсем йышăнни вырăнлă. С витамин кирлĕ. Вăл вара йÿçĕтнĕ купăста сокĕнче, лимонра, кивире, мандаринра, апельсинпа грейпфрутра та нумай. Таврара грипп сарăлнă вăхăтра кунне 2–3 шăл ыхра е сухан çини те пулăшать. Чир паллисем пуçлансанах пыра тата сăмсана фурациллинпа, марганцовка е апат содин растворĕпе чÿхемелле. Сăмсана кунне икĕ хутран кая мар супăньпе çуса илмелле. Урасене горчица ваннинче тытни пулăшать. Пĕр сăмахпа каласан организма хавшама памалла мар. Алăсене тăтăшах супăньпе çумалла. Çемьере кашнин хăйĕн ал шăлли пулсан татах та лайăхрах.

– Грипа ура çинче ирттерсе яракансем те пур. Вĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Нумайăшĕ грипа ура çинчех ирттерсе яма пулать тесе шутлать. Ку тĕрĕс мар. Гриппа чирленĕ чух вырăн çинче выртмалла. Унсăрăн чир тарăна кайма пултарать. Сипленессе те тухтăрсемпе канашламасăр сипленмелле мар. Грипп тарăна кайса пневмони чирне пуçарма пултарать. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла, чир пирки врача пĕлтерме ÿркенмелле мар.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика