Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ çитĕнÿсем

22 октября 2011 г.

Черетлĕ çитĕнÿсем

Çамрăксене сывă пурнăçпа туслаштарни аслă ăру малашлăха шанчăклă пăхни пулать. Çакна Муркашри физкультурăпа спорт комплексĕнчи бокс секцийĕнче ăсталăх туптакан çамрăксемпе вĕсен тренерĕсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Куллен майлах тренировкăсем ирттерни тата тĕрлĕ шайра час-час иртекен ăмăртусене тăтăш хутшăнни – пуçланă ĕçсен çимĕçĕ.

Иртнĕ çу кунĕсенче канура пулнă çамрăксемпе тренерсем кĕр çитсен черетлĕ тренировкăсем хыççăн хăйсен çĕнтерÿ çулĕпе малалла ярса пусрĕç. Авăн уйăхĕн 22–25-мĕшĕсенче Чул хула облаçĕнчи Выкса хулинче бокс вăййин облаçри турнирĕ иртрĕ. Унта Муркашри бокс шкулĕнчен Денис Грачев (36 кг), Гена Балканов (34 кг), Руслан Николаев (42 кг) хутшăнчĕç. Дениспа Гена 1-мĕш вырăн илсе килчĕç пулсан, Руслан хĕрÿ кĕрешÿрен 2-мĕш вырăнпа таврăнчĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче спортри ăсталăха малалла туптама пуçланă 3 боксер авăн уйăхĕн 29–30-мĕшĕсенче Вăрнар районĕнчи Калинино салинче республикăри «Урожай» первенствăран таврăнчĕç. Н. Багдасарян 60 кг виçе категорийĕнче 1-мĕш вырăнпа, М. Николаевпа (64 кг) С. Кожевников (52 кг) 2-мĕш вырăнпа савăнтарчĕç.

Юпа уйăхĕн 6–8-мĕшĕсенче Çĕрпÿ хулинче бокс кĕрешĕвĕн республикăри турнирĕ иртрĕ. Унта Муркашсен 7 боксертан тăракан команди хутшăнчĕ. Хĕрÿ тытăçура Д. Грачев, А. Корчагин çĕнтерÿçĕ ятне, И. Налимовпа М. Николаев тата С. Кожевников 2-мĕш вырăна, Г. Балканов 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Турнир парни пирĕн командăри чи çамрăк боксер çĕнтерÿçĕ ятне илни пулчĕ. 2001 çулта çуралнă Николай Пегасов 30 килограмлă виçе категорийĕнче 3 кĕрешÿре те çĕнтерсе чемпион пулса тăчĕ.

С.В. Черкашин аслă тренерпа РФ спорт мастерĕ С.С. Черкашин, О.А. Сютруков тренерсем тата «Сывлăх» ФСКри бокс инструкторĕ М. Николаев ертсе пыракан боксерсем паян черетлĕ ăмăртусене хатĕрленеççĕ.

– Ял ачисем çавнашкал ÿсĕмсем тунинчен тĕлĕннипе пĕрлех савăнатпăр та. Вĕсен спортри çулĕ вăрăм пуласса шанатпăр, – терĕ ачасен черетлĕ тренировки вăхăтĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Куликов.

Муркашри бокс шкулĕ аталану çулĕпе пыни савăнтарать кăна.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика