22 октября 2011 г.
Пушкăртри чăвашсем патĕнче
Пушкăрт Республикинчи Шаран районĕпе Муркаш районĕ хушшинче экономикăпа культура тĕлĕшпе туслă çыхăну тахçанах йĕркеленнĕ. 2011 çулхи октябрĕн 10–14-мĕшĕсенче Шаран районĕнче чăваш культурин эрни иртнĕ. Муркаш районĕн делегацийĕ шутĕнче унта октябрĕн 14-мĕшĕнче район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева, вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп эксперт специалисчĕ Е.Г. Чернова тата районти Культура çурчĕ çумĕнчи эстрада юррисен «Расна» халăх ансамблĕн коллективĕ хутшăннă.
Муркашсене чăвашсем пурăнакан ял тăрăхĕсенчи учрежденисен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма интереслĕ пулнă.
Чăваш культурин эрнин итогĕсене Дюртюлинчи Культура çуртĕнче пĕтĕмлетнĕ. Делегацие фольклор ушкăнĕпе ял çыннисем кĕтсе илнĕ. Район администрацийĕпе Муркаш район çыннисем ячĕпе пушкăртсене А.Е. Андреева Республика кунĕ тата Шаран районĕнчи чăваш культурин эрни ячĕпе саламланă, пĕр-пĕрин хушшинчи туслă çыхăнусене аталантарса пыни пуриншĕн те усăллă пулнине палăртнă. Делегаци çавра çăкăр, çăкăр-булка изделийĕсем, чăвашсен пуçа тăхăнмалли наци çи-пуçне – тухья тата чăваш писателĕсен кĕнекисене парнеленĕ. Пухăннисем «Расна» ушкăнăн ташши-юррине ăшшăн йышăннă.
Делегаци çул çÿреве хутшăнма май туса панăшăн «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикине, А.Н. Вязов предпринимателе, Муркаш ял тăрăхне, «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçине Л.Г. Ильгечкина, «Рынок «Моргаушский» муниципаллă унитарлă предприятие, Муркаш райповне, «Аршин» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна тав тăвать.
В. ШАПОШНИКОВ.