22 октября 2011 г.
Ачасем те, çитĕннисем те çĕр улми кăларнă çĕрте
«Чувашская топливная компания» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ А.И. Федотов, район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева пĕрлехи информаци кунĕнче Çатракасси ял тăрăхĕнче пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников каланă тăрăх паянхи чи çивĕч ыйту вăл – уйран çĕр улмие пуçтарса кĕртесси. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем 3-мĕш кун ĕнтĕ уйра ĕçлеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» кăларса пĕтеричченех пулăшатпăр хуçалăха», – терĕ Юрий Алексеевич.
Ун хыççăн пурте «Свобода» хуçалăх ертÿçипе В.К. Ананьевпа çĕр улми ани çинче пулчĕç. «Уйра 3 комбайн ĕçлет. Уя уйрăм çыннăн тепĕр копалки те тухрĕ. Хире кунне «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарма 65 çын тухать. Пĕр тонна çĕр улми пуçтарнăшăн 550 тенкĕ тÿлетпĕр», – паллаштарать вырăнти ĕçпе Владислав Кириллович.
Уйра шкул ачисем те аслисемпе тан ĕçлеççĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче Кашмаш шкулĕнче вĕренекенсем çĕр улми пуçтаратчĕç. «Ыран Çатракасси шкул ачисем те пулăшма тухаççĕ», – терĕ хуçалăх ертÿçи.
Кăçал кĕрхи çанталăк çĕр улмие тикĕссĕн пуçтарса кĕртме парасшăн мар. Ана çинче йĕпе пулнăранах ĕнтĕ çĕр улми кăларакан комбайнпа тухăçлă усă курма пулмасть. Юлашки кунсем типĕ килни вара вĕсене те ĕçлеме май туса пачĕ. Çавăнпа та хуçалăхăн комбайнне те, пулăшма кăмăл тунă фермерсен 2 комбайнне те ирхи 3 сехетрен пуçласа каçхи 9 сехетчен ĕçлеттерме палăртаççĕ кунта.
Кашмаш шкулĕнче, чăн та, çав кун кĕçĕн классенчи ачасем кăна вĕренетчĕç. Вĕсене вĕрентекен учительсемсĕр пуçне ыттисем пурте уя тухнă. Е.П. Павлова учительница каланă тăрăх кăçал 10 ача пĕрремĕш хут шкул алăкне уçнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников каланă тăрăх 3 çĕнĕ урамра çамрăк çемьесем пурăннине, кĕçех тепĕр çĕнĕ урам пулнине шута илсен, çулсеренех ачасен йышĕ ÿссе пыма кирлĕ. Ĕç укçи вара, учительсем каланă тăрăх, малтанхинчен палăрмаллах хăпарнă. Вĕсен шухăшĕпе вĕрентÿ системине çĕнетме пуçланăранпа шкулта ĕçлеме те темиçе хут интереслĕрех.
Информаци ушкăнĕ шкулти компьютер класĕнче, ытти классенче, шкул музейĕнче пулса курчĕ.
Çак кун асăннă ушкăн «Моргаушкорм» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра та пулчĕ. Предприятин тĕп бухгалтерĕ Л.Л. Чиновников каланă тăрăх Мăн Сĕнтĕрти уйрăмпа пĕрле предприятире пурĕ 14 çын ĕçлет. Кунта туса кăларакан экструдивлă апата районти пур ял хуçалăх предприятийĕ те туянать. Анчах та вĕсем продукцишĕн вăхăтра тÿлейменни предприятишĕн çăмăлах мар. Çавăн пекех ку продукцие Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем те туянаççĕ. Çапла майпа вĕсем çак выльăх апатне ял халăхĕ патне магазинсем урлă çитереççĕ.
Л. ПАВЛОВА.