22 октября 2011 г.
Демографи лару- тăрăвĕ лайăхланать
Республикăра ачасем çураласси ерипен ÿссе пырать. Ку тенденци 2006 çултанпа палăрать. Танлаштарса пăхма: енчен те 2005 çулта республикăри ЗАГС органĕсем 13284 ача çуралнине регистрациленĕ пулсан, иртнĕ çул çут тĕнчене килекенсем 16354 ача пулнă. 2011 çулхи тăхăр уйăхра 12071 ача çуралнă.
Кунпа пĕрлех çынсем вилесси чакни те ырă туйăм çуратать. 2005 çулта пурнăçран уйрăлнисем 19741 çын пулнă, 2010 çулта – 1508 çын сахалрах. Пурăнакансен пĕтĕмĕшле хисепĕ çулталăк хушшинче чакасси пилĕк çул хушшинче 6457 çынран 1879 çынна юлнă.
Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланасси çине чи малтанах правительство шайĕнче, вăл шутра республика шайĕнче те ачаллă çемьесем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнни ырă витĕм кÿрет. Çемьесенче иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасем çураласси те ÿсет. Пилĕк çул каялла вĕсен шучĕ çуралакан пĕтĕм ачасен 45 процентĕнчен ытла пулман. 2011 çулхи тăхăр уйăхра çемьесенче иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасем çураласси пĕтĕмпе çуралнисен 50 проценчĕ урлă каçнă.
Çакна, паллă ĕнтĕ, финанс ыйтăвĕпе кăна çыхăнтармалла мар. Кунпа пĕрлех çĕр-шыв тата республика ертÿçисем йышăнакан ытти мерăсем те пĕлтерĕшлĕ. Кунта чи малтанах 2011–2015 çулсем валли йышăннă «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммине, «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе 2002–2015 çулсенче патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» республика программине асăнмалла. Вĕсем çамрăксене хăйсен çурт-йĕр ыйтăвне татса парассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ документсем пулса тăраççĕ. 2006 çултан тытăнса «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» федераллă подпрограммăпа килĕшÿллĕн 2552 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвне илсе хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. «Çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвне татса парассинче 2003–2010 çулсенче патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» республика программипе килĕшÿллĕн 5819 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
Çемьере 3 е ытларах ачаллă çемьесене республикăра тÿлевсĕр майпа çĕр участокĕсем уйăрса парса та пулăшаççĕ, ача амăшĕн капиталне илме те право сыхланса юлать. Унăн виçине çуллен индексацилеççĕ. Чăваш Республикин территорийĕнче 2011 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 232 çемьене çĕр участокĕ илме сертификатсем уйăрса панă.
Енчен те çемьен хăйĕн пурăнмалли çурчĕ е хваттерĕ пур пулсан, унта хăйсен йăли-йĕркисем те сыхланса юлĕç, ачасем çуралса ÿсĕç. Вĕсем вара – пирĕн пуласлăх, малашлăх. Çирĕп çемьере чи пĕлтерĕшли – хăйсемпе юнашаррисемшĕн тăрăшасси.
Республикăра 2011 çулхи 9 уйăхра мĕн чухлĕ ача,
вăл шутра çемьере иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасем мĕн чухлĕ çуралнине кăтартни
(цифрăсен колонкисенче: миçе ача пĕтĕмпе çуралнă тата вăл шутран иккĕмĕшпе хыççăнхи ачасем)
Улатăр районĕ 123 53
Элĕк районĕ 147 90
Патăрьел районĕ 343 201
Вăрнар районĕ 286 174
Йĕпреç районĕ 218 132
Канаш районĕ 333 196
Куславкка районĕ 128 73
Комсомольски районĕ 199 116
Красноармейски районĕ 119 68
Хĕрлĕ Чутай районĕ 114 64
Сĕнтĕрвăрри районĕ 181 99
Муркаш районĕ 300 173
Пăрачкав районĕ 73 48
Вăрмар районĕ 209 133
Çĕрпÿ районĕ 352 204
Шупашкар районĕ 513 256
Шăмăршă районĕ 124 83
Çĕмĕрле районĕ 56 38
Етĕрне районĕ 230 136
Елчĕк районĕ 136 84
Тăвай районĕ 124 73
Улатăр хули 296 159
Канаш хули 497 267
Çĕнĕ Шупашкар хули 1341 644
Шупашкар хули:
Калинин районĕ 1942 934
Ленин районĕ 1379 620
Мускав районĕ 2054 904
Çĕмĕрле хули 254 142
РЕСПУБЛИКИПЕ 12071 6164