Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ыйтусене хуравлаççĕ

19 октября 2011 г.

Сирĕн ыйтусене хуравлаççĕ

Граждансен 2011 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕнчи ыйтăвĕсем çине панă хуравсем

ЫЙТУ: – Исетерккĕ ялĕнчи çула хăçан туса пĕтереççĕ?

(Л.Г. Ковалева, Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ; М.В. Митрофанова, Исетерккĕ ял старости).

ЧР Строительство министерстви: – 2007 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче йышăннă 257-ФЗ " «Об автомобильных дорогах и о дорожной деятельности в Российской Федерации» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсем тăвасси вырăнти самоуправлени органĕсен полномочийĕн шутне кĕрет.

Муркаш район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Исетерккĕ ялĕнчи автомобиль çулне 2008 çулта вырăнти бюджет шучĕпе тума тытăннă. Вырăнти бюджетра укçа çитменнине пула 2009 çултан тытăнса çак вăхăтчен çул тăвас ĕçсене пурнăçлайман. Май килнипе вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрсан çул тăвас ĕçе пуçăнĕç.

ЫЙТУ: – «Мечта» ача сачĕн пристройне çывăх вăхăтрах тума тытăнма май çук-ши;

(Г.А. Шолкова, Мăн Сĕнтĕрти шкул çулне çитменнисен «Мечта» вĕрентÿ учрежденийĕн заведующийĕ).

ЧР Вĕрентÿ министерстви: – ЧР Президенчĕн 2010 çулхи майăн 17-мĕшĕнче йышăннă 61 " «О мерах по повышению доступности услуг в сфере дошкольного образования» Указне, ЧР Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 422 " «О внесении изменений в постановление Кабинета Министров Чувашской Республики от 25.09.2008 " 293» йышăнăва тĕпе хурса «Развитие системы дошкольного образования в Чувашской Республике на 2011–2020 годы» подпрограммăна улшăнусем кĕртнĕ. Сăмах кунта шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене тума тата реконструкцилеме укçа уйăрассине ÿстересси пирки пырать. 2011–2014 çулсенче шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене çĕнĕрен 24 тата пристройсем 4 тума, урăх профильпе усă курма пуçăннă 19 çурта каялла шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсем валли тавăрма тата реконструкцилеме пăхнă.

Демографи лару-тăрăвне тата шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсем кирлине шута илсе «Развитие системы дошкольного образования в Чувашской Республике на 2011–2020 годы» подпрограммăна улшăнусем кĕртнĕ май Мăн Сĕнтĕрти шкул çулне çитменнисен «Мечта» вĕрентÿ учрежденийĕн пристройне 2015 çулта тума тытăнма палăртнă.

ЫЙТУ: – Юнкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта спортзал хăçан пулĕ? Пристрой тумалли ĕç проекчĕ те пур, патшалăх экспертизине ирттернĕ.

(В.Г. Федоров, Юнкă шкулĕн директорĕ).

ЧР Вĕрентÿ министерстви: – Раççей Федерацийĕн Бюджет Кодексĕпе тата Чăваш Республикин 2004 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă 19 " «Об организации местного самоуправления в Чувашской Республике» Саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тивĕçтернĕ май финанс тĕлĕшĕнчен тухса тăракан ыйтусене вырăнти бюджет шучĕпе татса памалла.

Чăваш Республикин 2004 çулхи майăн 25-мĕшĕнче йышăннă «О государственной поддержке инвестиционной деятельности в Чувашской Республике» Саккунĕпе тата ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче йышăннă 428 " «Об утверждении правил формирования и реализации республиканской адресной инвестиционной программы и порядка оценки эксплуатационных расходов будущих периодов инвестиционных проектов, финансирование которых осуществляется в рамках республиканской адресной инвестиционной программы» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕнче спортзал валли пристрой тума субсиди уйăрас ыйтăва инвестици политикин канашĕ Муркаш район администрацийĕ çак объекта тума кирли пирки ыйтсан пăхса тухĕ.

ЫЙТУ: – Ялти вырăнта ĕçлекен строительство организацийĕсене ятарлă строительство техники тата оборудованийĕ туянма процент ставкисене субсидилеме май çук-ши?

(В.Н. Семенов, «МСО «Моргаушская» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ).

ЧР Строительство министерстви: – Агропромышленность комплексĕнче продукци туса хатĕрлекен тата продукци тирпейлекен предприятисене инноваци тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕнче патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе илнĕ кредитсемшĕн процент ставкисене субсидилессине пăхнă.

Хальхи законодательствăпа ялти вырăнта ĕçлекен строительство организацийĕсене строительство техникипе оборудованине туянма илнĕ кредитсен процент ставкисене субсидилессине вара пăхса хуман.

ЫЙТУ: – Ялта ял строительствинче ĕçлекен çамрăк специалистсене çурт-йĕр туянма е тума социаллă тÿлевпе тивĕçтерессипе «Социальное развитие села до 2013 года» Федераллă тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртме май пур-и?

(В.Н. Семенов, «МСО «Моргаушская» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ).

ЧР Ял хуçалăх министерстви: – Ялта пурăнакан граждансене, вăл шутра çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çурт-йĕр туянма е тума социаллă тÿлевсемпе тивĕçтерессин Типлă положенийĕпе килĕшÿллĕн социаллă тÿлеве ялта пурăнма çурт-йĕр тума е туянма параççĕ.

Типлă положенипе килĕшÿллĕн тĕп условисенчен пĕри вăл çамрăк специалист, çамрăк çемье членĕ (вĕсем 35 çула çитмен пулсан) агропромышленность комплексĕнче е ялти социаллă сферăра ĕçлени е 5 çултан кая мар ĕçлеме килĕшÿ туни пулса тăрать.

Агропромышленность комплексĕн организацийĕсем шутне ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем («О развитии сельского хозяйства» Федераллă саккунăн 3-мĕш статйинче палăртнисем) кĕреççĕ.

Ял строительствинче вăй хуракансем асăннă федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем шутне кĕмеççĕ. Çавăнпа та асăннă организацисенче вăй хуракансене çурт-йĕр тума е туянма социаллă тÿлевпе тивĕçтерме май çук.

Асăннă организацисенче вăй хуракансем яллă вырăнта пурăнакан граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассин программипе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика