19 октября 2011 г.
«Çара каяссинчен хăрама кирлĕ мар»
Октябрĕн 1-мĕшĕнче призыв пуçланчĕ. Çакна май пирĕн редакци хăни паян – ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Е. Андреев.
– Вениамин Ермолаевич, Муркаш тăрăхĕнчен çамрăксене çар ретне чĕнесси мĕнле пырать;
– Кăçалхи кĕркунне Муркаш районĕнчи 200-ре яхăн çамрăка сывлăх тĕлĕшпе çар ретне тăма юрăхлине е юрăхлă маррине палăртма чĕннĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ врачсен тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Комисси витĕр тухнисенчен 50 процент кăна çара кайма юрăхлине палăртнă, 10 проценчĕ çар ретне тăма пачах та юрăхсăр. Çар ретне тăма юрăхлисенчен çурри саккунта палăртнипе çар ретне каймасть. Тепĕр майлă каласан вĕсене пурне те отсрочка панă. Çапла вара çара кайма юрăхлисем кĕркуннехи призыв вăхăтĕнче çара каяççĕ. Каласа хăвармалла, вĕсенчен нумайăшĕ аслă тата вăтам профессиллĕ пĕлÿ илнĕ.
– Салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнакансем те пур пулĕ-ха;
– Паянхи куна «правур» каччăсем районта 15-ĕн: 1985–1989 çулсенче çуралнисем. Çар ретне тăрассинчен хăраса çар комиссариатне килмеççĕ, повесткăсем те илмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те вĕсем пирки пĕлтермест. Ачисемпе пĕрлех хăйсем те саккуна пăснине вĕсем ăнланасшăн мар курăнать. Тĕрĕссипе каласан вĕсенчен çуррине яхăн çар ретне тăма та юрăхсăр, медкомисси тĕрĕслевне тухса çар билетне илмелле çеç. Çакна вĕсем пурте пĕлеççĕ.
– Апла сирĕн пата пыманнин сăлтавĕ мĕнре;
– Шикленеççĕ. Хăрамалли вара нимĕн те çук. Медицина тĕрĕслевне туса ирттермелле: хăйсен сывлăхĕ мĕнле пулнине пĕлмелле. Комисси пĕтĕмлетĕвĕпе яш çар ретне тăма юрăхсăр пулсан – çар билетне илмелле, юрăхлă пулсан – саккунпа килĕшÿллĕн пĕр çуллăх салтака каймалла.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене те, çамрăксене те чĕнсе калатăп: çар комиссариатне килмелле, пур ыйтăва та саккуна пăхăнса татса пама тăрăшмалла. Кам службăран хăраса çĕр-шыва хÿтĕлес тивĕçе пурнăçласшăн мар, вĕсен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма тивет (РФ УК 328 статйи). Паянхи куна республикăра тарса çÿрекен çамрăксене судпа айăпланă тĕслĕхсем, 50–200 пин тенкĕ штраф тÿлеттерни те пулнă. Шел пулин те, çав шутра Муркаш район çамрăкĕ те пулчĕ.
– Служба хыççăн контракт çырса малалла хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтаракансем те пур вĕт-ха.
– Муркаш районĕн çамрăкĕсем салтак службинче хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем пĕр çулталăк служба хыççăн кăмăлĕпе çирĕпленеççĕ, пурнăç çине урăхла пăхма пуçлаççĕ. Хăшĕ-пĕри вара малаллахи пурнăçне çарпа çыхăнтарать. 2011 çулта салтак службинче тăнă хыççăн вунă çамрăк тепĕр хут çара контрактпа кайрĕ. Анчах пурне те унта илмеççĕ. Контрактпа çара каяс текенĕн специальность, çирĕп сывлăх тата моральпе психика çирĕплĕхĕ кирлĕ.
Раççей çарĕ çĕнелсех пырать. Малашне ытларах контрактпа службăра тăракансем пулĕç. Вĕсен ĕç укçи те пысăкланать. Тĕслĕхрен, çитес çултан рядовой 25–28 пин тенкĕ илĕ, сержант – 30–40 пин тенкĕ. Социаллă ыйтусем те татăклăн пурнăçланаççĕ. 35–45 çулта пенсие тухма пулать. 20 çул ытла çар службинче тăрсан – тÿлевсĕр хваттер, сывлăха та тÿлевсĕр çирĕплетме пулать. Акă 1994–1996 çулсенче контрактпа çара кайнисем паян пенси укçи илеççĕ, хулара – хваттер, ялта – çурт. Пурте ĕçлеççĕ.
Службăран хăрама кирлĕ мар. Сăлтавĕ те çук.
Н. Николаева.