Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникулта – лагере

19 октября 2011 г.

Каникулта – лагере

Хаçатăн 78-мĕш номерĕнче шкул ачисен кĕркуннехи каникулта лагере кайма май пурри çинчен пĕлтернĕччĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ ятарлă конкурс ирттерсе Муркаш ачисем ăçта канма каяссине палăртнă. Вăл – «Чувашиякурорт» санатори» акционерсен хупă обществи (çулталăкĕпех ĕçлекен «Жемчужина» ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерь). Ачасене кунне 5 хут апатлантараççĕ. Тĕрлĕ сиплев процедурисем пулаççĕ. Воспитательсем вĕсемпе занятисем ирттереççĕ. Лагерьте бассейн ĕçлет. Кунсăр пуçне кану программине Шупашкар хули тăрăх курса çÿрессине те кĕртнĕ.

Путевка хакĕ 3085 тенкĕ те 37 пус. Ашшĕ-амăшĕсен 308 тенкĕ те 54 пус кăна тÿлемелле пулать. Заявленисене октябрĕн 28-мĕшĕччен вĕрентÿ пайĕнче йышăнаççĕ. Лагере каяс умĕн педиатр патĕнче е çемье врачĕсем патĕнче пулса справка (5 талăк вăйра) илмелле. Санэпидемстанцире ирттерекен тĕрĕслев кăтартăвĕсем икĕ талăк вăйра пулнине шута илме ан манăр. Лагерьте канмалли вăхăт – ноябрĕн 1–7-мĕшĕсем.

Тĕплĕнрех 62-0-92 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика