Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр кунĕсенче

15 октября 2011 г.

Кĕр кунĕсенче

Çут çанталăк майĕпен хĕл еннеллех сулăнать. Ку вăхăтра хресчен выльăхсене хĕле куçармашкăн хатĕрлет. Уйсемпе çарансем пушаннă май выльăхсем валли ешĕл апат сахалланать. Çавна май вĕсене килте хушма апат пама пуçламалла.

Çанталăк, кун йĕрки улшăннине выльăхсем хăвăрт туяççĕ, вĕсем начартарах çиме пуçлаççĕ.

Çу каçа пахча çимĕç, купăста, тымар çимĕç ÿснĕ лаптăксене кăларса ярас умĕн ял çыннин выльăхсене утă-улăм пани вырăнлă. Çакă вĕсене кÿпĕнесрен хÿтĕлет.

Самăртма хупнă выльăхсен рационне кĕрхи вăхăтра концентрат хушмалла. Çакă какая тутлăрах та пахарах тăвать.

Таврара йĕпе çанталăк хуçаланма пуçланă май витесенче ай сарăмсене тасатсах тăмалла. Тислĕке вăхăтра кăлармасан витере сиенлĕ газсем пухăнаççĕ те выльăхсене чирлеттерме пултараççĕ.

В. ИЛЬИН,

выльăх тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика