15 октября 2011 г.
Горчица ÿстернин пĕлтерĕшĕ
Маларахри вăхăтра кĕр кунĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» кăларса илнĕ хыççăн тата пахча çимĕçрен пушаннă йăрансене ял çыннисем çĕр пулăхлăхне лайăхлатма ыраш е кĕрхи тулă акса хăваратчĕç. Çуркунне çитсен ăна сухалатчĕç те каллех çĕр улми, пахча çимĕç, тымар çимĕç лартатчĕç. Паллах тислĕк тăкасран та ун чух пăрăнман. Халĕ вара ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх сахал тытма пуçланăран килти хушма хуçалăхсенче тислĕкĕ те сахалрах, çавна пулах ăна туянасси те паян ыйтуллă. Кунпа пĕрлех пахчаçăсем тислĕкпе пĕрле пахчана çум курăк нумай тухнине пытармаççĕ. Унпа кĕрешесси вара тепĕр ыйту. Çавăнпа та пахчаçăсем тислĕк вырăнне симĕс удобренипе усă курма пуçлани вăй илет.
Юлашки çулсенче нумай килти хушма хуçалăхра çĕр улми анисене горчица акма пуçларĕç. Кăшт маларах акнă анасем çинче вăл паян шит çÿллĕшех ÿссе кайнă ĕнтĕ. Мĕн-ха вăл горчица? Пур-и унăн усси? Епле усă курмалла унпа? Горчицăпа ĕçлес технологи еплерех? Çак ыйтусем çине хурав шыраса район хаçачĕн сотрудникĕ Анатолий БЕЛОВ пуян опытлă пахчаçăпа, ăста агрономпа, районта чылайăшĕ пĕлекен Леонид Федорович ФАДЕЕВПА тĕл пулса калаçнă. Паян çак калаçупа хаçат вулакансене паллаштаратпăр.
Çĕр пулăхлăхĕ
– Леонид Федорович, малтанах горчица мĕнле культура пулнипе паллаштарăр-ха тархасшăн; Илтессе илтнĕ, анчах çителĕклĕ пĕлетпĕр-и-ха эпир ун çинчен?
– Пурнăçра тĕрлĕрен çĕнĕ технологисем тăтăшах вăй илнĕ вăхăтра çĕр ĕçĕнче те вĕсемсĕр мар. Горчицăна манăн шăпах çакăнта кĕртес килет. Ял çыннишĕн вăл çĕнĕрех культура пулнăран нумайăшĕ унпа тулли тĕллевлĕ усă кураймасть. Горчицăн пĕлтерĕшĕ вара çĕр ĕçĕнче пĕчĕк мар. Çĕр улми пуссисене тислĕк тăкассипе кашниех ĕçлесе çитерейменрен хăшĕ-пĕри пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ пусă çаврăнăшне горчица ятлă культурăна кĕртет. Симĕс удобрени (ун шутне сидераллă культурăсене кĕртеççĕ) вырăнне ÿстерекенскере çĕр улми кăларсанах, пахча çимĕç пуçтарса илсенех акса хăвараççĕ. Вăхăт çитсен ăна тăпрана органикăллă япаласемпе пуянлатма сухаласа пăрахаççĕ. Мĕнрен усăллă-ха сидератсем; Малтанах вĕсем тăпраран – тымар аталанмалли вырăнтан – тутлăхлă япаласем тухса каяссине чараççĕ, гумус шайне ÿстерсе çĕр пахалăхне лайăхлатаççĕ. Çĕрте гумус мĕн чухлĕ нумайрах – унăн ăшă тытаслăхĕ те çавăн чухлĕ пысăкрах, шыв пăсланса тухасси сахалрах пулнăран ял хуçалăх культурисен çĕрти нÿрĕкпе тухăçлă усă курасси ытларах. Гумус тăпрари микрофлорăна усăллă ĕçлеме пулăшать. Ÿсен-тăрансен тымар системин биомасси çĕре органикăллă каяшсемпе пуянлатать. Симĕс удобренипе усă курнă чух тăпрара азот тытăмĕ çеç мар, ытти пулăхлă япаласен виçи те ÿсет. Симĕс удобрени тăпрара хăвăртрах ирĕлсе каять, кислотноçе чакарать, нÿрĕк тытаслăх ÿсет. Çапла вара симĕс удобрени шучĕпе люпин, донник, горчица, люцерна, фацели ÿстерни вырăнлă.
– Горчицăн историйĕ пирки калаймăр-ши? Ăна акнă анасене кĕркунне е çуркунне сухаламалла?
– Шурă горчица – пĕр çул ÿсекен культура. Тымарĕсем тарăна кайнăран симĕс масси те 30-80 сантиметр çÿллĕшех пулать. Вăл нÿрĕке юратакан, сивве чăтăмлă ÿсен-тăран. Горчицăн историйĕ тарăна каять. Унăн хăш-пĕр тĕсĕсемпе Авалхи Грецире тата Римра усă курнă пулсан та горчицăн тăван çĕр-шывĕ Ази шутланать. Сирĕн ыйтăвăр çине хуравласа малтанах çакна калатăп. Вăрăм куна юратакан ÿсен-тăран чечеке лариччен 45-60 кун аталанать, вăрă пулса çитиччен 80-90 кун иртет. Çак культурăна çăвĕпех (авăн уйăхĕччен) акма юрать. Ÿсен-тăран чечеке ларма пуçласан ăна йăран çинчех пусса тухса тăпра айне тумалла. Ман шутпа вăл чи йÿнĕ органикăллă удобрени.
– Асăннă ÿсен-тăранăн пусă çаврăнăшĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки те пĕлес килет.
– Горчицăн пусă çаврăнăшĕнчи пĕлтерĕшĕ пысăк. Унăн тымарĕ хатĕрлекен органикăллă кислотасем çĕрпе хутăшса унччен илме йывăр пулнă апатлану элеменчĕсене ÿсен-тăран çăмăллăн илекен формăсене куçараççĕ. Кунпа пĕрлех горчица çĕртен ытти ÿсен-тăран илме пултарайман макро- тата микроэлементсене илме пултарать. Çавăн пекех горчица çĕр улмин чирĕсемпе, çав шутра фитофторозпа та, кĕрешме пултарать. Тĕрĕслевсем çакна та палăртаççĕ: горчица акнă анасем çинче проволочниксен йышĕ палăрмаллах чакать. Горчица акнă анасене хура кĕркунне сухалани çак сăтăрçăна йышлă пĕтерме май парать.
Эрози сыхлавĕ
– Горчица ăшша-сивве тиркемесĕрех кĕске вăхăтра çитĕнсе аталанма пултарни çĕр эрозийĕпе кĕрешме те лайăх пулĕ?
– Çапла. Килти хушма хуçалăхсенчи, сад участокĕсенчи нумай çĕр лаптăкĕсем сăртлă вырăнсенче вырнаçнă. Кунта çил тата шыв эрозийĕн хăрушлăхĕ пысăк. Çакăнта та горчица ял çыннине пысăк пулăшу парайрать. Сăртра вырнаçнă анасемпе йăрансене çĕр улмипе пахча çимĕçрен пушансанах горчица акни – эрозипе кĕрешмелли вăйлă çул. Симĕс удобрени валли горчицăна пĕр сотка çине 200–300 грамм акмалла. Кĕреплепе тураса çĕр айне тумалла. Хăвăрт ÿсекен горчица нумай çум курăкĕшĕн те тăшман пулса тăрать. Çакă та килти хушма хуçалăх е сад участокĕ тытаканшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара горчица акакан пĕр вăхăтрах пахчари çĕре органикăллă япаласемпе те пуянлатать, унти çум курăкĕпе те тухăçлă кĕрешет.
Сывлăхшăн
– Леонид Федорович, горчица сывлăхшăн та пысăк усăллă пулнине илтнĕччĕ. Çак вăрттăнлăхпа паллаштараймăр-ши?
– Кăна тухтăрсем лайăхрах ăнлантараççĕ пулĕ. Çакна çеç калатăп. Горчица сывлăхшăн питĕ усăллă ÿсен-тăран. Турципе Венесуэлăра, тĕслĕхрен, горчица вăррисемпе сосудсен склерозĕпе, гипертонипе, вар-хырăм пăсăлнă чух, ревматизм, экзема чирĕсемпе аптăрасан усă кураççĕ. Пĕлекенсем çак культурăн вăрринчен апат-çимĕçре усă куракан горчица хатĕрлеççĕ. Çулçисемпе салатсенче усă кураççĕ.
Шурă горчица – пыл паракан ÿсен-тăран. Ăна акакансем кашни гектартан 100 килограмм таран пыл илейреççĕ. Горчица пылĕ шупка сарă тĕслĕ, тутлă шăршăллă тата пылак.
– Тавта пуç усăллă калаçушăн.