15 октября 2011 г.
Сăмах ăратлă выльăх пирки
Экономика аталанăвĕ шав малалла аталаннă май çĕр ĕçĕнче вăй хуракансем те элитăллă тырă-пулăпа пахча çимĕç вăрлăхĕпе, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлессине мала кăларма пуçларĕç. Урăхла епле-ха, куншăн патшалăх пулăшăвĕпе те çителĕклĕ усă курма пулать-çке. Çакна ăнланнисем аталану çулĕпе сулмаклă утăмлаççĕ.
Ăратлă выльăх ĕрчетессипе районта 6 пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçлет. Вĕсен пулăшăвĕпе ытти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе пĕрлех килти хушма хуçалăх тытакансем те анлăн усă курма пултараççĕ. Мал ĕмĕтпе пурăнакансем çапла тăваççĕ те.
– Паянхи йывăр вăхăтра та хуçалăхсем ăратлăхпа ĕçлес çула суйлани савăнтарать. Кунта малтанах ăратлă выльăх ĕрчетессипе пĕр çул мар вăй хурса завод ятне илнĕ хуçалăхсене палăртса хăвармалла. Вĕсем: ăратлă сыснасемпе ĕçлекен «Свобода» тата Е. Андреев ячĕпе хисепленекен тата мăйракаллă шултра выльăхсен ăратлăхĕпе тимлекен «Ударник» хуçалăх-заводсем. Çак виçĕ хуçалăхсăр пуçне ăратлă выльăхпа ĕçлекен репродукторсем те пур. Кунта сыснасемпе тата мăйракаллă шултра выльăхсем çинче специализациленекен Суворов ячĕпе хисепленекен, тынашкасем ÿстерессипе «Оринино», ăратлă сыснасемпе ĕçлессипе «Герой» хуçалăхсене палăртмалла. Вĕсем хăйсен выльăхĕсене ытти хуçалăхсемпе пĕрлех ял çыннисене те сутаççĕ. Ăратлă выльăх туяннă çыннăн кун пирки патшалăхран субсиди илме документсем тăратмалли çеç юлать. Пĕр килограмм чĕрĕ виçешĕн республика бюджетĕнчен 50 тенкĕ тавăрса пани – ял çыннишĕн пысăк тĕкĕ, – терĕ хăй районти ăратлăх ĕçĕпе туслă пулнине палăртса «Ударник» хуçалăхăн Йÿçкассинчи сĕт ферминче выльăх пăхакан А. Андреев. Кăçалхи ăратлă выльăхсен куравĕнче хуçалăхран илсе пынă 10–12 уйăхсенчи тынашка Андрей ертсе пынипе хăйсен ушкăнĕнче 2-мĕш вырăна тухрĕ.
Каласа хăвармалла. Ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен хуçалăхсем кăçалхи 9 уйăхра ăратлă вăкăрсене 3 («Ударник»), тынашкасене «Свобода», «Ударник» хуçалăхсем 19 пуç, сысна аçисене 78 пуç («Свобода», Суворов яч. хис., «Герой») тата сысна амисене 183 пуç («Свобода», Суворов яч. хис.) сутма пултарчĕç.
И. МИХАЙЛОВА,
район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен зоотехникĕ.