15 октября 2011 г.
Купăста фестивалĕ
Çак пахча çимĕçе ÿстерекеншĕн «Купăста фестивалĕ» – хăйне евĕр уяв. Унта купăста ÿстерекенсем çеç мар, унран паха апат хатĕрлекенсем те активлă хутшăнаççĕ. Кашнин хăйĕн пултарулăхĕ, кашнин хăйĕн вăрттăнлăхĕ.
Купăста фестивалĕн пуçламăшĕнче Куславкка районĕнче пурăнакансем тăраççĕ. Ку тăрăхри паллă фермер Василий Семенов район администрацийĕ пулăшнипе çак ырă пуçарăва çул пачĕ. Çакăн хыççăн «Купăста фестивалĕ» Раççейри ял хуçалăхĕн уявĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кăçал çак уявпа республикăн тĕп хулинче пурăнакансем паллашма пултарĕç. Купăста фестивалĕ ирттермелли кăçалхи лаптăк – «Россельхозбанкăн» регионти филиалĕ.
Кунта купăста ÿстерессипе специализациленекен кашни çын валлиех чуна çывăх ыйтусемпе хуравсем пулĕç. Вĕсем çавра сĕтел хушшинчи калаçăва та хутшăнма пултараççĕ. Чи пысăк купăста, çак пахча çимĕçе халалласа хывнă чи илемлĕ такмак т. ыт. те уяв илемне анлăлатĕç кăна.
Купăста фестивалĕ кăçал Шупашкарта юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче 10–14 сехетсенче иртет. Адресĕ: Президент бульварĕ, 31 («Чувашия» гостиница чарăну).
Йĕркелÿ комитечĕ.